Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхи (1934-2006) поэт ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк курав уҫӑлӗ. Курав нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Вӑл поэтӑн хамӑр ҫӗршывра тата чикӗ леш енче пичетленнӗ кӑларӑмӗсемпе, поэтӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, кӑсӑклӑ тӗрлӗ фактпа паллаштарӗ. Геннадий Айхин сӑввисене С. Губайдулина, В. Сильвестров, А. Айги тата ыттисем юрра хывнӑ хайлавсемпе, Гюнтер Юккер, Николай Дронников, Александр Маслов, Григорий Молчанов тата ыттисен ӳнер ӗҫӗсем те куравра пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
t.me/bbbreaking каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк «Автостат» агентство эксперчӗсем Раҫҫей ҫыннисем автомобиль историне епле сервиспа тӗрӗслеме кӑмӑлланине палӑртнӑ. Патшалӑх мар сервиссенчен «Автотека» сервис (ку вӑл – «Авито Авто» проекчӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «Автотека» сервиса респондентсенчен 79 проценчӗ пӗлет иккен. Иккӗмӗш вырӑнта – патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн сайчӗ (59%), унтан — «Про Авто» (40%), Федерацин суд приставӗсен служби (22%), «Номерограм» (19%) тата «Автокод» (10%). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сочире Хӗллехи Олимп вӑййисем иртнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа «Раҫҫейри шкул ачисен спартакиади» иртнӗ. Спортмсенсем фристайл енӗпе иртнӗ. Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Дмитрий Салмин биг-эйр дисциплинӑра мала тухнӑ. 15 ҫулти Дима Шупашкарта пурӑнать. Вӑл ылтӑн медальсӗр пуҫне чи вӑйлисен спартакиадине кайма путевка ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Миассе хулинче нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланӗ. Унта Лана Пусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑсем те хушӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтри сӑн Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Эльмен урамӗнчи чарӑнура арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Арҫын чарӑнура сак ҫинче ларнӑ вӑхӑтрах вилсе кайнӑ. «Васкавлӑ медпулӑшу килчӗ. Арҫын ирхи 8 сехетренпех ҫапла ларнӑ теҫҫӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫи тата куҫаруҫи Аркадий Ӗҫхӗл (чӑн хушамачӗ – Александров) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитӗ. Вӑл 1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ, пурнӑҫран 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ҫыравҫӑн паллӑрах хайлавӗсенчен «Ырӑ кун», «Тарӑн суха», «Тӑван кил», «Ҫӗнтерӳҫӗсем», «Ҫӗрлехи тӑвӑл», «Ҫул хыҫҫӑн ҫул», «Йӑлӑмри юрӑ», «Хӗвеллӗ ҫумӑр», «Юратнӑ ҫӗр», «Виҫӗ туй», «Радуга над Волгой» ятлисене асӑнса хӑварма пулать. Ӗмӗр иртсен те ҫыравҫӑна асра тытаҫҫӗ. Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫак эрнере ятарласа мероприяти ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
vk.com/21shemursha сайтри сӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Тури Чаткас ялӗнче пурӑнакансем юр тыткӑнне лекнӗ. Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ вӗсем тухса ҫӳреймеҫҫӗ, лавккана ҫӑкӑр кӳрсе килмеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен унта ҫула юртан тасатман. Халӑх тетелӗнчи «Про Шемурша» ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, лавккана виҫҫӗмӗш кун апат-ҫимӗҫ илсе килеймеҫҫӗ. Ялта пурӑнакан Алексей Мавеевӑн ачи чирленӗ, анчах ӑна пульницӑна илсе каяймаҫҫӗ, васкавлӑ медпулӑшу та килеймест. Тури Чаткасра пурӑнакансем ҫула тасатса пама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
multiurok.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫемье тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине Февралина ят панӑ. Ку ята Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Пӗлме интереслӗ: революци хыҫҫӑн ачасене Февраль революцине халалласа ҫакнашкал ят пама тытӑннӑ. Вӑл «февральте ҫуралнӑскер» тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче Мелания ята регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче Гоголь урамӗнче васкавлӑ медпулӑшу пациент патне ҫитеймен. Йӑлтах - юртан тасатман ҫула пула. Васкавлӑ медпулӑшу машини тасатнӑ ҫул таран ҫеҫ ҫитейнӗ, малалла каяйман. Амӑшӗпе ачин машина патне хӑйсен утса тухма тивнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ. Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав ҫулӑн участокӗ «Дорэкс» килӗшӗвӗнче ҫук. Епле майпа? Прокуратура ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
1pnz.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗньял ялӗнче почтальона палламан арсын тапӑннӑ. Ку Тӗп урамри 2-мӗш ҫурта хаҫатсемпе посылка илсе килнӗ чухне пулнӑ. Суранланнӑ почтальона пульницӑна илсе ҫитернӗ. Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ Раҫҫей Почтин тепӗр ӗҫченӗпе пулнӑ инкеке тӗпченине пӗлтерет. Вӑл Вӑрмар округӗнче ӗҫри УАЗпа пынӑ чухне ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Водителе пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка учлищинче хисеплӗ хӑнасем пулӗҫ. Вӗренӳ заведенине Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторире ӗҫлекен преподавательсемпе унта вӗренекенсем килсе ҫитӗҫ. Чӑваш Ен валли ҫамрӑк талантсене туптакан вӗренӳ заведенийӗпе музыка училищи чылайранпа туслӑ ҫыхӑну тытать. Консерваторирен килнисем хальхинче фестивале хутшӑнса «Звуки и отзвуки: инструментальные дуэты композиторов XX-XXI вв.» программӑпа паллаштарӗҫ. Хӑнасем хальхи вӑхӑтри музыка классикӗн Альфред Шниткен камера хайлавӗсемпе, Михаил Алексеев авангард чӑваш композиторӗн, Якут Республикипе Питӗрти композитор шкулӗсен ӑстисен Герман Комраковпа Юрий Корнаковӑн, ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтри авторӑн Лера Ауэрбахӑн ӑсталӑхӗпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |