Ҫурт-йӗр
t.me/info_cap_news сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан 300 ытла IT-специалист ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илнӗ. Банксем вӗсем 2 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Ҫак ҫӑмӑллӑхпа ӳлӗмрен тата ытларах ҫын усӑ кураяссине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫӗршывра ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программин лимитне хальхи 500 миллиард тенкӗрен 700 миллиард тенке ҫитерсе панӑ. Ҫапла майпа 15 пинрен кая мар айтишник ҫӑмӑллӑхлӑ пограммӑпа хаттер туянайӗ. Программа хута кайнӑранпа Чӑваш Енри 617 ИТ-специалист заявка панӑ. Вӗсенчен 321-шне пурӗ 1 миллиард та 960 миллион тенкӗлӗх кредит панӑ. Программӑна лекес ӗмӗтлисен 35 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм упӑшки ӗҫнипе аптӑрасах ҫитнӗ. Тата вӑл, мӑнтарӑн, хӑйне такам пӑсса панӑ тесе шухӑшласа пурӑннӑ. Кун пек пӑтӑрмахран юмӑҫ хӑтарасса шаннӑ. Ҫынсене туххӑмрах пулӑшма шантаракан пӗлтерӗве курсан хӗрарӑм хавхаланса кайнӑ. Вӑт ку ҫӑлӑнӑҫ! Пули-пулми ҫынна укҫа кӑларса тыттар та телейлӗ пурӑнма тытӑн! Самар тӑрӑхӗнчи 24 ҫулти хӗре ӗненсе чӑваш хӗрарӑмӗ 365 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах пурнӑҫӗ ырӑ енне пӗрех улшӑнман. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Юмӑҫ тесе укҫаллӑ пулнӑ хӗр укҫана тавӑрса панӑ, анчах ҫынна улталанӑшӑн ун тӗлӗшпе пӗрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ регионсем хушшинчи «Пчеловодство России: актуальные проблемы и пути развития» (чӑв. Раҫҫейре хурт-хӑмӑр ӗрчетесси: ҫивӗч ыйтусем тата аталану ҫул-йӗрӗ) VIII форум иртӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче пленарлӑ лару тата «Чи лайӑх пыл» республикӑри ҫиччӗмӗш конкурс иртӗ. Унта Чӑваш Енри тата Мари Элти хурт-хӑмӑрҫӑсем хутшӑнӗҫ. Вӗсен умӗнче ял хуҫалӑх наукисен докторӗ Иван Мадебейкин профессор, ял хуҫалӑх наукисен кандидачӗсем Геннадий Максимов тата Геральд Тобоев тухса калаҫӗҫ. Хурт-хӑмӑрҫӑсен форумӗ пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна аслӑ шкулӑн ветеринари медицинин тата зоотехни факультетӗнче ирттерӗҫ. Мероприяти 10 сехетре уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи 40 ҫулти ӳсӗр водителе иртсе пыракан машинӑна сӑтӑр кӳнӗ. Руль умӗнче унта хӗрарӑм ларнӑ. Арҫын ӑна чарнӑ. Ку пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче пурӑнакан ҫак ӳсӗр арҫын «Киа Рио» машинӑна чарсан лум илнӗ те малти чӳречинчен икӗ хутчен ҫапнӑ. Ҫапла вӑл машина хуҫине, хӗрарӑма, 100 пин тенкӗ ытларах тӑкак кӳнӗ. Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ-ха вӑл? Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юнашар иртсе пыракан ҫак машина ӑна килӗшмен. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри педагогсем «Земство учителӗ» конкурс программине хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ун пек ваканси — 15 единица. Аякри шкулсене кайса ӗҫе вырнаҫнӑ учительсем федераци хыснинчен 1 миллион тенкӗ укҫа илейӗҫ. Программӑна хутшӑнас тесен учительсен ялсемпе посёлоксене, 50 пинрен сахалтарах ҫын пурӑнакан хуласене кайса ӗҫлемелле. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
ИТ-специалистсене малашне те ҫӑмӑллӑхлӑ кредит парса пулӑшӗҫ. Асӑннӑ программӑпа кредит лимитне унчченхи 500 миллиард тенкӗрен 700 миллиард тенке ҫитерсе пама йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви хыпарланӑ. Хальхи лимит 50 пин ИТ-специалиста ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илме май парать, тата укҫа хушса панӑран вӑл ҫӑмӑллӑхпа тепӗр 15 пинрен кая май айтишник усӑ курайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
kpravda.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре икӗ хӗрарӑм ача ҫуралнине ӗнентерекен суя свидетельство туса амашӗн капиталне илнӗ. Ку кӑна мар-ха. Пособи те илсе тӑнӑ. Иккӗшӗ те – Улатӑр муниципаллӑ округӗнчен. Вӗсем суя свидетельство туса ӑна социаллӑ пулӑшу паракан органа килсе панӑ. Ҫапла 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлаччен амӑшӗн капиталӗсӗр пуҫне ытти пособие илсе танӑ. Пӗтӗмпе – 1,5 миллион ытла тенкӗлӗх. Хӗрарӑмсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Документсене хатӗрлеме пулӑшнӑ ҫынна та судра явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Мускавра ирттерекен чӑваш Акатуйне кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, «Сокольники» паркра йӗркелӗҫ. Уяв утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Мускаври Акатуя хутшӑнас ӗмӗтлӗ аграририсенчен заявкӑсем йышӑнать. Вӗсем унта хӑйсен продукцине сутайӗҫ. Акатуя чӑвашсем мӗн ӗлӗк-авалтан хирти ӗҫ-пуҫа пуҫтарса пӗтерсен уявланӑ. Халӗ те ӑна хресчен манӑҫа кӑлармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вӑрнар округӗнчи пӗр ялти хӗрарӑм упӑшкине эрехрен пистерме ӗмӗтленнӗ. Вӑл тӗнче тетелӗнче юмӑҫ шыранӑ. Шӑпах Самар облаҫӗнчи 24 ҫулти хӗрарӑм вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳ тӗлне лекнӗ. Хайхи «юмӑҫ» темӗн тӗрлӗ йӑла та туса ирттернӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм вара кашнинчех укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе 365 пин тенкӗ тӑкакланӑ вӑл. Йӗрке хуралҫисем ҫав «юмӑҫа» тупнӑ. Самар облаҫӗнчи хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Анчах ку явап тытасран хӑтармасть ӑна. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mk.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫын савнийӗ пулнӑ хӗрӗ хӑйне пӑрахнине ниепле те йышӑнман. Вӗсем арҫыннӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн уйрӑлнӑ. Хайхискер ӑна вӑрлама шутланӑ. Арҫын хӗре урамра сыхласа тӑнӑ, ӑна хӑйӗн машинине вӑйпах лартнӑ. Вӑл ҫапла тӗлпулу ирттересшӗн пулнӑ иккен. Анчах хӗр тарма пултарнӑ. Кайран вӑл полицие кайса арҫын тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ҫуралнӑ кунне полицире кӗтсе илнӗ. Ӑна кун пек ҫынна вӑрланӑшӑн 5 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |