Культура
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗрсен ташши» (вырӑсла ку уяв ятне «Танцы предков» тесе куҫарнӑ) пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Владимир Милютин хореограф 70 ҫула ҫитнине халалланӑ. Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем Владимир Аркадьевича тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, Питӗре пырсан чӑваш хореографийӗпе паллаштарнишӗн тав тунӑ, Владимир Милютин ирттерекен занятисем асра юлнине ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫитмӗл ҫул каялла ҫуралнӑ чӑваш Питӗрти «Кевер» хореографи ансамбльне пулӑшса пынине, ҫавна май ушкӑн Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче паллӑ ансамбльсенчен пӗри пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти 7-мӗш «а» класра вӗренекен ачасем «Заповедные острова России» (чӑв. Раҫҫейӗн заповедниклӑ утравӗсем) конкурсра ҫӗнтернӗ. «Заповедники» (чӑв. Заповедниксем) центр тата «Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен организацийӗ кӑҫалхи ака-ҫу уйӑхӗсенче пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ирттернӗ. «Маттур ачасем. «Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеки» проектпа ӗҫлени сая каймарӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Яковлев орнитолог тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче. Шупашкарти ачасен ӗҫӗ «Творчество во благо заповедных островов» (чӑв. Заповедник утравӗсемшӗн тӑрӑшни) номинацире ҫӗнтернӗ. Проект ертӳҫисем — эпир маларах асӑннӑ А.А. Яковлев тата З.В. Максимовӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен «Океан» уйлӑхра канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти 15 маршруткӑн ҫулӗ улшӑнать, 18-шне вара пачах пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Хула администрацийӗ вӗсен списокне пичетленӗ. Постановленипе килӗшӳллӗн, кӑсал раштавран пуҫласа 15 автобус маршручӗ улшӑнӗ. Вӗсен йышне 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршруткӑсем кӗнӗ. Пачах пӑрахӑҫлама палӑртнисен йышӗнче вара ҫаксем: 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65. Халӗ ҫынсене илсе ҫӳрессипе ӗҫлекен усламҫӑсене илсе ҫӳремелли свидетельствӑсене тата маршрутӑн ҫӗнӗ карттисене параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма тин ҫуралнӑ ачине путарса вӗлернӗшӗн суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Хайхискер пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче хӑйӗн хваттерӗнче хӗрача ҫуратнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӑна шыв тултарнӑ савӑтра путарса вӗлернӗ. Унтан амӑшӗ вилене целлофан хутаҫа хунӑ та юханшыв патне кайнӑ, отверткӑпа усӑ курса пӑра шӑтарнӑ, хутаҫа вакка чӑмтарнӑ. Йӗр ан юлтӑр тенӗ-ши – вакка юрпа хупланӑ. Ача виллине пӗлтӗр акан 22-мӗшӗнче ҫав вырӑнтах тупнӑ. Судпа медицина экспертизи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ача вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Амӑшне тупас тесе следовательсем судпа генетика экспертизи ирттернӗ. Ачан ДНК-профилӗ Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмӑннипе пӗр килнӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ. Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» асӑрхаттарса ҫыру янӑ, тепӗр икӗ кунран вара котельнӑйне сӳнтернӗ. Микрорайонта 30 ытла ҫурт вӗри шывсӑр юлнӑ. 203-мӗш ача пахчинче те вӗри шыв ҫук. Паян 13 сехет ҫурӑра микрорайонта пурӑнакансем журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫынсем чан ҫапаҫҫӗ. Ара, вӗсем управляющи компанине вӗри шывшӑн укҫа тӳлесе тӑнӑ-ҫке-ха. Ҫынсем пӗтӗм инстанцирен, ҫав шутра прокуратурӑран та, пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Мускав район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Телее, пӗчӗкскер пӗрремӗш хутран аялалла чӑмнӑ. 2 ҫулти шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл Хулари ача-пӑча клиника пульницинче стационарта выртать. Ҫапла, ҫанталӑк шӑрӑхланнӑ май ҫынсем чӳречесене москитлӑ сетка караҫҫӗ. Вӑл вара ачашӑн питӗ хӑрушӑ. Пӗчӗкскер ун ҫине туянса тухса ӳкме пултарать. Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Романова ку енӗпе тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Уйрӑмах – нумайх хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури Республикӑри клиника окологи диспансерне тӗрӗсленӗ, пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Медицина хатӗр-хӗтӗрӗ тата медицина тӗлӗшпе усӑ курмалли япаласем туяннӑ чухне саккуна пӑхӑнманран тӗп тухтӑр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ФСБ ыйтнипе Ленин районӗн сучӗ Лидия Воропаевӑна килти ареста лартнӑ. Пуҫиле ӗҫе мӗнле тӗпченине республикӑри прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Лидия Воропаева 1955 ҫулта ҫуралнӑ, Куйбышеври Д.И.Ульянов ячӗллӗ патшалӑх медицина институтне пӗтернӗ. Республикӑри клиника онкологи центрне вӑл 2015 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сар.ru сӑнӗ Улатӑр районӗнчи тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисен йышӗнчи икӗ ҫамрӑка паян, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ҫурт уйӑрса панӑ. Ҫав пӳртсене ҫутҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, унта санузел, сивӗ тата вӗри шыв пур. Кун пирки район администрацийӗн сайчӗ хыпарлать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ йӗкӗте ҫурт уҫҫине Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.М. Марочкин та опекӑпа попечительлӗхӗн йӗркелӳ пайӗн эксперт специалисчӗ Л.В. Иванова тыттарнӑ. Тӳре-шара ҫамрӑксене пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ ятпа саламланӑ май ҫакӑ малашнехи кун-ҫула йӗркелеме, ҫемье ҫӑвӑрса телейлӗ пурӑнма тулли май панине палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла, каччӑсене ҫурт-йӗрпе «Пурӑнмалли вырӑн уйӑрасси» саккуна пурнӑҫа кӗртнӗ май тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре ача-пӑчан следж-хоккей ушкӑнне (чӑвашларах каласан, ҫуна ҫинчи хоккей) йӗркеленӗ. Ӑна «Атӑл» ят панӑ. Ун пек ушкӑн пирӗн республикӑра халиччен пулман. Следж-хоккей ушкӑнӗ ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайтӑшӗсемпе ӗнер ирттернӗ канашлура спорт министрӗ Сергей Шелтуков каласа кӑтартнӑ. Шупашкарта следж-хоккей ушкӑнне йӗркелеме Ача-пӑча следж-хоккей лигипе Еленӑпа Геннадий Тимченкосен ыр кӑмӑллӑх фончӗн пӗрлехи проекчӗ май панӑ. Шӑпах ҫав проектпа килӗшӳллӗн ятарлӑ оборудовани, кирлӗ хатӗр-хӗтӗр уйӑрнӑ. Ушкӑна пуҫарма укҫа та панӑ. Следж-хоккей ушкӑнӗсем хальлӗхе пирӗн ҫӗршыври тӑхӑр регионта ҫеҫ. Чӑваш Енри команда Шупашкарти спортпа хӑнӑхтару шкулӗнче ӗҫлет. Унта утас, ура ҫинче тӑрас енпе хавшак ачасене, 7 ҫултан пуҫласа 18 ҫул таранчченхисене, йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сергей Лаврентьев Ӗнер Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери кинофестивӑль вун пӗрмӗш хутчен уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ, сӑмах каланӑ. Сӑмах калакансем татах пулнӑ-ха. Кинофорума хутшӑнакан илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин темиҫе ҫул каялла Шупашкара пӗрремӗш хут килнине ӑшшӑн аса илнӗ. Вӑл Шупашкар ҫыннисем кинотеатра йышлӑ ҫӳренине палӑртнӑ. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсӗнчи кинокритикӗ Нэнси Конди фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Кинофестиваль «Холодное лето пятьдесят третьего» фильмпа уҫӑлнӑ. Унӑн режиссёрӗ — эпир маларах асӑннӑ Александр Прошкин. Кинофорума фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Лаврентьев старт панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |