Республикӑра
![]() Кӑҫал Республика кунне ҫӗнӗлӗхсем кӗртесшӗн. Аса илтерер: уяв Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче иртӗ. Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулӗ, тепӗр кунхине Питӗрти Раҫҫей этнографи музейӗнчен илсе килнӗ курав уҫӑлӗ. Иртнӗ ҫулсенчи пек ачасен пӗрлештернӗ хорӗ юрлӗ, фейерверк вӗҫтерӗҫ. Чапаев ячӗллӗ савут, «Сеспель» тата «Чӑвашторгтехника» предприятисем ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнӗ производство хута ярӗҫ. Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри конференцисем иртӗҫ. Утӑ вӗҫӗнче-ҫурла пуҫламӑшӗнче Шупашкарти экономика канашлӑвӗ вырӑнне Китайри делегацие кӗтӗҫ, республика «Атӑл-Янцзы» проекта хутшӑнакансене йышӑнӗ. «Регионсем – чикӗсӗр хутшӑну» форматне улӑштарӗ, вӑл кӑҫал Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. «Руҫ ӑстисем» Сӗнтӗрвӑрри хулинче иртӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» вара – Шупашкартах. Кӑҫал уяв вырсарникуна лекӗ, ҫавӑнпа канмалли куна тунтикуна куҫармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Муркаш районӗнчи Ҫурла Тӑрринчи ҫулӑн хуҫи ҫук. Ҫакна Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарлаҫҫӗ. Надзор органӗ тата Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑннӑ ялти ҫул хуҫине палӑртас тӗллевпе тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ ялти Воробьев урамӗнчи 1,1 километр тӑршшӗ ҫул хут тӑрӑх никамӑн та шутланмасть иккен. Ҫул хуҫасӑр пулнине кура ӑна кам тытса тӑмалли те уҫӑмлӑ мар, унта инкек-синкек сиксе тухсан та вӗҫне-хӗрне тухса пӗтеймӗн. Раҫҫейӗн Граждан кодексӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫасӑр пурлӑх муниципалитет харпӑрлӑхне куҫмалла. Ӑна ятарлӑ органсенче регистрацилесе харпӑрлӑха илмелле. Ҫак утӑма вырӑнтисем хайсен кӑмӑлӗпе пурнӑҫламаннине кура прокуратура ҫула мунициаплитета суд урлӑ харпӑрлӑха куҫармалла тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» хаҫат редакцийӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти 44-мӗш ача пахчин 1-мӗш корпусне ҫӳрекен шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗ пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, унта тахҫанах юсав ирттермен, стена вара йӑтӑнать. «Бассейн тахҫанах ӗҫлемест, стенасем йӑтӑнаҫҫӗ. Верандӑсем те авариллӗ лару-тӑрура, ҫумӑр ҫунӑ чухне ачасен пытанма та вырӑн ҫук. Ачасемшӗн хӑрушӑ», - тенӗ аслисем. Ача пахчин заведующийӗ Людмила Шибанова лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ: хула администрацийӗнче юсав ирттермешкӗн укҫа уйӑрнӑ, проектпа смета документацине хатӗрленӗ. Анчах тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: унта бассейна ӗҫлеттерме юрамасть. Юсав хыҫҫӑн, ахӑртнех, ача пахчинче спортзал пулӗ. Юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн пӗтӗмпе 170 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тарӑх, пӗр депутата руль умӗнче ӳсӗр ларнине икӗ хутчен асӑрханӑ. Ӑна куншӑн 180 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен. Пӗр депутат руль умӗнче ӳсер пулнине ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӑна ун чухне административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 1,5 ҫуллӑха правасӑр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Анчах депутат тӳрӗ ҫул ҫине тӑма васкаман. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ӑна инспекторсем чарнӑ. Вӑл каллех руль умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ. Депутат хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи ҫумӗнчи консультаци центрӗ ҫумӗнче ятарлӑ тытӑм ӗҫлесе кайӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӗҫӗн ҫулхи чирлӗ ачасене пулӑшма йӗркеленӗскер пулӗ. Асӑннӑ ача пахчинче хальхи вӑхӑтра «Академия для родителей» (чӑв. Ашшӗ-амӑшӗн академийӗ) ӗҫлет. Унта кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта ҫеҫ 80 ытла ҫемье тӗрлӗ пулӑшу ыйтма пынӑ. Центр специалисчӗсен тӗп тӗллевӗ шутӗнче ашшӗ-амӑшне ачасен аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартасси. Занятисенче теори пӗлӗвне ӑша хывтарнипе пӗрлех чирлӗ ачасене пурнӑҫра епле пулӑшмалли ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Сывлӑх енчен тантӑшӗсенчен уйрӑлса тӑраканскерсемпе ашшӗ-амӑшӗн мӗнле тытмаллине, мӗн тумаллине вӗрентеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иван Игнатьев амӑшӗпе тата ашшӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнах-ши тесе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, унта 20-ри тата 17-ри икӗ каччӑ 15-ри виҫӗ каччӑпа хирӗҫнине палӑртнӑччӗ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ планеркӑра ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӑтӑрмах пирки те калаҫу пулнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине 10 сехет те 15 минутра Оперӑпа балет театрӗ ҫывӑхӗнче 15-17 ҫулхи шӑпӑрлансем хушшинче хирӗҫӳ ҫуралнӑ. Тӑватӑ ача пӗрне-пӗри ӑнланмасӑр тавлашма пуҫланӑ. Ҫакна Игнатьев Иван Михайлович асӑрханӑ та, тӳрех чарма пикеннӗ, Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствине хыпарланӑ». МИХсем «айӑплисене» палӑртма ӗлкӗрнине вара министр ҫумӗ дознани органӗсене витӗм кӳме тӑни тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакан ахаль те нушаллӑ ҫемье тата хур курнӑ. Ачине хаклӑ йышши операци тутарма укҫа пухнӑ ҫак ҫемьене ултавҫӑсем ҫаратнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи ҫемье операци валли укҫа пухса пама пулӑшу ыйтса интернетри халӑх тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен — вӗсем патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, 300 пин тенкӗ куҫарса пама пултарассине пӗлтернӗ. Анчах укҫана криптовалютӑпа куҫармашкӑн тӳлевӗн электронлӑ тытӑмӗнче счет уҫмалла-мӗн. Ачин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакан ҫемье операци часрах тутарма май килессине шанса арҫын хушнине пурнӑҫланӑ. Хайхи программа часах 300 пин тенкӗ счет ҫине куҫнине пӗлтернӗ, анчах ку укҫана илме хӑйсен те нухрат хумалла имӗш. Ҫемье 18 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Темиҫе ҫеккунтран компьютер программи ҫухалнӑ, унпа пӗрлех укҫа та. Халӗ йӗрке хуралҫисем путсӗрле ҫак ӗҫе кам тунине тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ирина Кузьмина Пултаруллӑ Ирина Кузьмина юрист профессине алла илнӗ, халӗ ЧР Юстици министерствинче ӗҫлет. Унӑ пушӑ вӑхӑчӗ сахал пулин те вӑл чун киленӗҫне аталантарать. Ирина ҫӑмран картинӑсем ӑсталать. Ҫак кунсенче вӑл тӗнче шайӗнчи ӳнер конкурсне хутшӑнса лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ҫӑм акварелӗ техникипе ӑсталанӑ картинӑсем тӳрех тӑватӑ номинацире ҫӗнтернӗ. «Иккӗн» ӗҫ «Ҫын кӳлепи» номинацире мала тухнӑ, тӗнче шайӗнчи конкурсӑн гран-прине тивӗҫнӗ. «Пысӑк хула. Ҫумӑр» картина вара «Жанрсен синтезӗ» номинацире палӑрнӑ. Тепӗр икӗ картина - «Добермансем тата кӗркунне», «Хурӑнсем» - 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Эксперт канашӗнче 45 ҫын пулнӑ. Вӗсем Раҫҫей, Евросоюз, Америка, Ази арт-индустри элчисем. Экспертсем пурте Чӑваш Енри ӳнерҫӗн ӗҫӗсене чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи полици уйрӑмне такам пӑшалтан пени пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем тӳрех вырӑна тухнӑ. Унта ҫитсен акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: 51 ҫулти арҫын сунар пашалӗнчен тӑватӑ хутчен пенӗ. Хайхискер урӑ пулман, эрех ӗҫсе хӗрнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫапла майпа кураксене хӑратнӑ. Лешсем чӑх йӑвинчен ҫӑмарта вӑрланӑ-мӗн. Йӗркене пӑснӑ арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Унӑн пӑшалне вара, ИЖ-16 маркӑллӑскере, 1947 ҫулта туса кӑларнӑскере, туртса илнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Куншӑн пӑшала, патронсене туртса илсе 50-100 пин тенкӗлӑх штрафлама е пӑшал илме, ӑна упрама виҫӗ ҫуллӑха чарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ тата шалӑк сезонӗ уҫӑлнӑ май Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Пӗр эрнере кӑна пушарнӑйсем ҫакнашкал ҫичӗ пушара сӳнтернӗ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 6,8 гектар ҫуннӑ. Телее, ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман. Халӗ пашар кам айӑпӗпе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Типӗ курӑка ҫунтарнӑшӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ахаль ҫынсен – 2-3 пин, должноҫри ҫынсен – 6-15 пин, юридици сӑпачӗсен 150-200 пин тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Пушар ан тухтӑр тесе пушарнӑйсем профилактика ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, рейдсене тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |