Культура
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 18 сехетре клуб хастарӗсем Надежда Ильинапа тӗл пулӗҫ. «Надежда Геннадьевна Вӑрнар районӗнчи Мӑн Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче, унтан университетри аспирантурӑра вӗреннӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидат диссертацине хутӗленӗ. Студентсене вӗрентнӗ», — пӗлтернӗ клуб хӑни пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра. Надежда Ильина чӑваш литературине «Хӗр Кӗлетки» ятлӑ калавпа кӗнӗ. Ытти паллӑрах хайлавӗсем: «Юлашки кӗр», «Шӑранса та пӗтми», «Чӑнлӑх чечекӗ», «Пӑхнӑ иккӗн кантӑкран», «Турӑсӑр тупнӑ телей», «Даниил». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Паян уҫӑ эфира 45 ҫул радио дикторӗнче ӗҫлесе «Шупашкара чӑвашла калаҫтарнӑ» ытарайми Маргарита Кабетовӑна йыхравларӑм», — тесе хыпарланӑ ӗнер Фейсбукра Марина Карягина тележурналист. Сӑмах, Чӑваш халӑх сайтне вулакансенчен чылайӑшӗ тавҫӑрчӗ пулӗ ӗнтӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх телерадиокомпанийӗн «Ирхи тӗпел» кӑларӑмӗ пирки пырать. Маргарита Кабетова 1956 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанри Юдино поселокӗнче ҫуралнӑ. Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх, Кунер, Карач шкулӗсенче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1973 ҫулта Чӑваш радиовӗнче дикторта ӗҫлеме пуҫланӑ. Маргарита Кабетова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юлашки вӑхӑтра «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларнӑ, вӑл панкрута тухнӑ. «Чӑвашавтотрансӑн» арестленӗ ҫуртне аукционра сутма лартнӑ. Лотӑн малтанхи хакӗ – 89,7 миллион тенкӗ. Объект лаптӑкӗ – 2817,9 тӑваткал метр. Вӑл Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртӑн кадастр номерӗ -21:01:020502:273. Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче панкрута тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр 1,4 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӑл деклараци тӑратнӑ. Унӑн арӑмӗ вара унран темиҫе хут ытларах ӗҫлесе илнӗ. Вӑл декларацире 15,5 миллион ытла тенкӗ кӑтартнӑ. Татьяна Ладыкова - экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн регион экономикин тата предпринимательство кафедрин доценчӗ. Вӑл 365 пин тенке яхӑн ӗҫре шалу илнине кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 1500 тата 1218 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Сӑмах май, икӗ ҫул каялла Татьяна Ладыкова 4,26 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ун чухне те вӑл Чӑваш Енри тӳре-шаран чи пуян арӑмӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре чухӑнлӑх чиккинче пурӑнакан ҫын нумай. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑкра вӗсен йышӗ ӳснӗ. Пурӑнмашкӑн кирлӗ укҫа виҫинчен сахалрах ӗҫлесе илекенсем 19 процентпа – 235,3 пин ҫын - танлашнӑ. Ку – 2017 ҫулхи кӑтарту. 2016 ҫулта 229,8 пин ҫын чухӑнлӑх чиккинче пурӑннӑ. Пӗлтӗр халӑхӑн 11,4 проценчӗ 7 пин тенкӗрен сахалрах шалу илнӗ, 15,1 проценчӗ 7-10 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. 10-14 пин тенкӗ илекенсен йышӗ – 20,2 процент. 45 пин тенкӗрен ытларах ӗҫ укҫиллӗ ҫынсен йышӗ пӗлтӗр 3,6 процент кӑна пулнӑ. Атӑлҫи федераци округне илес тӗк, Чӑваш Ен пурӑнмашкӑн кирлӗ укҫа виҫинчен сахалрах илекенсен йышӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Пӗрремӗш вырӑнта – Мари Эл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Михаил Турханов Шупашкарти 40-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Михаил Турханов Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата пултарулӑх ӗҫӗсен «Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем» конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл Мускав облаҫӗнче ака уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче иртнӗ. Конкурса сахал мар ача хутшӑннӑ: куҫӑн мар майпа иртнӗ турта – 900 ытла шӑпӑрлан, куҫӑн майпа иртнинче вара – 500 ытла. Чӑваш Енрен виҫҫӗн кайнӑ: Денис Герасимов, Павел Михеркин тата Михаил Турханов. Михаил жюри пайташӗсен «Самолет ҫунатти. Вӑл мӗнрен тӑрать» тӗпчев ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ эксперт комиссийӗн мӗнпур ыйтӑвне хуравланӑ, ҫапла майпа вӑл хӑйӗн секцинче малти вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Красноармейски районӗнчи Хусакассинче палӑк уҫӑлнӑ. Астӑвӑм паллине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене хисеплесе вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫма тӳре-шара та хутшӑннӑ. Палӑка уҫакан ял ҫыннисем патне Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫитнӗ. Вӑл паян Красноармейски районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ. Хусакассине вице-премьер район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Кузнецовпа кайнӑ. Хусакассинчен вӑрҫа 87 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 40-ӗшӗ ҫеҫ каялла таврӑннӑ. Пуҫне вӑрҫӑ хирӗнче хунисене асӑнса палӑк лартни вӗсене хисеп туни пулать те. Ун пек палӑксем, сӑмах май, республикӑри тата ултӑ вырӑнта уҫӑлмалла. Ҫакна Сергей Артамонов пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче юсав пуҫланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, филармонинчи пултарулӑх ушкӑнӗсене культурӑн ытти учрежденине куҫарнӑччӗ: симфони капеллине — Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне, юрӑпа ташӑ ансамбльне — Трактор тӑвакансен культура керменне, филармоние — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне тата Трактор тӑвакансен культура керменне. Юсав ӗҫӗ епле пынипе ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев паллашнӑ. Строительсен курав залӗнче амфитеатр тумалла, чӳречесемпе алӑксене ылмаштармалла, вентиляци тата кондици тытӑмӗсене ҫӗнетмелле, шалта илемлетмелле. Юсава 2020 ҫул вӗҫӗнче пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сантр Савкилта Мӗншӗн ҫӗр ҫул ытла чӑвашсем хушшинче Яковлев культне — чӑвашсен вӑйсӑрлӑхне — сараҫҫӗ? Ҫапларах ыйту тавра пуҫ ватать чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта). Вӑл ҫакна халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. Сантр Савкилта шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн халӑха Иван Яковлев пӗтме суннӑ, ӑна вара халӑх ашшӗ туса хунӑ. «Патша тытӑмне (Раҫҫейри кирек епле влаҫ пекех: унччен те, кайран та чӑвашсене туртакан лаша вырӑнне хунӑ) хирӗҫҫисем пирки вӑл евитленӗ, вӗсене пур енлӗ ура хунӑ. Иван Юркин (вӑт кама асра тытмалла) 1880-мӗш ҫулсенчех чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Пӑлхар», кӑларма тӑнӑ. Анчах Иван Яковлев, чӑвашсен аслӑ тусӗ, хаҫата кӑларма чарма пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ Сантр Савкилта. Александр Савельев Германири Йена хулинче кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Альберт Айзманӑн «Прощальный поход» кӗнеки пичетленнӗ. Кӑларӑмӑн редакторӗ — Борис Чиндыков. Вӑлах кӗнекене пухса хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ 1000 тиражпа пичетленнӗ. Кӗнекене калавсем тата Николай Айзман (1905–1967) ҫинчен биографилле роман кӗнӗ. Ҫапла, кунта сӑмах паллӑ чӑваш драматургӗ, режиссерӗ тата актерӗ, «Кай, кай Ивана» камит авторӗ пирки пырать. «Прощальный поход» кӗнекере 1950—1960 ҫулсенчи пулӑмсене ҫутатнӑ. Кӗнекери тӗп сӑнарсем — ахаль ҫынсем: студентсем, рабочисем тата ватӑсем. Пурнӑҫри кӑткӑс самантсене вӗсенчен кашниех хӑйне майлӑ йышӑнать. Кӗнекен пӗрремӗш пайне Альберт Айзман ашшӗн, Николай Айзманӑн, ал ҫырӑвӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Иккӗмӗшӗнче — «Написать комедию…» биографилле роман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |