Персона
![]() Ӗнер Чӑваш Енен пӗрремӗш президенчӗ, РФ Федераци Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл хӑйӗн юбилейне Алтай Республикинче кӗтсе илнӗ. Ӑна унта регион пуҫлӑхӗ Александр Бердников чӗннӗ. Николай Васильевич Алтайра Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уява хутшӑннӑ: Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патне чечексем хунӑ, Ҫӗнтерӳ парадне йышӑнӑ. Вӑл Федераци Канашӗн Председателӗн Валентина Матвиенкӑн саламне те илсе ҫитернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче экс-президент Чӑваш Ен пирки те аса илнӗ. «Сирӗнпе ҫакӑн пек калаҫатӑп, мӗншӗн тесен нумай ӗмӗр каялла Алтайра чӑваш халӑхӗн историйӗ те пуҫланнӑ. Пирӗн несӗлсем пӗрле ҫапӑҫнӑ, ҫутҫанталӑка парӑнтарнӑ. Тавралӑха тепченӗ тата хӑйсен философине йӗркеленӗ», - тенӗ Николай Федоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пурне те пӗлсе-илтсе тӑракан «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра паян ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кулянмалла лару-тӑру ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ имӗш. Унта хаклӑ темиҫе ресторан вырнаҫнӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫавӑнта Элтеперӗн 20-ри ывӑлӗпе сенаторӑн 17-ри ывӑлӗ 15-ри виҫӗ каччӑпа ҫапӑҫса кайнӑ имӗш. 17-ри каччӑ дзюдо енӗпе ӑста иккен те вӑйне ытларах вӑл кӑтартнӑ пулать. Шар курнӑ каччӑсен ашшӗ-амӑшӗпе Вадим Николаев сенатор калаҫнӑ-мӗн. Пӗр каччӑн ҫемйи журналистсемпе малтан хӑйне хӑюллах тытнӑ пулсан кайран вӗсемпе те калаҫма тӑхтанӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре миграци службинче вӑй хунӑ хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче вӑл суя акт хатӗрленӗ, унта ют ҫӗршыв ҫынни тӑванӗн авариллӗ ҫуртӗнче пурӑннине кӑтартнӑ. Чӑннипе вара хӑлтӑр-халтӑр пӳртре унӑн хуҫи те, тӑванӗ те кун кунламан. Халӗ следстви пырать, следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Шупашкарта пурӑнакан 93 ҫулти Юрий Петров Мусквари парада хутшӑннӑ. Шурсухала ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамри тӗп трибуна ҫинчен уяв мероприятийӗсене сӑнама май килнӗ. «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври 8 ветерана темле ыр кӑмӑллӑх организацийӗ Мускава чӗннӗ. Анчах унта ҫитсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: ватӑсем валли йыхрав хучӗ ҫук-мӗн. Ресторанта апатлантарма шантарнӑ-ха. Анчах ватӑ ҫын апат ҫиессишӗнех Мускава кайманни паллӑ ӗнтӗ. Пӑтӑрмах пирки вӑрҫӑ ветеранӗн мӑнукӗ Мария Тишина халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакна Мускав мэрӗ Сергей Собянин асӑрханӑ, ыйтӑва татса пама шантарнӑ. Ыр кӑмӑллӑх организацийӗ урлӑ кайнӑ ветерансем ҫапла вара Мускаври парада лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра полицейскисемпе следовательсем Шупашкарти «Овас» суту-илӳ тата Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ ҫывӑхӗнчи сквера хупӑрланӑ. Унта темиҫе минут маларах арҫын перӗнсе вилнӗ. Арҫын сквера килсен сак ҫине ларнӑ та ҫынсен умӗнчех перӗнсе вилнӗ. Ун ҫумӗнче «Сайга» сунар пӑшалӗ тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Унта криминал пурри палӑрман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, перӗнсе вилнӗ арҫыннӑн икӗ ача тӑлӑха юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хӑйсен ирӗкӗпе чи малтан тухса кайнисене асра тытнине палӑртса кедр лартнӑ. Йывӑҫсем унччензи Трак ярмӑрккин территорийӗнче ӳсӗҫ. Кедрсене лартма Красноармейски тата Тракри вӑтам шкулсенче вӗренекенсем те нимеҫӗ пулса хутшӑннӑ. Красноармейски район вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кедра Людмила Васильева хӑйӗн аслашшӗ ячӗпе лартнӑ. Ашшӗне, Илья Иванова, хисеплесе унӑн хӗрӗсем Раисӑпа Галина лартнӑ. Арҫын вӑрҫа 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Хӑйне евӗр акцие хутшӑннӑ хастарсем капла мероприятисем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче тунӑ ҫӗнтерӗвӗн хакне, иртнӗ кун-ҫула асра тытма май парать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарти икӗ музейра кирек кама та тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Чӑваш наци музейӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫар мухтавӗн музейне тата В.И. Чапаев ячӗллӗ музея тӳлевсӗр кӗме май туса панӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ икӗ учреждени те Чӑваш Енӗн наци музейӗн филилӗсем шутланаҫҫӗ. Ҫав мухтавӗн музейӗнче «Живая Память» (чӑв. Чӗрӗ астӑвӑм) акци иртӗ. Унта хутшӑнакансем «Дороги Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем) квеста (акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ҫак сӑмаха приключени тесе ӑнланмалла, чӑвашларах каласан вӑл мыскара тенине пӗлтерет) хутшӑнайӗҫ. Музей Шупашкарти Ехрем хуҫа купса бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 62-01-78. В.И. Чапаев ячӗллӗ музея Василий Чапаев ячӗллӗ дивизи ветеранӗсене тӗл пулӑва йыхравланӑ. Культура учрежденийӗ Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 46-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 56-20-61. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Иванов вулавӗсем иртӗҫ. Вӑл мероприятие кӑҫал пуҫласа йӗркелеменнине палӑртмалла. Шучӗпе вӑл улттӑмӗш хут иртет. Конференцие музейҫӑсем чи малтан 2015 ҫулта пуҫтарнӑ. Ӑна Константин Иванов классик ҫуралнӑ куна халалланӑ. Вулав вӑхӑтӗнче паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗнчи питех пӗлмен, халӑхра анлӑ сарӑлман фактсене ҫутатассине, историпе, вӗренӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ фактсене сӳтсе явассине пӗлтереҫҫӗ. Конференцие преподавательсемпе студентсене чӗнеҫҫӗ. Ытти хастара та, паллӑ ӗнтӗ, хапӑл тусах кӗтсе илӗҫ. Хутшӑнас кӑмӑллисен музей пуҫлӑхне Ирина Оленкинӑна ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтермелле: (8352) 62-21-43. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӗлӗнмелле ҫак пулӑм пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ҫӗнӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗнхи номерӗнче, Влад Димов автор ҫырса кӑтартнӑ. Ун пирки хаҫат редакторӗ Сергей Мясников Фейсбукра пӗлтернӗ. Журналист «Управление отходами» (чӑв. Каяшсене йӗркелесси) предприятире пулнӑ май унти хӑйне евӗр музейпе паллашнӑ. Кирлӗ мар тесе ҫынсем тухса пенӗ япаласен шутӗнче тем те пур-мӗн: хушпу, купӑс, магнитофон, магнитола, радиоприемник, фотоаппарат тата... хаклӑ хутсем. Степан Макарович Кудряшов ятлӑ сержанта Севастополе, Ригӑна ирӗке кӑларнӑшӑн, Берлина илнӗшӗн Тав хучӗсем панӑ иккен. Вӗсене те ветеран хӑй ӗнтӗ, те ачисем пӗр ҫӗре ҫӗлесе пынӑ. Вӑхӑт иртсен вӗсем никама кирлӗ мар пулса юлнӑ. «Сталининграда хӳтӗленӗшӗн» медаль удостоверенийӗ те ҫӳп-ҫап контейнерне лексе каяш пухакан предприятие ҫитнӗ. «Как же у них рука поднялась?» статья авторӗ вӑрҫӑ ветеранӗн япалисене ҫапла тухса перекенсенчен хытах тӗлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 18 сехетре клуб хастарӗсем Надежда Ильинапа тӗл пулӗҫ. «Надежда Геннадьевна Вӑрнар районӗнчи Мӑн Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче, унтан университетри аспирантурӑра вӗреннӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидат диссертацине хутӗленӗ. Студентсене вӗрентнӗ», — пӗлтернӗ клуб хӑни пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра. Надежда Ильина чӑваш литературине «Хӗр Кӗлетки» ятлӑ калавпа кӗнӗ. Ытти паллӑрах хайлавӗсем: «Юлашки кӗр», «Шӑранса та пӗтми», «Чӑнлӑх чечекӗ», «Пӑхнӑ иккӗн кантӑкран», «Турӑсӑр тупнӑ телей», «Даниил». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |