Культура
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗнче Чӑваш Енӗн пултарулӑх интеллигенцийӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ икӗ поэтӑн астӑвӑм хӑмисем патне чечек хунӑ. Чыслава, Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай (1908-1970) тата кабардин-балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев (1917-1984) тивӗҫнӗ. Юлашкинчен асӑнни 1941 ҫулхи кӗркунне Орел хули патӗнче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти 3052-мӗш эвакогоспитательте сипленнӗ. Вӑрҫа хутшӑннӑ поэтсене хисеплесе пӗлтӗр пуҫласа чечек хунӑ, кӑҫал ку ырӑ йӑлана малалла тӑснӑ. Акцие чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пуҫарнӑ. Чечек хума Юрий Артемьев профессор, ЧНКн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗсем Раиса Сарби, Ольга Тургай, Атнер Хузангай тата Олег Цыпленков, Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Максимов, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 72 пушар тухнӑ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 6 пушар ытларах алхаснӑ, ҫав инкексенче 7 ҫын пурнӑҫӗ (пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра — 6) вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧСӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов пӗлтернӗ. Вут-ҫулӑм ытларах чухне юсавсӑр кӑмакапа усӑ курнӑран шар кӑтартать, асӑннӑ тахӑрта ҫак сӑлтава пула 33 хут вут тухнӑ. Электрооборудовани юрӑхсӑррине пула — 13, пирус туртнӑ самантра асӑрханманнипе — 6, вут тивертнӗ вӑхӑтра тимсӗрлӗхе ҫухатнипе 2 пушар алхаснӑ. Автотранспорт юсавсӑррине пула — 4, ача вутпа вылянӑран 1 пушар инкек кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне кӑҫал икӗ ҫемье кил-ҫурчӗ чӗртсе янӑран ҫунса кӗлленнӗ. Палӑртса хӑвармалла, пушарта вилнисем пурте тенӗ пекех ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Свердловск облаҫӗнче пурӑнакан арҫын амӑшне пытарнӑ хыҫҫӑнхи кун тӑван пиччӗшне вилмеллех хӗненӗ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланипе килӗшӳллӗн, хайхи арҫын Шупашкара нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилсе кайнӑ амӑшне пытарма килнӗ, ӑна юлашки ҫула 24-мӗшӗнче ӑсатнӑ. Тепӗр кунхине вӑл амӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ 56 ҫулти пиччӗшӗ патне пынӑ. Хайхискерсем харкашса кайнӑ, аякран килнӗ хӑна пӗртӑванӗ эрех-сӑрапа иртӗхнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Тавлашу ҫапӑҫӑвах куҫнӑ — шӑллӗ пиччӗшне чунӗ тухичченех хӗненӗ. Палӑртса хӑвармалла, унчченех хупса хунӑ арҫын шӑпине суд ҫитес кунсенчех татса парӗ, ӑна ҫын сывлӑхне вилмеллех сиен кӳнӗшӗн явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елена Чернова. Сар.ru cӑнӗ. Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пушӑччӗ. Ун ҫине кам ларасси паян паллӑ пулчӗ. Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ хушу тӑрӑх, ку должноҫе Муркаш район администрацийӗн культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Елена Чернова йышӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, Елена Чернова 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче тата Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх ӗҫӗн академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1991 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Муркашри ача-пӑча тӗп библиотекин методисчӗ, районӑн тӗп вулавӑшӗн аслӑ библиографӗ, методикӑпа библиографи пайӗн пуҫлӑхӗ, районти библиотекӑсен тытӑмӗн директорӗ, район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн эксперт специалисчӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Ҫырчалли хулинче пурӑнакан халӑхсен хӗрачисен «Наци пукани» пултарулӑх конкурсӗ кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш ҫул иртӗ. Ку проект кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче «Наш дом Татарстан» (чӑв. Пирӗн кил Тутарстан) форумра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл тӑрӑхри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп титулӗшӗн хальхинче 16 хӗр пӗрчи тупӑшӗ. Вӗсем тӑван чӗлхене, культурӑна мӗнле пӗлнине кӑтартӗҫ. Чӑвашсенчен наци чысне 11 ҫулти Анастасия Жукова хӳтӗлӗ. «Настя питӗ маттур хӗрача, хулари чӑвашсен «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫумӗнчи ачасен «Пукане» ансамбльне ҫӳрет. «Чӗкеҫ» ансамбль ертӳҫи Елена Кондюкова пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя конкурса чӑвашла-вырӑсла визитка хатӗрлет, чӑваш ташшине ташлӗ тата «Икӗ автан» юрӑ юрлӗ. Виҫҫӗмӗш конкурсра ӑна «Пукане» ансамбль те пулӑшӗ», —. Финал ҫу 20-мӗшӗнче Ҫырчаллинчи «Ҫӑлкуҫ» туслӑх ҫуртӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи пӗр ҫурт подъездӗнче арҫын виллине тупнӑ. Ӑна пуҫӗнчен персе вӗлернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунине часах палӑртнӑ, анчах тытса чарайман. Вӗренӗн вӗҫӗ пур. 16 ҫул пытанса пурӑннӑ киллере каҫал ҫу уйӑхӗнче Владимир облаҫӗнчи Покров хулинче тупнӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Арҫынна персе вӗлернӗ чухне вӑл 28 ҫулта пулнӑ. Хай хискер хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫав арҫынна курайманнипе персе вӗлернине пӗлтернӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Грани» хаҫат кун пирки ҫырнӑ. Статьяра ҫырнӑ тӑрӑх, подъездра 6-мӗш автотранспорт предприятийӗн ӗҫ тӑвакан директорне, 40 ҫулти Александр Дорофеева, персе вӗлернӗ. Икӗ пуля пуҫран лекнӗ. Киллер машинӑна ларса «Вятка» автоҫулпа тарнӑ. Сакасҫӑ кам пулнине те палӑртнӑ, анчах преступнике федераци шыравне панӑран ӗҫе вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2002-2005 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта саккаспа 4 ҫынна вӗлернӗ. Преступник 6-мӗш автотранспорт предприятийӗнче ӗҫленӗ. Ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн вӑл тӑван хулине таврӑнман. Нумаях пулмасть вӑл ӑҫта пулма пултарни пирки хыпар ҫитнӗ. Полицейскисем ҫийӗнчех командировкӑна тухса кайнӑ, ҫав арҫынна тытса чарса Чӑваш Ене конвойпа илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ Ҫырчалли чӑвашӗсем ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре автохулан Ҫӗнтерӳ паркӗнче Уява пуҫтарӑнассине пӗлтернӗ. Хаҫатҫӑсем ҫырнӑ тӑрӑх, ӑна унти чӑвашсен асатте-асаннесен йӑлине пӑхӑнса ҫуллен ирттереҫҫӗ. «Кӑҫал та йӑларан пӑрӑнмӗҫ», — пӗлтернӗ «суварҫӑсем». Тутарстанри хастар чӑвашсем уяв картине тӑма республикӑри, хулари мӗнпур чӑваша тата хӑнасене йыхравлаҫҫӗ. Тутарстанри чӑвашсен хаҫачӗ, сӑҫах май, 1993 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫласа пичетленнӗ. Унӑн тӗп редакторӗ — Константин Анатольевич Малышев. Редакцийӗ Хусан хулинче вырнаҫнӑ. «Сувар» эрнесерен тухать. Учредителӗ — Тутарстанри массӑллӑ коммуникацисен «Татмедиа» агентстви. Телепрограммӑсӑр пуҫне кашни страница чӑвашла пичетленсе тухать. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче пушар алхаснӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушар пӳртӗн шалти пайне тата тӑррине сиенлетнӗ. Шел те, ҫулӑм виҫӗ арҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 50 ҫулти кил хуҫин тата 40-ри, 37 ҫулти ентешӗсен виллине тупнӑ. Ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнине кӳрши асӑрханӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Путишле тес путишлех те мар ҫак тӗслӗх Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, асӑннӑ хулара пурӑннӑ пӗр этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн кравать айне пытаннӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна пӗрех асӑрханӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 56-ри хӑнапа 49-ти кил хуҫи тавлашса кайнӑ. Асли кӗҫех алла ҫӗҫӗ ярса тытать, тарӑхтаракана мӑй тӗлӗнчен 4 хутран кая мар чикет. Кил хуҫи вилет, хӑна тарать. Вӑл пӗр тусӗ патӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫавӑнта ӑна шыраса пырсан хайхи арҫын кравать айне кӗрсе тарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тарӑх, ҫын вӗлерекене суд 14 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» ята тивӗҫнӗччӗ. Ун хыҫҫӑн пике хӑй вӗренекен аслӑ шкулта пресс-конференци те ирттерчӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ те унпа тӗл пулчӗ. Ӗнер вӑл, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, салтак евӗр тум тӑхӑнса урама тухнӑ, ҫывӑх тӑванӗн сӑн ӳкерчӗкӗпе «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑннӑ. Ҫӗршыври кӑҫалхи чи чипер пикепе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев урамра тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич та, пике те — сӑн ӳкерчӗксемпе. Раҫҫей чиперккипе ӳкерӗннӗ фотона Михаил Игнатьев Инстаграмри хӑйӗн страницине лартса хунӑ. Сӑмах май, ҫав акцие республика ертӳҫин мӑшӑрӗпе ывӑлӗ те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |