Республикӑра
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ене пирӗн экс-президент, РФ Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ визитпа килнӗ. Вӑл полици ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, министерствӑн ҫӗнӗ зданийӗсене кӗрсе курнӑ. Чӑваш Енри полици ӗҫӗпе Николай Васильевича Сергей Неяскин министр паллаштарнӑ. Вӑл йӗркене пӑсасран мӗнле профилактикӑсем ирттерни пирки, республикӑри ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. ЧР ШӖМӗн ҫӗнӗ икӗ зданийӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче 45-мӗш ҫуртра тата Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӗсене пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче уҫнӑ. Николай Федоров ҫав ҫуртсене ҫитсе курнӑ. Вӑл шалти ӗҫсен органӗсен музейӗнче тата экспертпа криминалистика центрӗн музейӗнче ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗре хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан 2000 яхӑн ҫын ӑшӑшӑн тата ӑшӑ шывшӑн тӳлемен. Ҫавна май вӗсем хваттерӗсене сутаймӗҫ. «Энергосбыт Т Плюс» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тата Мари Элта пурӑнакансем предприяти умӗнче 158 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ 1926 ҫын ӑна парса татма васкамасть-ха. Компани суд приставӗсен службине вӗсен тӗлӗшпе мера йышӑнма ыйту янӑ: парӑмҫӑсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа пурнӑҫлаймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ачаллӑ пӗр ҫемьере пысӑк инкек пулнӑ. Тӑватӑ ача ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вырсарникун, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи пӗр хваттерте 30 ҫулти арӑмӗ 31-ти упӑшкине вӗлернӗ. Вӗсен ҫав кун ӗҫкӗ пулнӑ, ун хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ. Нумай ачаллӑ ашшӗ ҫавӑнтах йывӑр сурансене пула куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Ҫемьере – тӑватӑ ача. Вӗсем 2-8 ҫулсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканалпа кӑтартакан «Ты супер!» конкурса хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳресен умӗнче вӑл «Queen» рок-ушкӑнӑн «The Show Must Go On» юррине шӑрантарнӑччӗ. Паян вӑл телепроектӑн чӗрӗк финалне хутшӑнчӗ. Унта Ҫӗмӗрле хӗрӗшӗн виҫҫӗн сасӑларӗҫ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Игорь Крутой вара тӑхтаса тӑчӗ, суя нотӑсем самай пулнине палӑртрӗ. Виктория Трончук Наталия Подольская юррине суйланӑ. Конкурса Н. Подольская та пынӑ. Ҫӗмӗрле хӗрне хавхалантармалла вӑл унпа юрларӗ. «Ты супер!» конкурса Раҫҫейри, Абхазири, Азербайджанри, Арменири, Грузири, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Молдовӑри, Украинӑри, Эстонири, Кӑнтӑр Осетири ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑскерсем. |
Хулара
![]() Ыран Шупашкар хулинче Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ май массӑллӑ мероприятисем иртмелле. 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен хула урамӗпе демонстраци иртӗ. Колоннӑна тӑнисем В.И. Чапаев скверӗ патӗнчен тытӑнса Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс, Воробьев композиторсен урамӗпе Хӗрлӗ лапама утса анӗҫ. 10 сехет те 30 минутран 13 сехетчен тата 18 сехетрен 21 сехетчен Хӗрлӗ лапамра концерт кӑтартӗҫ. Каҫхине «Стрелки» ушкӑн сцена ҫине тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Кӑнтӑрла Шупашкарти Николаев ячӗллӗ тата Чапаев ячӗллӗ скверсенче те савӑнӑҫлӑ мероприятисем самай иртӗҫ, вӗсене йӗркелекенсем уява халӑх йышлӑ пухӑнасса шанаҫҫӗ. Уяв иртекен вырӑнсем ҫывӑхӗнчи лавккасенче эрех сутма чарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӑмӑл атлетсем Ҫӗнӗ Шупашкарти "Грани" парнисемшӗн старта тухӗҫ. Ӑмӑрту А.Г. Николаев ячӗллӗ стадионта иртӗ. Спортсменсене вӑл шучӗпе 26-мӗш хут пуҫтарать. Ӑмӑртӑва ҫулсерен 1500 ытла спортсмен хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Унта 200 ытла команда пухӑнать. Пӗлтӗр ҫемье ушкӑнӗсем ҫеҫ 100 ытла пулнӑ. Ӑмӑрту 10 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем старта чи малтан тӑрӗҫ. Ҫемье ушкӑнӗсем ӑмӑртӑва вӗҫлекеннисем пулӗҫ. Вӗсем 16 сезет те 45 минутра ӑмӑртӗҫ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 14 сехетре уҫӗҫ. Ҫӑмӑл атлетсене 2-мӗш спорт шкулӗнчи арбитрсен профессионал ушкӑнӗ хаклӗ. Вӗсем — Паралимп вӑййисене, Раҫҫейӗн чемпионачӗсемпе первенствисене хутшӑнса опыт пухнӑ спортсменсем. |
Хулара
![]() «Стрелки» ушкӑн Ыран – Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ. Ҫак кун республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Шупашкарта организаци-предприяти ӗҫченӗсем колоннӑпа урам тӑрӑх утӗҫ. Яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра хаваслӑ концерт иртӗ. Кӑҫал пирӗн пата иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче чапа тухнӑ «Стрелки» поп-ушкӑн килӗ. Вӗсем хӑйсен чи анлӑ сарӑлнӑ хичӗсене юрлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 18-21 сехетсенче Хӗрлӗ лапамра хулари пултарулӑх ушкӑнӗсемпе чи лайӑх артистсем концерт кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ парне выляттарӗҫ. Уявра «Стрелки» поп-ушкӑн та пулӗ. «Ты бросил меня», «Красавчик», «Солнце за горой», «На вечеринке» юрӑсене астӑватӑр-и? Эппин, вӗсене уявра тепӗр хутчен итлесе киленме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Telegram мессенджера блокировка тӑвассине хирӗҫ ҫынсем митинга тухнӑ. Акци йӗркелӳҫисем унта 5 пине яхӑн ҫын хутшӑнассине пӗлтернӗ, митинга вара 10 пине яхӑн ҫын ҫитнӗ. Мессенджера шухӑшласа кӑлараканӗ – Павел Дуров. «Пин-пин ҫамрӑк тата малашлӑха шанакан ҫын халӗ тӗнче тетелӗ ирӗклӗхне хӳтӗлесе Мускавра акцие тухнӑ. Пин-пин ҫын митинга утать. Эпӗ ҫак ҫынсемпе пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Сирӗн вӑй-хал тӗнчене улӑштарать, - ҫырнӑ Павел Дуров «Контактра» халӑх тетелӗнче. Акцие хутшӑннисем тӳпенелле хутран ӑсталанӑ самолетсем вӗҫтернӗ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври Таганка район сучӗ Роскомнадзор ҫак мессенджера хупма ыйтнине тивӗҫтернӗ. Кӗҫех ҫыхӑну операторӗсем ӑна блокировка тума тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, автомобиль ҫул-йӗрне тӑвакан тата юсакан предприятире инкек пулнӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, унта йывӑр тиевлӗ машинӑн прицепӗ икӗ ҫынна хӗстерсе лартнӑ. Предприятире юсав ӗҫӗсем пынӑ, ҫав вӑхӑтра йывӑр тиевлӗ машинӑн (фурӑн) прицепӗ икӗ ҫынна хӗстернӗ. МИХе ку хыпара пӗлтернӗ корреспондент каланӑ тӑрӑх, пӗри тӳрех вилнӗ, теприне пульницӑна илсе кайнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев ку инкек чӑнах та пулнине ҫирӗплетнӗ. Халӗ предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ, судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев Надежда Колебановӑна ҫак должноҫа лартассине унчченех хирӗҫ пулнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл Алексей Ладыкова каланӑ. «Пысӑк йӑнӑшсем тунӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн сирӗн муниципалитет ӗҫченне шанӑҫран тухнӑшӑн ӗҫрен кӑларма май пулнӑ. Анчах эсир кун вырӑнне учрежденин экс-директорӗн статусне хӑпартатӑр, ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартатӑр. Паллах, ку сирӗн ирӗк тата яваплӑх, анчах ҫакна эпӗ ӑнланмастӑп», - тенӗ Михаил Игнатьев. Халӗ хула администрацийӗн сайтӗнчи структурӑра Надежда Колебановӑн ячӗ ҫук. Ун вырӑнне кам пулассине пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |