Экономика
![]() Новосибирск облаҫӗнчи таможньӑра ӗҫлекенсем Китайра кӑларнӑ, анчах Раҫҫейри предприятисен тесе тыттарма пӑхнӑ нуские тытса чарнӑ. Пурӗ 500 пин мӑшӑр ытла нуски пулнӑ ҫыхӑра. Вӗсене илсе килекенсем Раҫҫейри «Уют» тата «Алена» предприятисенче кӑларнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ предприяти — Шупашкартан. Тавар паллине суйса усӑ куракан тӗлӗшпе РФ Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунӑн 14.10-мӗш статйипе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суя тавар паллипе усӑ курнине кура «Уют» тата «Алена» предприятисене 14 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ иккен. Ют предприятисен ячӗпе усӑ курса чӗркенӗ, тӗрӗссипе Китайран килнӗ нуские сутлӑха кӑлармӗҫ, ӑна ҫунтарса яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Районӑн тӗп полицейскийӗн тивӗҫӗсене малашне Василий Белов пурнӑҫласа пырӗ. Кун пирки «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат сайчӗ хыпарлать. Василий Геннадьевич ҫак таранччен Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗмӗрлери муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Хӑй вара Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ, авланнӑ, икӗ ача ашшӗ. Районти полици ӗҫченӗсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех Василий Белова район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, район прокурорӗ Юрий Фуражников тата Етӗрнери районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Яковлев малашнехи ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци радиовӗпе кӗҫнерникун каҫсерен «Ҫичӗ юрӑ» радиокӑларӑм эфира тухнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ. Иртнӗ эрнеринче унта Алина Изман журналист пулнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканскер радиоэфира ҫамрӑксене килӗшекен юрӑсемпе ҫитнине пӗлтерчӗ. Радиоэфирта Алексей Алексеевӑн «Эп манас ҫук сана», Владимир Шинжаевӑн «Хуларан», Полина Борисован «Мӗн манса хӑвартӑм-ши?», Александр Редӑн«Каҫар мана», Сергей Лекеровӑн «Батыревӑра», Петр Ермолаевпа Андрей Шадриковӑн «Все значит», Алина Егорован «Юлар-ха калаҫса» юррисем шӑранчӗҫ. Юрӑҫсене Алина Изман талантлисем тата хӑюллисем тесе пайларӗ. «Сцена ҫине хӑпарса ҫав хӑюллисене туртса антарас килмест-и?» – ыйтрӗ радиоертӳҫӗ хаҫатҫӑран. «Мӗнле кӑмӑлпа тата кампа кайнинчен килет», – хуравларӗ калем ӑсти. «Ҫичӗ юрӑ» тӳрӗ эфирта янӑранӑ май кӑларӑма шӑнкӑравланисем те паянхи эстрада шайӗпе кӑмӑлсӑррине пӗлтерчӗҫ. Культура министерстви ӑҫта пӑхать тесе тулашакансем те пулчӗҫ. |
Республикӑра
![]() Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорне явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан 19 ҫынран ялсенчи вулавӑшсем валли вывеска тумашкӑн 700-шер тенкӗ пуҫтарнӑ. Пӗри вара прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, кун хыҫҫӑн саккуна пӑсса пуҫтарнӑ 13 пин те 300 тенке ҫынсене каялла тавӑрса панӑ. Директор тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд постановленийӗнче штраф виҫине палӑртман. Сӑмах май, Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорӗн тивӗҫӗсене 1987 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫлать. Вӑл 2009 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ, унта «технологи тата предпринимательлӗх» специальноҫе алла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 4 сехет ҫурӑра Комсомольскинчи пӗр ҫуртра пушар тухнине, унта пурӑнакан икӗ хӗрарӑмпа виҫӗ ачана Александр Жирнов ҫӑлнине сайтра хыпарланӑччӗ. Арҫын ҫулӑмран хӑрамасӑр ҫунакан пӳрте кӗнӗ, ачасене йӑтса тухнӑ. Аслисем вара ыйхӑран вӑранса хӑйсемех урама тухнӑ. Арҫыннӑн паттӑрла ӗҫӗ наградӑна тивӗҫ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ӑна Раҫҫей шайӗнче чысламашкӑн документсем хатӗрленӗ. Аса илтерер: Александр Жирнов вырӑнти электричество подстанцийӗнче ӗҫлет. Дежурствӑра чухне вӑл пӗр хутлӑ ҫуртри хваттертен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Арҫын алӑкран шакканӑ, анчах сасӑ паракан пулман. Вара вӑл чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, ҫывӑракан кил хуҫи хӗрарӑмне вӑратнӑ, унран ачасем ӑҫта пулнине ыйтнӑ. Арҫын ҫӑра тӗтӗм ӑшӗнче виҫӗ ачана шыраса тупнӑ, урама илсе тухнӑ. Часах подстанци ӗҫченӗсем те ҫитнӗ. Вӗсем Александра ҫунакан пӳртрен газ баллонне илсе тухма каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 16 сехет те 10 минутра, Кемӗрте «Зимняя вишня («Хӗллехи чие ҫырли») суту-илӳ центрӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑма ирхи 3 сехет тӗлнелле ҫеҫ сӳнтерме май килнӗ. РФ МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑрушӑ пушарта 64 ҫын вилнӗ. Тепӗр 10 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра. 11-ти тата 17 ҫулти арҫын ачасем тӑваттӑмӗш хутран сикнӗ, вӑйлах суранланнӑ. Шӑпах вӗсен сывлӑхӗ йывӑртарах. 34 ҫынна килте медпулӑшу панӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑмпа нумай кӗрешнӗ. Ир енне пушара сӳнтернӗ тесе пӗлтернӗ. Анчах кӑнтӑрла тӗлнелле Кемӗртен япӑх хыпар килнӗ: суту-илӳ центрӗ каллех ҫунма тытӑннӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальлӗхе тӑватӑ ҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Краснормейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тата унӑн 23-ри пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ. 30 ҫултискер – Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын Infiniti QX-70 автомобиль пулӑшнипе Муркаш районӗнче ларнӑ куҫса ҫӳрекен пӳрт-вакуна вӑрланӑ. Пурлӑх вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативӗн пулнӑ. Депутат пӗччен «ӗҫлемен». 23-ри пӗлӗшӗпе иккӗшӗ пӳрт-вакуна Элӗк районе туртса кайнӑ. Вӗсем хуҫалӑха 210 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Депутат тата унӑн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть. Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс. Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур. Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе! Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ. Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ! |
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен. «Вперёд21.рф.» веб-сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна тӗрмене хупнӑ. Ҫӗмӗрле арҫыннин икӗ ача. Арӑмӗ унран алимент шыраса илнӗ. Анчах ҫак арҫын укҫа тӳлемен. 2015-2017 ҫулсенче вӑл алимент тӳлеменшӗн пӗрре мар явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 450 пин тенке ҫитнӗ. Анчах ку та ӑна ӑс кӗртеймен. Нумаях пулмасть икӗ ача ашшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн юсанмалли колонирен 4 уйӑх лармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ирӗклӗх ҫынсене туслаштарать» — ҫапла ятпа Шупашкарта ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери телей кунне халаллӗҫ. Ку концерта йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртӗ. Концерт тӗп хулари Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче 17 сехетре пуҫланӗ. «Ырӑлӑх, юрату тата ӑнлану тӗнчине пӗрле кӗрсе ӳкер. Ку атмосферӑра кашниех хӑйӗн телейӗ пирки каласа кӑтартма пултарать», — тенӗ сусӑр ҫынсен «Ирӗклӗх» организацине йӗркеленӗ Павел Никитин. Концертра сусӑр ҫынсем юрлӗҫ. Унта ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсем, эстрада артисчӗсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |