Культура
![]() К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ районсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку таранччен артистсем Тӑвай, Йӗпреҫ, Елчӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай тата ытти районта пулнӑ. Ыран, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, труппа Комсомольски районне ҫитме палӑртнӑ. Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем «Ялта» драмӑна курса киленӗҫ. Спектакль пуҫланиччен Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ артистпа Валерий Карповпа тӗлпулу иртӗ. Унта РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева та хутшӑнӗ. Гастроль валли «Ялта» драмӑна ахальтен суйламан. Унта театрӑн пӗтӗм труппи хутшӑнать. Спектакль Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Даниил Леонидов Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекен Даниил Леонидов шашкӑлла выляса тӗрлӗ ӑмӑртура мала тухать. Хальхинче пирӗн ентеш Ярославльте иртнӗ тупӑшуран ылтӑн медальсемпе таврӑннӑ. Унта спортсменсем Европа ӑмӑртӑвне каймашкӑн путевка ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшӑва 26 регионти 140 ытла шашист хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Раҫҫейӗн шашка енӗпе спорт мастерӗ, Раҫҫей, Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ Даниил Леонидов хӳтӗленӗ. Вӑл 17-19 ҫулсенчи ҫамрӑксемпе вӑй виҫнӗ. Даниил икӗ тӗрлӗ ӑмӑртура мала тухнӑ. Палӑртмалла: Даниил Леонидов «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Унӑн тренерӗ – Раҫҫейӗн шашка енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Вячеслав Сухович. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен хушшинче ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышӗнче Шупашкарти 44-мӗш лицей вӗренекенӗн Анастасия Стеньшинӑн проекчӗ те пур. Вӑл хӑйӗн «Пластмасса савӑтсен хӑш-пӗр тӗсӗпе Ideonella sakaiensis бактерисен витӗмӗпе тепӗр хутчен ҫӗнӗлле усӑ курасси» проектне пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Ку проекта хатӗрлесе ҫитерме ӑна биологипе экологи вӗрентекенӗ Оксана Яковлева пулӑшнӑ. Вӗсем пластмасса савӑтсене Ideonella sakaiensi бактерисен витӗмӗпе ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемелли аппаратӑн модельне шухӑшласа кӑларнӑ. Хайхи проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май вӗсем ҫак аппарата ӑсталасшӑн. Проект тӗллевӗ вара — чӗрӗ организмсен витӗмӗпе пластмассӑран хӑвӑртрах урӑх япаласем тума вӗренесси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 13 ҫынна суя майпа ӗҫе вырнаҫтарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗччен Ирина Клементьева «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компание 13 ҫынна суя майпа ӗҫе илнӗ, шалу тӳленӗ. Лешсем вара упӑшки ертсе пыракан коммерци организацийӗнче вӑй хунӑ. Ҫапла майпа «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компанийӗ 6,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Кунсӑр пуҫне Ирина Клементьева страхлав компанийӗн укҫи-тенкипе упӑшкин фирми валли 480 пин ытла тенкӗлӗх хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Аса илтерер: унччен экс-мэр тӗлӗшпе 8 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн пурлӑхне арестленӗ, хӑй килти арестра ларать. Халӗ пӗтӗм пуҫиле ӗҫе пӗр прозводствӑна пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Яковлев вулавне хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине тата театрӑн 85 ҫулхине халалланӑ. «Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» ятпа ирттерекен вулава пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ирттерӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче драматурги хайлавӗсене вулӗҫ. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнче вӗреннисем ҫырнӑ. Мероприятие театрӑн илемлӗ ертӳҫи Иосиф Дмитриев ертсе пырӗ. Кун пирки Фейсбукра театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явма хутшӑннӑ Иосиф Дмитриев режиссер мероприятие Виталий Родионов профессор хутшӑнассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 31—ака уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта «ГолосА» (чӑв. СасӑсемА) Раҫҫей шайӗнчи поэзи фестивалӗ иртӗ. Геннадий Айхи поэта сума сунине палӑртакан поэзи уявне кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Фестивале кашни ҫулах пуҫараканни — Мускаври «Мастера литературного перевода» (чӑв. Литература куҫарӑвӗн ӑстисем) гильдинче ӗҫлекен Алексей Прокопьев. Шупашкарсем те пулӑшаҫҫӗ. Игорь Улангин художник фестиваль илемӗшӗн тӑрӑшать, Мария Готлиб культуролог йӗркелӳ мероприятийӗсемшӗн яваплӑ. Фестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут Марина Карягина поэт хутшӑнать. «Кӑҫал эпӗ икӗ енлӗн те вуланакан сӑвӑпа (хыҫалтан вуласан урӑх хайлав пулса тухать) хутшӑнасшӑн. Ятарласа чӑвашлипе! Экран ҫинче куҫару пулать. Чӑваш чӗлхин шалти хӑватӗнчен тӗлӗнсе пӗтерейместӗп. Тӗнчере урӑх чӗлхепе ик енчен тӗрлӗрен вуланакан хайлавсем пуррине илтмен, Мускаври тӗпчевҫӗ туссем те пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашла вара ирӗклӗнех ҫырӑнать», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Марина Карягина. Ҫӗнӗлле меслетпе ҫыракан сӑвӑҫ хайлавӗсем самай пухӑннӑ. Фестивальте паллаштаракан сӑвӑсем, палӑртсах калар, палиндром мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан икӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче сунара кайнӑ. Ун чухне вара ҫакна тума юраман. Хайхискерсем Ҫӗнӗ Выҫли вӑрман хуҫалӑхӗн участокӗнче пӑши амине йӗрленӗ те персе вӗлернӗ. Браконьерсем пӑши тушкине ҫав кунах УАЗ автомашинӑпа киле илсе кайнӑ. Вӗсен киревсӗр ӗҫӗ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫав икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна нумай пулмасть суд пӑхса тухнӑ. Браконьерсен штраф тӳлеме тивӗ. Кашнин 150 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Кунсӑр пуҫне вӗсен чӗрчунсен тӗнчене тӑкак кӳнӗшӗн 200 пин тенкӗ тӳлемелле. Ҫакна та палӑртмалла: арҫынсен сунара икӗ ҫул ҫӳреме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти Лапсар проездӗнче ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять. Анчах ӑна патшалӑх килӗшӗвӗнчи йӗркене пӑсса хӑпартнӑ-мӗн. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. «СМУ-13» предприяти директорӗн строительство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, УФСИНӑн строительство тата юсав енӗпе ӗҫлекен экс-пуҫлӑх тата юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпланакансем пӗрле калаҫса татӑлнӑ та проект документацийӗпе килӗшсе тӑман хатӗр-хӗтер илсе килнӗ. Ҫапла майпа вӗсем федераци хыснине 7 миллион та 600 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Айӑпланакансем айӑпне йышӑннӑ, ӗҫӗ уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӗсен 5 автомобильне (пӗтӗмӗшле хакӗ – 6 миллион тенкӗ) арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Кӗҫех манпа сирӗн патшалӑх ертӳҫине суйлама тивӗ. Халӑха ертсе пырассине малашне кама шанса парасси пирки пуҫ ватмалла пулӗ. Кун пирки хулипех реклама баннерӗсем пӗлтереҫҫӗ, суйлама хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. «Выбираем президента — выбираем будущее!» — тесе чӗнеҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ҫак баннерсем йӑлт вырӑсла? Мӗншӗн-ха ҫак йыхравсенче пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫук? Кун пирки пирӗн сайтра хыпар та пурччӗ-ха. Мӗншӗн вырӑсла кӑна тесе ыйтсан ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ҫыруҫи Сергей Тарасов ҫапла хуравланӑччӗ: «Халӗ федерацин суйлав кампанийӗ пырать. Ӑна РФ Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркелет, ҫавӑнпа пӗтӗм материала, пӗлтерӳсене, видео- тата аудиороликсене Мускавра хатӗрлеҫҫӗ, эпир вӗсен трансляцийӗсене тивӗҫтеретпӗр. Енчен те регион шайӗнчи суйлав пулас-тӑк информаци материалӗсене эпир хамӑрах хатӗрлӗттӗмӗр, ҫав шутрах — чӑвашла та». «Выбираем президента — выбираем будущее!» тенине чӑвашла куҫарсан «Президента суйлани — пуласлӑха палӑртни!» теме пулать. Апла-тӑк, президента суйлама пире вырӑсла ҫеҫ чӗнеҫҫӗ пулсан хамӑр пуласлӑха пуҫлӑхсем вырӑс чӗлхипе кӑна ҫыхӑнтарнине пӗлтермест-и ку? |
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче республикӑн Правительство ҫурчӗн путвалӗнче хӑй вӑхӑтӗнче тума пуҫланӑ саунӑпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Тӗрӗсрех каласан, апелляци ҫӑхавне тишкернӗ. Аса илтерер, калаҫтаракан объекта хӑпартма «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Борис Портнов хушнӑ тесе ӑна айӑпларӗҫ, унран маларах тӑкака шыраса илме йышӑнчӗҫ. Борис Портнов ӗҫе пурнӑҫлама хӑйне урӑх ҫынсем ыйтнӑ тесшӗн. Кунта Чӑваш Енӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ Сергей Вязовский ячӗ илтӗнкелет. Пӗрремӗш инстанцири суд тӳре-шарана айӑплама йышӑнман. Анчах кунпа килӗшменнипе апелляци ҫӑхавӗ ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ. Унтисем ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухмалла йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |