Республикӑра
![]() Хӑш-пӗр яла пырса кӗрсен юртан ӑсталанӑ кӳлепесене курма пулать. Ӳркенмен ӑста пулнӑ теҫҫӗ вӗт. Ҫакнашкал ҫынсем ӑсталанӑ кӳлепесем иртен-ҫӳрене савӑнтараҫҫӗ, ача-пӑчана илӗртеҫҫӗ. Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче пурӑнакан Анатолий Антонов пысӑк танксем ӑсталанӑ. Т-90 тата ИС-3 маркӑллӑ танксем чӑн-чӑннисем пекех – пысӑк. Ҫак кӳлепесене ӑсталама Анатолие арӑмӗ ыйтнӑ. Ӗҫе вара ҫемйипех кӳлӗннӗ. Танксене икӗ эрнере ӑсталаса пӗтернӗ. Анатолий вӗсен ӳкерчӗкӗсене тӗнче тетелӗнче тупнӑ, ҫавсене пӑхса ӗҫленӗ. Кӳлепесене хӑйсен килӗ умӗнче ӑсталаса лартнӑ. Халӗ сӑрласа илемлетнӗскерсемпе иртен-ҫӳрен киленет. Анчах вӑхӑт нумаях юлмарӗ – кӗҫех юр ирӗлме пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем 5 ҫул ӗнтӗ нушаланаҫҫӗ. Ҫурчӗ ҫӗнӗ, анчах унта пурӑнма ҫук: шӑршӑ кӗрет. Тӳрех палӑртмалла: кунта ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарнӑ. Вырӑна «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ҫитнӗ. Ҫурта строительсем чӑнах та ҫиелтен тунине хӑйсем курса ӗненнӗ. Подъезд умӗнчи плиткӑна ҫӗр ҫинех пӑрахнӑ, ӑна ҫӑмӑллӑнах хӑйпӑтма пулать. Шала кӗрсен те ним савӑнмалли ҫук. Стенасем тӑрӑх шыв анни палӑрать. Канализаци лайӑх ӗҫлемест, ҫавна май каяш хваттерсене те юхса тухать. Уйрӑмах 1-мӗш хутра пурӑнакансене йывӑр. Вӗсен каяша тӑтӑшах тасатма тивет. 14 витре шаршлӑ шыв тухса тӑкаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ку ҫуртран куҫса кайнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енри судпа экспертиза лабораторийӗ ҫурта пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрри хулин сучӗ те ҫакӑнпа килӗшнӗ. Анчах вырӑнти тӳре-шара тапранмасть, нимӗн те тӑвасшӑн мар. Корреспондентсемпе калаҫма та хирӗҫленӗ. Корреспондентсем вара ку ҫурт пирки ЧР Строительство министерствине, ҫурт-йӗр инспекцине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Питтукассинчи ҫӳп-ҫап купине 2014 ҫултах тӗп тума тытӑннӑ. Палӑртмалла: полигона йӗркене кӗртмешкӗн 319 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах паянхи куна пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ку – саккунри улшӑнӑва пула. Полигонри вун-вун ҫул пухӑннӑ ҫӳп-ҫапа тӗп туса тӑпрана йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Тӑпрана тата тӑма Шупашкар районӗнчен илсе килесшӗн пулнӑ. Ҫав вырӑн полигонран 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Анчах ку ҫӗрсем – ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ, саккунра улшӑнусем пулнӑ май вӗсемпе усӑ курма юрамасть. Халӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви урӑх мел шырать: тӑпрана ӑҫтан илсе килме пулать? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 29-мӗш шкул директорӗ ачасене хӗненӗшӗн судра явап тытнӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, экс-директора тӗрмене лартмасӑр 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 29-мӗш шкулта директорта ӗҫленӗ арҫын 2014, 2015 тата 2017 ҫулсенче виҫӗ ачана кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ. Судпа айӑпланнӑ арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Анчах следовательсем пачах урӑхла ҫирӗплетнӗ. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Евгений Кузнецов (халӑх ӑна концерт, ташӑ йӗркелекен пек пӗлет) ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Контактра халӑх тетелӗсенчен Киремет ТВ ушкӑнра пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Евгений Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ирттерекен "Пасаркасси мыскари" шоу-концерта кӗрес шухӑшпа пынӑ. Комментарире хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, урамра кинемейрен 100 тенкӗпе билет туяннӑ. Культура керменӗн хуралҫисем ӑна: «Сана кӗртме хушман», — тесе малалла иртме чарнӑ. Кун пек хушӑва ҫӳлерех асӑннӑ союз Президенчӗ Алина Федорова панӑ имӗш. Президента епле итлес мар? Пӑтӑрмаха сӳтсе явакансем Евгений Кузнецова тепрехинче ӑслӑрах пулма, видео ӳкерме сӗннӗ. Культура ҫурчӗ - халӑх ҫӳрекен вырӑн. Ҫын хӑйне йӗркеллӗ тытсан, билет туяннӑ пулсан унта кӗме чарма никамӑн та ирӗк ҫук. Мӗнле хура кушак чупса каҫнӑ Кузнецовпа Федорова хушшинчен? Йӑлтах ҫав Киремет ТВ ушкӑн айӑплӑ иккен. Ҫавӑнта Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ, унӑн Президенчӗ пирки калакан постсем кӑларнӑ. Алина Федорова ку Женя Кузнецовӑн ӗҫӗ тесе шухӑшланӑ пулас. |
Хулара
![]() Шупашкарта «Тӑван патруль» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн патшалӑх автоинспекторӗсем водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет параҫҫӗ. Ку акци икӗ эрнене тӑсӑлӗ. ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, акцин пӗрремӗш кунхине инспекторсем Шупашкарти Энгельс урамӗнче пулнӑ. Вӗсем вырӑна пӗрремӗш ҫитнӗ водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет парнеленӗ. Палӑртмалла: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем пулӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫул ҫинче инкек пулсан, тавралӑх тӗттӗмленсен ял ҫывӑхӗнче мар чарӑнсан водительсен ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла. Унашкал тума Шупашкарти водительсем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илме пултарӗҫ. Вӗсене акци вӑхӑтӗнче салатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускаври Хусан вокзалӗнче Чӑваш Ен ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл 8,5 пин доллар вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Хусан – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑспа килнӗ пӗр ҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл купере ӑнсӑртран укҫа манса хӑварнӑ-мӗн. Хайхискер Мускава ҫитсен укҫа чикнӗ конверта кӑларнӑ та матрас ҫине хунӑ. Ҫав вӑхӑтра тепри япалисене пуҫтарнӑ, тухма хатӗрленнӗ. Ҫак арҫын куперен тухса кайнӑ, укҫи пирки вара маннӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах купере нимӗн те пулман. Транспорт полицийӗ пуйӑсра ҫак арҫынпа урӑх пассажирсем те пулнӑ. Полицейскисем Чӑваш Енри хӗрарӑма тытса чарнӑ. 40 ҫултискерӗн ҫумӗнче конверт пулнӑ, унта вара – 8,5 пин доллар. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайона троллейбус ҫӳреттерме тытӑнасшӑн. Ҫавна май унта ҫул ҫаври тӑвасшӑн. Ку проекта пурнӑҫа кӗртме 227 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӗҫе 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Аукцион кӗҫех, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртӗ. Ӗҫ виҫӗ тапхӑрпа иртмелле. Пӗрремӗшӗнче Шупашкар проспектӗнчи ҫула тӑватӑ полоса таран сарлакалатасшӑн. Хальлӗхе вӑл 2 полосаллӑ кӑна. Иккӗмӗш тапхӑрта ҫул ҫаври тӑвасшӑн. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта микрорайонта троллейбус линине карасшӑн. Диспетчер пункчӗ халӗ маршруткӑсен юлашки чарӑнӑвӗнче пулӗ. Троллейбуса микрорайон тавра ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Канашра 36 килограмм груша тӗп туни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче каллех чикӗ леш енчен кӳрсе килнӗ пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана пӑрахӑҫа кӑларма тивнӗ. Раҫҫее илсе килме юраман ҫимӗҫсене тупса палӑртас тӗллевпе каллех тӗрӗслев ирттернӗ. Хальхинче Шупашкарти тата Улатӑрти пасарсене тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмпе 358,5 килограмм груша тата 9,85 килограмм томат тупнӑ. Вӗсене Польшӑран тата Турцирен илсе килнӗ. Ҫавӑн пекех 200,75 килограмм панулми тата 18,3 килограмм груша туртса илнӗ. Вӗсене ӑҫтан кӳрсе килнине палӑртайман, маркировка тата тавар докуменчӗсем пулман. Ҫак тӗслӗхсем тӗлӗшпе актсем ҫырнӑ, сутма юраман ҫимӗҫсене вара тӗп тунӑ. Пӗтӗмпе тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 578,4 килограмм ҫимӗҫ таптаса лапчӑтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка хулинче пурӑнакан 65 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер – Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха «халӑх тарҫи»? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫыннӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи карлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын килте, Куславкка хулинче 51 ҫулти пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Лешӗ ун патне хӑнана пынӑ пулнӑ. Кил хуҫи ӑна мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе пӗр хутчен яшлаттарнӑ. Лешӗ суранланнӑ. Ҫапла майпа депутат унӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ. Следовательсем ку ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |