Республикӑра
![]() Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ. 2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ. Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумай пулмасть Канаш хулинчи «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество ҫывӑхӗнчи сывлӑша тӗрӗсленӗ. Предприяти тата пурӑнмалли ҫуртсен ҫывӑхӗнчи сывлӑшра сиенлӗ япала тупса палӑртнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество атмосферӑна фенол кӑларни ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 251-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Предприятин сывлӑша сиенлӗ япалапа вараланӑшӑн явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри 28 шкулта куҫ ҫивӗчлӗхне сыхлакан пунктсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлернӗ тӑрӑх, вӗсем ачасен куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакнине тупса палӑртма, сиплеме пулӑшӗҫ. Шкулсенчи медицина пӳлӗмӗнче офтальмомиотренажер-релаксатор, аккомодацие ҫирӗплетмелли аппарат, куҫлӑх-тренажер, Сивцев-Головин таблици вырнаҫтарӗҫ. Ачасем унашкал пунктра 10 кун сипленӗҫ. Вӑтамран 1 ҫынна валли ҫур сехет кирлӗ. Пӗр сехетре 5 ача сипленме пултарӗ. Шкул ачисен куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрӗслемелли проекта икӗ ҫул каялла пуҫарнӑ. Ҫак вӑхӑтра 4 пин ачан куҫне тӗрӗсленӗ, вӗсенчен ҫуррине сипленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Уяв саманчӗ Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» (чӑв. Хӗлхемкке) ача пахчи ҫирӗм ҫул ытла ирттерекен «Туслӑх фестивальне» анлӑлатма шут тытнӑ. Кӑҫал вӗсем кашни халӑх культурипе тӗплӗнрех паллаштарасшӑн — асламӑшӗ-кукамӑшӗсен культурипе ҫыхӑннӑ уявсене йӗркелӗҫ. «Канаш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть чӑваш асанне-кукамайӗсемпе мӑнукӗсем пӗрле улах ларнине кӑтартса панӑ. Малтан ачасене аслисем чӑвашсен тӗп уявӗсемпе — Сурхурипе, Улах ларнипе, Ҫӑварнипе, Акатуйпа — паллаштарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем, слайдсем кӑтартса, малтан чӑвашла, кайран вырӑсла тунӑ. Ӗлӗк хӗрсем улах мӗнле ларнине Нина Васильевна Левендеевӑпа Людмила Владимировна Трифонова тата Ирина Васильевна Лоханникова питӗ тӗплӗн паллаштарнӑ: тӗрленине те, юрланине те, юмах янине те. «Искринка» ача пахчинче улаха хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравне те йӗркеленӗ. Шӑпӑрланӗсем те пуш алӑпа пулман — кашни хӑна валли хӑйсен аллипе парне хатӗрленӗ. Каласа хӑварас пулать, Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» ача пахчи шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен наци сӗмлӗ воспитани панипе уйрӑлса тӑрать. Ҫирӗм ҫул ытла ҫак шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурипе чӗлхине вӗрентессипе тимлет. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть. Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс. Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур. Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе! Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ. Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсен килйышӗ Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ! |
Республикӑра
![]() «Пӗр чӳрече, электронлӑ черет, патшалӑх пулӑшӑвӗ... Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ. Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмаллататпӑр теҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Шупашкарти Ленинград урамӗнчи МФЦна кайрӑм. Ман умра черет — 72 ҫын! 3 сехет кӗтмелле, ӗҫе таваймарӑм, ҫаврӑнса утрӑм», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра ятне кӑтартман ҫын. Унтан вӑл юлташӗн арӑмӗ «1 уйӑхри ачипе окулист пӳлӗмӗ умӗнче 2 сехет инфекци пуҫтарса» ларнине пӗлтернӗ. Черетрисенчен нихӑшӗ те кӗртмен: эпир ҫырӑннӑ, черет йышӑннӑ тенӗ иккен. Вӑрӑм черете тарӑхнӑ этем ҫавна министрсене кӑтартасчӗ тесе тулашать. «Хӑвӑра лӑпкӑ тытма мӗн ӗҫсе каятӑр больницӑна, МФЦна, ытти ҫӗре?», — вӗҫленӗ вӑл хӑй кӑмӑлсӑрланӑвне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнчи «Волчье логово» (чӑв. Кашкӑр йӑви) сунарпа хӑна ҫуртӗнче сунар биатлонӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Ку хыпара лаш-таяпасем «Контактра» ушкӑнра ҫӗркаҫ пӗлтернӗ. Ӑмӑртӑва пӗр тӑван Князевсем пуҫарнӑ. Ҫанталӑк сиввине кура вӗсем пурне те вӗри чейпе, канихвет-пӗремӗкпе хӑналанӑ. Лаш Таяпара пурӑнакансемпе унта ҫуралса ӳснисем хӑнасене вырӑнти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Ҫил кастарса хир тӑрӑх вӗҫтерме кӑмӑллакансене юр ҫийӗн ҫӳрекен машинӑпа — снегоходпа — ярӑнтарнӑ. Сунар биатлонне вара тӗрлӗ тӑрӑхри: Мускаври, Шупашкарти, Канашри, Комсомольскипе Елчӗк районӗнчи — сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Канашсен ушкӑнӗ пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене пӑлан тата укҫа парса хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ӗҫрех икӗ ҫын вилнӗ. Вӗсенчен пӗр инкекӗ Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче пулса иртнӗ. Каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче машинӑпа трактор паркӗнче 57-ри арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл ҫын хуҫалӑхра водительте ӗҫленӗ. Ҫав кун хайхи машинӑн двигательне ӗҫлеттернӗ, машина юсанӑ, гараж алӑкне вара хупса хунӑ. Водитель сӗрӗмпе вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ предприятисенчен пӗрин цехӗнче электромонтёр вилнӗ. Вӑл электродвигатель ылмаштарнӑ чух 3,5 метр ҫӳллӗшӗнчен персе анса пуҫне сиенленӗ. Производствӑри инкексен сӑлтавне РФ Следстви комитечӗн республикӑри уйрӑмӗн тӗпчевҫисем хаклаҫҫӗ: яваплисем ӗҫ йӗркине пӑснипе пӑсманнине палӑртӗҫ. |
Раҫҫейре
![]() В.И. Чапаев Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ятне пама пултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫак ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнӑччӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева ку тӗлӗшпе хуравланӑччӗ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑччӗ. Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтас шутлине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов Кӑнтӑр ҫар округ ҫарӗсен командующийӗн ҫумӗнчен Владимир Жаровран ҫыру илнӗ. Унта ҫар чаҫӗсенчен пӗрне В.И. Чапаев ятне пама ыйтнине ырласа йышӑннине пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр ятне Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне парӗҫ. Ҫӗнӗ хыпара ӗнер Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн пресс-служби хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Регионсенче урӑ пурнӑҫ йӗркине мӗнле пӑхӑнаҫҫӗ? «Вести» пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗлӗшпе наци танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен унта ҫӳлерех йӗркене хӑпарнӑ - 24-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакӑ 2016 ҫултанпа Чӑваш Енри лару-тӑру лайӑх еннелле улшӑннине пӗлтерет. Кунашкал танлаштарӑма регионсенче эрех-сӑра мӗн чухлӗ ӗҫнине тишкерес тӗллевпе хатӗрлеҫҫӗ. Чечня Республикинче, Ингушетире, Дагестанра эрех сахал ӗҫеҫҫӗ иккен. Бурят Республикинче, Ямал-Ненецк автономи округӗнче тата Магадан облаҫӗнче «хаяррипе» ытларах туслӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |