Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак пӑтӑрмах нумаях пулмасть пулса иртнӗ. Шупашкар арҫынни банксенчен пӗринче 300 доллар кредит илнӗ. Хӑй тимсӗрлӗхне пула укҫана унтах ҫухатса хӑварнӑ. Урайӗнче пӗр чӗрке выртнине ҫывӑхра тӑракан ҫамрӑк мар хӗрарӑм асӑрханӑ. Ҫухатакан этем хыҫҫӑн тухнӑ-ха вӑл. Анчах кӑштахран каялла ҫаврӑнса кӗнӗ те чӗркене илсе чикнӗ. Ют укҫана тупакана кӗҫех пакунлисем шырама пуҫланӑ. Ҫавна Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗн тӑванӗсем илтеҫҫӗ. 300 доллар тупнӑ хӗрарӑм кӗҫех полицейскисем патне вӗҫтерет. Ахаль мар. Укҫа йӑтсах пырса кӗрет. Хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӗркере мӗн пулнине те вӑл малтанласа ӑнланман имӗш. Кайран ӗн тумаллине пӗлмен. Ют укҫана хӑй кӑмӑлӗпе тавӑрса панӑ хӗрарӑма пакунлисем явап тытармассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Чӑваш Енри районсемпе хуласенче тупӑш илнине шутласа кӑларнӑ. Налук тата урӑх тупӑш илесси ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш уйӑхра республикӑри 11 муниципалитетра лайӑхланнӑ. Тупӑш илессине процентпа танлаштарса тишкерсен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уйрӑмах аван ӗҫлени курӑнать: унти ӳсӗм — 58,3%, Ҫӗмӗрлере — 12,2%, Канашра — 6,4%, Муркаш районӗнче — 26,6%, Етӗрне районӗнче — 14,4%. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 15 муниципалитетра тупӑш пайӗ унчченхинчен чакнӑ. Уйрӑмах пӗчӗкленнисен шутӗнче республикӑн Финанс министерстви Ҫӗрпӳ тата Комсомольски районӗсене асӑннӑ. Малтан асӑннинче тупӑш илесси пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи малтанхи уйӑхринчен 29,5 процент сахалланнӑ, Каҫал тӑрӑхӗнче — 15,6 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдинг хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑспа инҫе ҫула тухакан пассажирсене какай ҫитерме пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсене пулӑпа ҫӑмарта та лекмӗ. Анчах ҫакӑ — вӑхӑтлӑха кӑна. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдингӑн Чулхулари чукун ҫулӗн корпоратив ҫыхӑнӑвӗсен пайӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Алена Чернышева пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗр апат типӗ тытакансене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсене те ирӗксӗрлесе ҫитермӗҫ. Хӑйсене килӗшекен менюна пассажирсем билет туяннӑ чухнех суйлаҫҫӗ. Типӗ тытакансен рационӗпе хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» пуйӑсри пӗрремӗш класлӑ тата услам-класлӑ вырӑнсене билет туяннисене ҫеҫ тивӗҫтереҫҫӗ. Ун пек пуйӑссем Шупашкара ҫӳремеҫҫӗ-ха. Вӗсем, сӑмахран, Мускавран Питӗре тата Чулхулана хутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх организацийӗсенчен пӗри юр вӑхӑтра тасатманнине палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑлтӑклӑ ӗҫлекенни — «Жилсервис» предприяти. Район центрӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракан ҫак организаци ҫивитти ҫинчи юра вӑхӑтра тасатман иккен. Хӗрлӗ Чутайӗнчи нумай хваттерлӗ 5 ҫурт ҫивитти ҫинче юр 30 сантиметртан хулӑн пулнине пӗлтернӗ. Прокуратура ҫавна кура «Жилсервис» предприяти пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Йӗркене пӑсни пулать тесе предприятин тӗп инженерӗ ячӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫурт-йӗре тытса тӑракансем прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юра тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти хӑш-пӗр аптекӑра эмел вырӑнне ун курупкине сутаҫҫӗ имӗш. Ку хыпара vistanews.ru Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ. Ӑна вара Вячеслав Михайлов халӑх корреспонденчӗ евитленӗ-мӗн. Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑс районӗнче пурӑнакан ҫав ҫын республикӑн тӗп хулинчи аптекӑсенчен пӗринче ацетилсалицил йӳҫекне туяннӑ. Киле ҫитсен эмел курупкине уҫать те вӑл пуш-пушшине асӑрхать. Ӳркенменскер аптекӑна вӗҫтерет. Лерисем арҫын эмеле хӑй кӑларса илмен-ши тесе иккӗленнӗ-мӗн. Ҫакӑн пирки вӗсем темиҫе хутчен те ыйтнӑ иккен. Вячеслав Михайлов ятлӑ ҫав ҫын маларах ҫавӑн пек пӑтӑрмах Ленин проспектӗнчи пӗр аптекӑра сиксе тухнине ӗнентернӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем те аптекӑра пуш курупка туянса курнӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Фото alev.biz Чӑваш Енӗн Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн патшалӑх инспекцийӗ пуш уйӑхӗнче темиҫе рейд ирттерме палӑртнӑ. Хайхи тӗрӗслевсен графикне хӑйсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫав графикпа килӗшӳллӗн республика шайӗнче профилактикӑпа ҫыхӑннӑ пилӗк тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Ҫуран ҫӳрекен. Ҫул каҫҫи» рейд иртӗ. Уйӑх варринче, 16-мӗшӗнче, инспекторсем «Автобус» ятпа пулакан тӗрӗслеве тухӗҫ. Пуш уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче ҫул ҫине руль умне ӳсӗрле ларса тухнисене тытса чарас тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ, акци ячӗ — «Ӳсӗр водитель». Тепӗр пилӗк кунран, 29-мӗшӗнче, пакунлисем ҫынсем ачисене машинӑра епле илсе ҫӳренине тимлӗрех сӑнӗҫ, ун чухне вӗсем «Ачасем. Упранмалли хатӗрсем» рейда тухӗҫ. Тепӗр кунхине вара инспекторсем «Чукун ҫул каҫмӑшӗ» тӗрӗслев ирттерме планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Анне палӑкӗ таврашӗнчи фонтансемлӗ бассейна юсама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫавна май патшалӑх саккасӗсен порталӗнче унта строительство ӗҫӗсем ирттерме саккас вырнаҫтарнӑ. Кун ҫинчен «Хула пирки» портал хыпарлать. Хайхи саккаса «Инженерная защита» текен организаци тӑратнӑ. Контрактӑн хакӗ — 19689886,27 тенкӗ. Саккаса пурнӑҫа кӗртнӗ май конкурсра ҫӗнтернӗ фирмӑн ҫак укҫапа фонтанлӑ бассейнӑн гранит плитисене хӑйпӑтмалла, бассейна кивӗ бетон юлашкисенчен тасатмалла, унӑн стенисене штукатурка туса якатмалла, гидроизоляци, герметика ӗҫӗсене пурнӑҫламалла, хунарсем патне пралук кармалла тата гранит плитасене ҫӗнӗрен хумалла. Палӑртса хӑварар, строительсен мӗн пур ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑри пилӗк хулара та виҫӗ районта шкулта ӗҫлекенсен шалу фондне пӗчӗклетӗҫ. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ятарлӑ хушу кӑларни пирки «Ман хула Шупашкар» портал пӗлтерет. Ҫав хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр хулисенчи тата Вӑрнарпа Шӑмӑршӑ районӗсенчи шкул ӗҫченӗсен шалу фончӗ пӗчӗкленӗ. Чи нумаййи Ҫӗнӗ Шупашкарсенне чакарӗҫ: 24,8 миллион тенкӗ. Ун хыҫӗнчен — Канаш (20,1 млн), Шупашкар (17,9 млн), Ҫӗмӗрле (5 млн), Вӑрнар районӗ (2,3 млн), Шӑмӑршӑ районӗ (997,5 пин) тата Улатӑр (770,7 пин). Ҫав вӑхӑтрах республикӑра, пӗтӗмӗшле илсен, педагогсен шалӑвӗн фончӗ 105,5 млн тенкӗ пысӑкланӗ. Пуринчен те ытларах вӑл Патӑрьел, Тӑвай тата Комсомольски районӗсен ӳсмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн варринчен пуҫласа Транспортӑн пӗрлехи картти ҫине (ЕТК) Перекет банкӗн онлайн мелӗпе укҫа хума май пур. Паллах, ку меллӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри пӗчӗк пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Нумайӑшӗ Транспортӑн пӗрлехи картти ҫине ҫак мелпе укҫа хунӑ. Анчах хӑшӗ-пӗрин укҫи карттӑ ҫине ҫитмен. Сервис 48 сехет кӗтме ыйтнӑ. Анчах сехетсем те, кунсем те иртнӗ – икӗ эрне хыҫа юлнӑ. Карттӑ ҫине вара укҫа пӗрех килмен. 50 ҫынна яхӑн ҫапла шар курнӑ. Халӗ компани ку ҫитменлӗхе пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫлет. ЕТК директорӗ Артем Горбунов лӑплантарма васкать: укҫа ниҫта та ҫухалмӗ, ҫитес вӑхӑтра вӑл карттӑ ҫине куҫӗ. Куҫмарӗ тӗк 36-33-30 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енри арҫынсем ӗҫлесе илнӗ укҫана мӗнле тӑкаклаҫҫӗ? Ҫакна пӗлес тесен Чӑвашстат тӗпчевне тишкермелле. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн ведомство арҫынсен кӗсйине «кӗрсе» пӑхнӑ. Чӑваш Енри арҫынсем укҫан пысӑк пайне, шалӑвӑн 28 процентне, апат-ҫимӗҫ туянса пӗтереҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – машина, кил-ҫурта хӑт кӳме тата юсама япала туянасси (11-13 процент). Чӑваш Ен арҫынӗсем пульницӑна ытлах ҫӳремеҫҫӗ, ҫавна май ку тӗлӗшпе укҫа та сахал тӑкаклаҫҫӗ – ӗҫ укҫин 3 процентне кӑна пӗтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсене пӑхма кӑмӑлламаҫҫӗ. Чӑвашри арҫынсем ӑҫта канма юратнине те пӗлнӗ экспертсем. Вӗсем бильядла тата боулингла выляма юратаҫҫӗ. Ведомство специалисчӗсем арҫынсем ӑҫта ытларах ӗҫлесе илнине те тӗпчесе пӗлнӗ. Чукотка автономи округӗнче вӑй хуракансем пуянрах иккен: вӗсен «таса» ӗҫ укҫи вӑтамран 61 пин тенкӗпе танлашать. Мускавра тата Магаданра ӗҫлекенсем 53 тата 50,3 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |