Культура
![]() Ҫак самантра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗнӗ сывлӑш — Ҫӗнӗ варкӑш — Кӗтрет» уяв каҫӗ пырать. Мероприятие культура учрежденийӗ ҫӗнӗ ҫуртри (пӗлтӗртенпе вӑл «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта тӗпленчӗ) ҫӗнӗ сценӑна уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ. Уяв пуҫланиччен театрӑн ӗҫченӗсем сӑн ӳкерӗннӗ, театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева: «Кӗҫех уяв пуҫланать», — тесе Фейсбукри хӑйӗн страницинче нумаях пулмасть ҫырнӑ. Аса илтерер, театра йӗркеленнӗренпе кӑҫал 85 ҫул ҫитет. Сумлӑ юбилее вӑл юсаса ҫӗнетнӗ 375 ҫынлӑх ҫӗнӗ сценӑпа кӗтсе илет. Ӑна юсама, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, кирлӗ ытти оборудовани туянма республика хыснинчен пӗлтӗр 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. |
Республикӑра
![]() «Нордвинд» авиакомпани Шупашкартан Мускава тата каялла вӗҫекен самолётсен расписанине улшӑнусем кӗртессине пӗлтернӗ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ расписани пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Чӑваш Енӗн транспорт министерстви хыпарланипе килӗшӳллӗн, республика тӗп хулинчен самолёт пӗр сехет маларах вӗҫӗ. Ҫапла вара хула ҫыннисем тата хӑнисем тӳпене 9:10 сехетре хӑпарӗҫ, Мускаври «Шереметьево» аэропорта 10:30 сехетре ҫитӗҫ. Унсӑр пуҫне «сывлӑш карапӗ» ҫӗршывӑн тӗп хулинчен те урӑх вӑхӑтра вӗҫсе тухӗ. Пассажирсене, хальхипе танлаштарсан, 40 минут маларах лартса тӳпене 7.05 сехетре ҫӗкленӗ, Шупашкарти аэропорта 8.25 сехетре анса ларӗ. Палӑртса хӑвармалла, «Нордвинд» авиакомпанийӗн самолёчӗсемсӗр пуҫне Шупашкартан Мускава тата каялла «Победа» фирмӑн «сывлӑш карапӗсем» те вӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Кӑнтӑр Корейӑра ҫак кунсенче иртекен Олимпиадӑна пирӗн ҫӗршыври тӑватӑ биатлонист — Ульяна Кайшева, Татьяна Акимова, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев — хутшӑннине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Аса илтерер, сумлӑ ҫак йышри Татьяна Акимова — Чӑвашран. Раҫҫейӗн биатлонистсен пӗрлештернӗ командин тренерӗсем пирӗн ентешӗмӗр патне пачах та шӑнкӑравламан иккен. Ҫакна вӑл паянхи ӑмӑрту хыҫҫӑн журналистсене пӗлтернӗ. Сӑмах — Олимпиадӑна кайма ирӗк паман тренерсем пирки. Ульяна Кайшеван тренерӗ урӑх-мӗн те, вӑл унпа калаҫать иккен. Анчах Татьяна Акимовӑпа тренерсем телефонпа пӗртте ҫыхӑнман. Чӑваш биатлонисткин Пхенчханри Олимпиадӑри кӑтартӑвӗ, сӑмах май, Ульяна Кайшевӑран аванрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сцена ҫинче Владимир Викторов та пур Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов юрлама та пултарать. Унӑн ҫакӑн пек пултарулӑхӗпе паллаштаракан видеона тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Ҫак кунсенче вара Владимир Николаевич Ҫӗнӗ Шупашкарти сцена ҫине тухнӑ. Пӗччен мар. «Ҫеҫпӗл» ансамбльпе. Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Любовь к Родине начинается с семьи» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратасси ҫемьерен пуҫланать) концерт иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн кӑҫалхи стипендиачӗсене, хулари хастар нимеҫӗсене, амӑш укҫине тивӗҫнӗ ҫемьесене чысланӑ. Вӗсене чыслама пуҫличчен ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова сӑмах каланӑ. Уява тӗрлӗ ушкӑнсен концерт программи илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Промтрактор. Google тунӑ сӑн Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗ Шупашкарти икӗ пысӑк промышленность предприятийӗн шӑпине каярах татса парӗ. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат паян пӗлтернӗ. Кунта сӑмах Внешэкономбанк (чӑв. Тулашэкономбанк) кредит учрежденийӗ «Промтрактор» предприятин Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутне тата «Промтрактор-Вагон» акционерсен обществине панкрута кӑларма ыйтни пирки пырать. Пӗрремӗш тӗлӗшпе суд пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ, тепринпе — ыран, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче. Маларах эпир Чӑваш Енӗн энергетикӗсем Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутне ҫутӑсӑр хӑварма суда тавӑҫпа тухнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, суд тавӑҫа тишкернӗ май мӗнпур материала пӑхса тухнӑ та ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: савута ҫутӑсӑр хӑварсан предприятин парӑмпа татӑлма ниепле те май пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ мероприятисен ярӑмӗ нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Димитровградри «Восход» Культура керменӗнче тытӑнчӗ. Ку тӑрӑхри чӑвашсем Аслӑ Патриархӑмӑра халалланӑ Чӑваш чӗлхипе культурин кунне ҫӳллӗ шайра ирттерчӗҫ. Ҫакна чӑвашсене саламлама пынӑ Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов та, Мелекесс район пуҫлӑхӗ Сергей Сандрюков та, УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев та, салам сӑмахӗсемпе тата парнесемпе килсе ҫитнӗ ытти халӑхсен автономийӗсен пуҫлӑхӗсем те хӑйсен сӑмахӗсенче палӑртрӗҫ. — Раҫҫейӗн тӗп хӗҫ-пӑшалӗ — халӑхсем, тӗн конфессийӗсем хушшинчи туслӑх. Пирӗн тӗллев ҫав туслӑха сыхласа, ҫирӗплетсе вӑйлӑ, ҫынсене телейлӗ пурӑнмалли регион туса хурасси. Чӑваш ҫынни регионти пур тытӑмра та вӑй хурать, ҫак Аслӑ халӑхран тухнӑ ҫынсем пирӗн регион чапне, сумне ӳстереҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Совет Союзӗн Геройӗ ятне 7 чӑваш, пӗри Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулнине манмалла мар. И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине палӑртнӑ май ҫакна каласшӑн, вӑл Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче чӑн-чӑн педагог пулса тӑнӑ, 150 ҫул каялла Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларакан центр йӗркеленӗ. |
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ялта пурӑнакансене усламҫӑсем сӗте йӳнӗ хакпа пуҫтарни канӑҫсӑрлантарать. Ку ыйтӑва правительствӑра та сӳтсе яваҫҫӗ. Чӑваш Енре сӗт ярмӑрккисем уҫма палӑртнӑ. Вӑл ку шӑматкун Шупашкарта пӗрремӗш хут ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта вырӑнти сӗт юр-варне сутӗҫ. «Сӗт тӗнчи» ярмӑрккӑн тӗп лапамӗ «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлӗ. Вӑл нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ҫак тапхӑрта ҫынсен сӗт, турӑх, йогурт, тӑпӑрч, хӑйма, ҫу, чӑкӑт тата ытти юр-вара туянма май пулӗ. Кунашкал ярмӑрккӑ Канаш хулинче ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Палӑртмалла: сӗт хакӗ Чӑваш Енре кӑна мар, Атӑлҫи федераци округӗнче те, Раҫҫейӗпе те тӑрук чакнӑ. Ҫакна тӳре-шара чикӗ леш енчен типӗ сӗт тата услам ҫу кӳрсе килнипе ҫыхӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Строительсен урамӗ, Лакрей вӑрманӗ, Президент бульварӗ, Гладков урамӗ ҫывӑхӗнче пилӗк хутлӑ ҫуртсем тата суту-илӳ центрӗ вырнаҫмалла. Ку — хальхи «Ярмӑрккӑ» пасар ҫывӑхӗнче. Ҫак вырӑнта «Юрма» агрохолдинг тата «Сад» ЯХПК «Ярмӑрккӑ» ятлӑ ҫӗнӗ микрорайон хута ярасшӑн. Икӗ организацие те Владимир Ермолаев ертсе пырать. Унӑн строительство компанийӗ — «СУОР» тулли мар яваплӑ общество. Документацие тишкерес-тӗк «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗ те строительство вырӑнне лекет. Анчах унта пилӗк хутлӑ ҫуртсем е суту-илӳ центрӗ пулӗ? Хальлӗхе ку паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ суйлав умӗн амнисти хатӗрлекенччӗ. «Ҫуран ҫӳрекенсен» пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Соколов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче те амнисти пулать. Кун пирки «Газета.ру» хыпарлать. Ҫавна май «Ҫуран ҫӳрекенсен» пӗрлӗхӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру ҫырнӑ. Унта ҫынна вилмеллех таптанӑ, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци тӳлемен водительсене амнистирен хӑтарма ыйтнӑ. Пӗрлӗх хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи амнисти вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинчи инкекшӗн тӗрмене лекнӗ водительсем компенсаци тӳлес мар тесе ҫакӑнпа усӑ курнӑ. Вӗсем приставсемпе полицейскисенчен тарса ҫӳреҫҫӗ. Пӗрлӗх пайташӗсен шухӑшӗпе, амнистипе ирӗке тунӑскерсем хаклӑ ваккат тытаҫҫӗ, суд итлевне 5–7 ҫуллӑха тӑсаҫҫӗ. Ҫав тапхӑрта ҫул-йӗр ҫинче шар курнӑ ҫынсен тӑванӗсен тӗрӗслӗх шырамашкӑн вӑй та, чӑтӑмлӑх та юлмасть-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Лапин – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн КПРФ партин экс-депутачӗ. 35 ҫулти «халӑх тарҫи» тӗп хулари 4-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче «Икӗ капитан» пурӑнмалли комплекс тума тытӑннипе «чапа» тухнӑ. Анчах ӗҫ котлован чавнинчен малалла каяйман. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче экс-депутата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Халӗ вара ӑна ҫӗнӗ преступленисемшӗн те айӑпланӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен Алексей Лапин 13 ҫынна Шупашкарта хута каякан ҫуртсенче хваттер пама шантарнӑ. Вӗсемпе займ тата пая кӗнине кӑтартакан килӗшӳсем туса пӗтӗмпе 16 миллион тенкӗ илнӗ. Анчах «халӑх тарҫи» шантарнӑ сӑмахне тытман, мӗншӗн тесен вӑл ертсе пыракан организацин пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумашкӑн ирӗк пулман. Укҫа-тенке вара хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Суд унчченхи айӑплава шута илсе Алексей Лапина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.