Ӑслӑлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ыран, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртмелле. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре. Петр Степанович Краснов, институт директорӗ, пӗлтӗрхи ӗҫсемпе паллаштарӗ, малашнехи плансем пирки каласа парӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ сесси иртӗ. Пӗринче Вера Никифорова хальхи литературӑри ӗҫсем пирки каласа парӗ — унӑн доклачӗ ХХ-XXI ӗмӗрсен чиккинчи интеллектуаллӑ чӑваш прози тавра пулӗ. Иккӗмӗш сессинче Александр Кузнецов чӑваш диалектологийӗн ыйтӑвне ҫӗклӗ. Виҫҫӗмӗш сесси «Духовная культура чувашского народа» (чӑв. Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл культури) ятпа иртӗ. Унта В. Родионов, И. Кириллова, Н. Ефремова-Ильина, О. Терентьева, Т. Семёнова тухса калаҫӗҫ. Паянхи гуманитари ӑслӑлӑхӗ мӗнпе сывланине пӗлес текенсене пурне те йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Пушкӑртстанра чӑваш чӗлхипе литературине вӗренмелли кӗнекесем ҫителӗксӗррине тӳре-шарана пӗлтернӗ. Шкулта чӑвашла вӗрентмелли кӗнекесемпе тивӗҫтерменнине унтисем систернӗ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ирӗклӗх» хастарӗсем Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ тата Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ ячӗпе электрон ҫыру шӑрҫаланӑ. «Шкул ачисене йӗркеллӗ вӗренӳ кӗнекисемпе тӳлевсӗррӗн те ҫителӗклӗн тивӗҫтерессишӗн патшалӑх яваплӑ», — тенӗ ҫырура. Пушкӑртстанрисем «Ирӗклӗхе» шкулсенче 1990, 2003-мӗш ҫулсенче пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе усӑ курнине, кашни ачана кирлӗ чухлӗ кӗнеке ҫитменнине пӗлтернӗ иккен. «Чӑваш нацин пысӑк пайӗ республика тулашӗнче пурӑнать. [...] Чӑваш чӗлхипе литературине тивӗҫлӗн вӗренме те пултарайман чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ те иккӗленӳллӗ», — шухӑшне палӑртнӑ «Ирӗклӗх». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре хир сыснисене тытнине специалистсем вӗсене ӗрчеттерсе ярас маррипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑрманти тискер чӗрчун ял-хулана иленсен тем амакӗ курса ларӑн. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ветеринарсем Африка мурӗллӗ сыснана асӑрханӑччӗ. Каярах республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви хир сыснисене тытма ирӗк паракан хушу кӑларнӑччӗ. Ҫак тапхӑр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех тӑсӑлӗ. Хир сыснисене «Дирекция по охране и использованию животного мира и особо охраняемых природных территорий» (чӑв. Чӗрчун тӗнчине тата уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсене асӑрхассипе тата усӑ курассипе ӗҫлекен дирекци) хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем персе пӑрахаҫҫӗ. Сунарҫӑсем те тискер ҫак чӗрчунсене тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра сунарҫӑсем 23 хир сысни тытнӑ, маларах асӑннӑ дирекцин специалисчӗсем — 25. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Оксана Лут тата Михаил Игнатьев Чӑваш Енре 6 миллиард тенкӗ ытла тӑракан теплица хута каймалла. Ӑна кӑҫал кӗркунне, юпа уйӑхӗнче, туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗклекенни — «Ренова» компани. Теплица тӑвакан компание кивҫен укҫа парса Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ пулӑшӗ. Паян ҫак тата ытти ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗпе Оксана Лутпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. 2014-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата «Россельхозбанк» общество пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унтанпа кредит организацийӗ Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсене кӑна мар, экономикӑн ытти сферинче тӑрӑшакансене те самай укҫа парса пулӑшнӑ. Малашне те вӑл пирӗн тӑрӑхран каймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Пирожков фермер Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑранпа ыран, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, 87 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа редакци ӗҫченӗсене, калем ветеранӗсене, обществӑлла корреспондентсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов саламланӑ. Редакци пуҫарӑвӗпе йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурса та унта пӗтӗмлетнӗ. Вӑл кӑҫал 15-мӗш хут иртнӗ. Хальхи конкурса 9-ӑн хутшӑннӑ. Чи нумай сасӑ пуҫтарса «Ҫулталӑк ҫынни — 2017» ята районти «Нектар» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Николай Пирожков тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-фермера район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Александр Козлов саламланӑ. Малашне те пысӑк ҫитӗнӳ тума ӑна хастарлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват суннӑ, Хисеп хучӗ тата асӑнмалӑх парне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗп хулара какая тата сӗте саккуна пӑсса сутнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хыпарлать. Мэрин предпринимательлӗхпе потребитель рынокӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен управленийӗн, патшалӑх ветеринари службин, тӗп хулари ветстанци тата полици ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ. Тӗрӗслеве вӗсем Мускав районӗнче ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче Элкер урамӗнчи 9-мӗш ҫурт умӗнче ял ҫыннисем аш-какайпа, сӗтпе саккуна пӑхӑнмасӑр сутӑ тунине асӑрханӑ. Тен, какайӗ те, сӗчӗ те лавккаринчен пахарах пулӗ, анчах саккун саккунах: ирӗк паман ҫӗрте суту-илӳпе аппаланма юрамасть. Ҫапла майпа техника регламенчӗн йӗркине пӑхӑнманшӑн хайхи сутуҫӑсем тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырнӑ. Вӗсен халӗ 1 пинрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар арҫынни шывран машина кӑларнине НТВ телеканал «Главная дорога» (чӑв. Тӗп ҫул) кӑларӑмра каласа кӑтартрӗ. Эфира кӑларӑм нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ. Шупашкар арҫыннин Евгений Гаманӑн «Ленд Крузер» машини Печора юханшывне путнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, инкек Коми Республикинчи Усинск хули патӗнче пулса иртнӗ. «Toyota Land Cruiser 200» маркӑллӑ урапана арҫын Коми Республикинче туяннӑ. Сутаканни хаклӑ ыйтман уншӑн. Машинӑна Печора юханшывӗ урлӑ каҫармалла пулнӑ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Ҫыран хӗрринчен пӗр 100 метрта пӑр катӑлса кайнӑ та 3 тонна таякан автомобиль юханшыва путнӑ. Машинӑна пӑрахса хӑварас темен пирӗн ентешӗмӗр. Пулӑшу ыйтса вӑл халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ. Часах ырӑ кӑмӑллисем те тупӑннӑ. Пӗренерен хӑйне евӗр кран ӑсталанӑ вӗсем. Шывра эрне пулнӑ машинӑна ҫапла вара туртса кӑларнӑ-кӑларнах. Телесюжетра пӗлтернӗ тӑрӑх халӗ машинӑна юсав центрӗнче йӗркене кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) телешоуна юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри темиҫе ҫын та хутшӑнчӗҫ. Маларах Елчӗк районӗнчи йӗкӗрешсем тата Шупашкарти сауна хуҫи пулнӑччӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра 35-ри инженер-баскетболиста кӑтартрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вӑл энергетика компанийӗнче ӗҫлет, хӑй вӑхӑтӗнче профессилле баскетболист пулнӑ. Илья маларах пӗрре авланнӑ, ача та пур. Анчах ҫемье пурнӑҫӗ ӑнман. Кайран тепӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ, каллех уйрӑлса кайнӑ. Телекӑларӑма арҫын амӑшӗпе, 58-ти Антонина Геннадьевнӑпа, хутшӑнчӗ. Халӗ, пӗлтерер, кӑларӑм формачӗ улшӑннӑ: унта ашшӗне е амӑшне йыхравлаҫҫӗ. Пирӗн ентеше килӗшес тесе 33-ри пресс-секретарь, Мускав пульницинче ӗҫлекен врач-терапевт, 29-ти тӑлмачӑ-преподаватель тӑрӑшрӗҫ. Арҫын тухтӑра суйларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти Татьяна Тихонова пенсионера ОТР каналпа кӑтартрӗҫ. «Активная среда» телепередачӑна ӑна нимеҫӗ (волонтер) пулнӑран чӗннӗ. Утмӑла ҫывхаракан хӗрарӑм Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта 2016 ҫулта йӗркеленӗ «Экспресс бабушки» (чӑв. Экспресс асаннесем) проекта хутшӑнать, нимеҫӗ пулса ачаллӑ ҫемьесене пулӑшать. Шупашкар хӗрарӑмӗпе телесюжетра «бабушка со стажем» (чӑв. стажлӑ асанне) тесе паллаштарчӗҫ. Тата унӑн пилӗк мӑнук тесе каларӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ — хӑйӗн. Ыттисем — ют ҫынсен ачисем. Хастар пенсионер вӗсене пӑхать. Кашни кунах мар. Эрнере — пӗр-икӗ хут. Темиҫешер сехет. Хальхи вӑхӑтра хӗрарӑм Шупашкарти виҫӗ ачаллӑ Андреевсене пулӑшнине пӗлтерчӗҫ. Кӗҫӗннисене, улттӑри йӗкӗрешсене, амӑшӗ тепӗр чух кинемейпе шанса хӑварать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче В.А. Нестеровӑн «Над картой Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен картти ҫийӗн) кӗнекин иккӗмӗш кӑларӑмӗ пичетленнӗ. Унта пирӗн республикӑри топонимсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Енри географи ячӗсен вӑрттӑнлӑхне XVI ӗмӗртен пуҫласа паянчченех пӗлме май пур. Кӗнекери историпе топоним ячӗсене чӗлхене тата тематикӑна кура уйӑрнӑ. Чӑваш топонимне тарӑннӑн тишкернипе пӗрлех кунта тӑтӑш тӗл пулакан ытти ята та тӗпченӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене Владимир Степанов редакциленӗ. Вӑл хӑй те кӗнекесем кӑларнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ пулӗ. Чӑваш кӗнеке издательствине куҫиччен В.В. Степанов «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫленӗччӗ, унти ача-пӑча кӑларӑмӗсенчен пӗрин, «Самант» журналӑн, редакторӗ пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.