Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Урамра тӑрук сирена янӑраса кайсан сехӗрленсе ан ӳкӗр. Ку планра палӑртнӑ тӗрӗслев кӑна.

Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, халӑха инкек ҫинчен пӗлтермелли тытӑма пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ытларикун, тӗрӗслӗҫ. Сирена ирхи 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра янӑрӗ. Кунсӑр пуҫне громкоговорительсем калаҫӗҫ. Ун чухне ҫынсем «Внимание всем!» тенине илтӗҫ.

Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пресс-служби халӑха лӑпкӑ пулма, ӗҫе, вӗренӗве пӑрахмасӑр малалла тӑрӑшма ыйтать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48692
 

Хулара

Кӑҫал пуш уйӑхӗнче юр ирӗлме васкамасть. Управляющи компанийӗсем те ҫурт тӑрринчи юра антарма васкамаҫҫӗ ахӑртнех. Шупашкарти пӗр ҫурт тӑррин пӗр пайӗ ҫавна пула йӑтӑнса аннӑ.

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлнелле тӗп хулари Красин урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтнӗ. Каярахпа ҫынсем ҫурт тӑррин пӗр пайӗ ишӗлсе аннине ӑнланнӑ. Унта 28 тӑваткал метр пысӑкӑш шӑтӑк пулса тӑнӑ.

Ҫав ҫуртра пурӑнакансем управляющи компанине юр антарма пӗрре мар ыйтнӑ. Анчах лешсем хӑнк та туман. Халӗ ав ҫурт тӑрри йывӑр юра чӑтайман – ишӗлсе аннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗ сивӗ тӑрать. Сӑмахран, ку эрне пуҫламӑшӗнче, тунтикун, термометр ҫӗрле -20°C таранах аннӑччӗ. Халӗ те, уйӑх вӗҫленсе пырать пулин те, ирхи температура 0 градусран хӑпармасть, юрӗ хӗвел хӗртнипе ҫеҫ кӑшт ирӗлет. Хӑҫан ӑшӑтса ярӗ-ши? текен ыйту нумай вулакана кӑсӑклантарать.

Gismeteo портал пӗлтернӗ тӑрӑх ӑшӑ ҫанталӑк пирӗн тӑрӑха ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫитӗ — ҫӗрле 0°C патнелле пулӗ, кӑнтӑрла — +2–+8. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уйрӑмах ӑшӑтса ямалла: ун умӗн кӑнтӑрла +15 пуласса шантараҫҫӗ, вӑл кунхине вара сывлӑш ҫуллахи пекех ӑшӑ тӑрӗ — +18°C пулӗ. Унашкал ҫанталӑк 2–3 куна ҫеҫ тӑсӑлӗ.

Асӑрхаса хӑвармалла — уйӑх маларах тунӑ прогнозсем ытларах чухне пурнӑҫланмаҫҫӗ. Акан 17-мӗшӗ ҫитиччен тата виҫӗ эрне ытларах кӑна юлчӗ, Гисметео шантарни тӳрре тухнипе тухманнине палӑртма нумаях юлмарӗ темелле.

 

Чӑвашлӑх

Ака уйӑхӗн 7—9-мӗшӗсенче Питӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗрти тӗп хулинче тӗпленсе тӑван халӑхӑмӑр сывлӑшӗпе пурӑнакансем ку пулӑма хавасланса кӗтеҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче, 13 сехетре, курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн ӗҫӗсемпе паллашма май туса парӗҫ. «Волжские рассветы над Невой» (чӑв. Нева ҫийӗнчи Атӑл шурӑм пуҫӗ) куравра Чӑвашран тухса Питӗрте йӑва ҫавӑрнӑ ытти художниксен картинисем те вырӑн тупӗҫ. Пурӗ 25 ытла киҫтӗк ӑстин пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.

Ача-пӑча ӗҫӗсен «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑррисем) конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен ӳкерчӗкӗсене те кӑтартма палӑртнӑ. Наталия Михайлова ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе йӑла ӳнерӗн япалисем те куравра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-48481616_717
 

Культура

Шупашкарта «Юмахсен каруҫҫелӗ» гастроль фестивалӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ӑна 10-мӗш ҫул ирттерет ӗнтӗ.

Кӑҫал сцена ҫине Сочи, Мускав артисчӗсем малтан тухнӑ. Сочири «Саквояж» пукане театрӗ пирӗн патра пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӗсем пукане циркӗ кӑтартнӑ. Вӑтам ӗмӗрсенче ҫуралнӑ жанр чи йывӑррисенчен пӗри шутланать.

Мускаври «Отражение» театр артисчӗсем те куракансене пукане театрӗн тӗнчине илӗртме пултарнӑ. Артистсем сцена ҫинче кӑна мар, куҫса ҫӳрекен лапамсенче те, ҫав шутра вӗренӳ учрежденийӗсенче те, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.

Ака уйӑхӗнче гастроль фестивальне Ҫырчаллӑри, Йошкар-Олари, Нарьян-Марари театрсем хутшӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18805
 

Тӗнче тетелӗ
Семинара студентсем те кӑсӑкланса итлерӗҫ
Семинара студентсем те кӑсӑкланса итлерӗҫ

Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн аудиторийӗсенчен пӗринче «Хаҫат сайтне чӑвашла тытса пырасси: чӑрмавсене сиресси» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗ пӗрле йӗркеленӗ.

Сайтсене чӑвашла йӗркелеме тата тытса тӑма вӗрентессине Аҫтахар Плотников пӗр пуссӑрах йӗркелерӗ. Семинара итлеме Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатран та, Тутарстанри «Сувартан» та ҫитнӗччӗ. Унсӑр пуҫне ку тема республикӑра тухса тӑракан район хаҫачӗсене те кӑсӑклантарни палӑрчӗ — Муркаш, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар район хаҫачӗсенчен килнӗччӗ.

Чӑваш халӑх сайтне 13-мӗш ҫул ӗнтӗ хӑй тӗллӗн, патшалӑх укҫисӗр тытса тӑракан Аҫтахар Плотников чӑваш чӗлхиллӗ сайтсене аталантарма паян нимӗнле чӑрмав та ҫуккине пӗлтерчӗ.  Программҫӑ пулнипе ҫеҫ мар, тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи сахаллине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн вӑл тӑван чӗлхеллӗ ресурса — сайта — аталантарма пуҫланӑ. Функционал енчен сайт пуян пулин те халӑха илӗртес енӗпе ку ҫителӗксӗр пулнине каларӗ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Комсомольскинче пушар тухнӑ. Унта чутах ҫемье ҫунса вилмен.

37 ҫулти Александр Жирнов вырӑнти электроподстанцире ӗҫлет. Дежурство вӑхӑтӗнче вӑл пӗр ҫуртри пӗрремӗш хутра пушар тухнине асӑрханӑ. Хайхискер хуҫисене вӑратас тесе алӑкран шакканӑ. Анчах никам та тухман. Вӑл чӳречене ҫӗмӗрнӗ.

Арҫын 5 йӑхри ачана тата 3-ри арҫын ачана урама йӑтса тухнӑ. Унтан 7 ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ. Ачасен амӑшӗпе кукамӑшӗ хӑйсемех урама тухнӑ.

Александр Жирнов ҫӑлман пулсан пӳртри ҫынсем вӑранмасӑрах ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑнса вилӗччӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑррине пула тухнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче регионсем хушшинчи «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» VII конкурса пӗтӗмлетнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пуҫарнӑ, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен тӑснӑ.

Унта шкул ачисемпе студентсем явӑҫнӑ. Вӗсем конкурса тӗрлӗ темӑпа ҫырнӑ эссесем, ӳкерчӗксем, видеороликсем, хӑйсем тӗллӗн хатӗрленӗ кӗнекесем ярса панӑ. Хамӑр республикӑрисем кӑна мар, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи 160 ытла ача хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 4 номинаципе хакланӑ.

«Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнеки ҫинчен» номинацире ӗрремӗш вырӑна Канашри 11-мӗш шкулти Янина Фадеева тухнӑ. «Юратнӑ кӗнекери самант» темӑллӑ ӳкерчӗксен конкурсӗнче вара кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисенчен Шупашкарти 49-мӗш шкулти Валерия Долгова, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ангелина Гритчина палӑрнӑ. Вӑтам ҫулсенчи шкул ачисенчен Шупашкарти 40-мӗш шкулти Полина Литвиненко пултаруллӑ пулнӑ, аслӑ ҫулсенчи шкул ачисенчен Шупашкарти 18-мӗш шкулти Софья Тихонова ҫӗнтернӗ. Студентсенчен И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри Екатерина Ильина мала тухнӑ.

«Ача-пӑча аллипе тунӑ чи лайӑх кӗнеке» номинацире кӗҫӗннисенчен Шупашкарти 125-мӗш ача-пӑча пахчинчи Святослав Студенцов ҫӗнтернӗ, вӑтам ҫулсенчи шкул ачисенчен — Ҫӗмӗрлери 23-мӗш шкулти Ирина Кайнова, аслӑ ҫулсенчисем хушшинче – Шупашкарти 62-мӗш шкулти Александра Александрова.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман хӗрринче Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти арҫынна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Кун пирки «Суйман МИХ» кӑларӑм хыпарлать.

Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунхине хайхи арҫыннӑн ҫӑмӑл машининче виҫӗ хир сысни тушкине тата пӑшал тупса палӑртнӑ, полици ӗҫченӗсем вӗсене йӑлтах туртса илнӗ. Пакунлисем тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн ҫав арҫын тискер кайӑксене чылай вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тӑрантарни, апатланма хӑнӑхсан вӗсене персе вӗлерни паллӑ пулнӑ. Анчах айӑпланакан арҫыннӑн пӗр чӗрчуна тытма ирӗк паракан лицензи ҫеҫ пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл 240 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе хула ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫ пуҫарнӑ, лару-тӑрӑва малалла тишкереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://events44.ru/news/51528
 

Хулара
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Шупашкарта «Чи хӑтлӑ та тирпейлӗ ҫурт» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хула администрацийӗн тӳри-шари ӑна малтанах виҫӗ номинацире ирттерме йышӑннӑ: пилӗк ҫултан иртмен, вун пилӗк ҫултан каҫман тата вун ултӑ ҫултан аслӑрах ҫуртсене уйрӑмшарӑн хакласшӑн пулнӑ. Анчах конкурс тӳрисем виҫҫӗмӗш номинацире ҫӗнтерӳҫе палӑртайман.

Тепӗр иккӗшӗнче вара мала тухнисем паллӑ. «Пилӗк ҫултан иртмен нумай хваттерлӗ ҫурт» номинацире «Ҫӗнӗ хула» компани пӑхса-тирпейлесе тӑракан Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫӗнтернӗ. «Ултӑ ҫултан иртнӗ, анчах вун пилӗк ҫула ҫитеймен нумай хваттерлӗ ҫурт» категорире Трактор Тӑвакансен проспектӗнчи 64-мӗш ҫурт пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку ҫуртшӑн Юсавпа эксплуатаци управленийӗ яваплӑ. Ҫак икӗ ҫурта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 60-шар пин тенкӗ преми парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2113, 2114, 2115, 2116, 2117, 2118, 2119, 2120, 2121, 2122, [2123], 2124, 2125, 2126, 2127, 2128, 2129, 2130, 2131, 2132, 2133, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...