Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Владимир Владимирович 64 ҫул тултарнӑ.

Паян ҫӗршыв ертӳҫи нимӗнле официаллӑ мероприятие те хутшӑнмасть. Ҫапах, унӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков каланӑ тӑрӑх, Владимир Владимирович паян телефонпа ӗҫпе калаҫнӑ.

Кӑҫал Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе тата юлташӗсемпе паллӑ тӑвать. Кунсӑр пуҫне ҫӗршыв пуҫлӑхне ытти ҫӗршыв ертӳҫисем шӑнкӑравласа саламланӑ. Тӗслӗхрен, Беларуҫ пуҫлӑхӗ Александр Лукашенко ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Владмир Путин ҫуралнӑ кунне Сочири Олимп паркӗнче паллӑ тунӑ. Вӑл ун чухне паллӑ спортсменсемпе, политиксемпе, усламҫӑсемпе хоккейла вылянӑ, хапхана 7 шайба кӗртнӗ.

 

Республикӑра

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫре нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Вырӑна ветеринари специалисчӗсем ҫитнӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, тилӗ вилли унта авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнченех выртнӑ.

Специалистсем контейнер ҫывӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ. Тилӗ виллине перӗннӗ ҫынсене, чӗрчунсене тупман. Унтан вилене республикӑри ветеринари лабораторине илсе кайнӑ. Вӑл урнӑ чирпе чирлени палӑрнӑ.

Ҫакна пула Йӗпреҫ поселокӗнче карантин палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Урнӑ чире тата тупса палӑртмасан карантин икӗ уйӑха тӑсӑлӗ.

 

Раҫҫейре

«Ҫыннӑн 21 ҫул тултариччен хӑрушлӑх туйӑмӗ ҫук. Вӑл вилме пултарасси пирки шухӑшламасть. Ҫавӑнпа эпир водитель правине 21 ҫултан ҫеҫ пама юрани пирки калатпӑр», — ҫапла каланӑ РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин психиатри енӗпе штатра тӑман специалисчӗ Зураб Кекелидзе.

Кун пирки вӑл журналистсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Хальлӗхе ку тӗлӗшпе саккун проектне хатӗрлени пирки сас-хура ҫук.

Тӗлӗнмелле те, нумаях пулмасть Патшалӑх Думине пачах урӑхла сӗнӳ ҫитнӗ: водитель правине 16 ҫултан памалла имӗш. Анчах унпа юнашар 3 ҫул каялла права илнӗ водитель лармалла. Пӗччен ҫӳрекенсене штрафлама сӗннӗ: 2,5-3 пин тенкӗлӗх.

 

Республикӑра

РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ 1930 ҫулта ҫуралнӑ Николай Семенова шырать. Ватӑскер килтен авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ку таранччен те таврӑнман.

Арҫын 85 ҫулти пек курӑнать, 150 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Вӑл кӑвак плащ, кӑвак трико, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Пуҫӗнче — хура сӑран карттус.

Николай Иванович аран утать. Вӑл аташса каять, нимӗн те илтмест. Ӑна куракансене 89276657705 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13935
 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Психика сывлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ пулӗ. Ҫавна халалласа республикӑра паян тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Вӗсенчен пӗрине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗ тӗлӗнче йӗркеленӗ.

«Психологический десант: время избавиться от стресса» (чӑв. Психологи десанчӗ: стресран хӑтӑлма вӑхӑт) ятлӑ акци 11 сехет те 30 минутран пуҫласа 13 сехетчен тӑсӑлнӑ. Ун вӑхӑтӗнче кирек кам та кӑмӑл-туйӑма еплине, астуса юласлӑха тата ыттине тӗрӗслеттерме пултарнӑ.

Медицина психологӗ пур сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче паян ирхи 10 сехетрен 13 сехетчен психика сывлӑхне ҫирӗплетмелли тренингсем йӗркеленӗ. Унта пациентсем кӑна мар, тухтӑрсем те хутшӑннӑ.

Ыран 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Республикӑри психиатри пульницин диспансери уйрӑмӗсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртмелле.

 

Республикӑра
Наталья Тимофеева тата Михаил Игнатьев
Наталья Тимофеева тата Михаил Игнатьев

Паянтанпа Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне республикӑн Юстици министерствипе пӗрлештернӗ. Ҫӗнӗ ведомство Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятлӑ пулӗ. Кун пирки хушӑва регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыҫҫӑнах Михаил Игнатьев тепӗр йышӑну та кӑларнӑ. Унта юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама маларах асӑннӑ комитета ертсе пынӑ Наталья Тимофеевана ҫирӗплетме йышӑннӑ.

Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ маларах вӑл министерство пулнӑччӗ, кайран, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ӑна комитета куҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комитет ертӳҫине Наталья Тимофеевана лартнӑччӗ. Унччен Н. Тимофеева пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ.

Комитетпа министерствӑна пӗрлештернине кура служащисен шучӗ 10 процент ытла чакмалла.

 

Экономика
Ҫӗрпӳ районӗнчи ашпа шӑмӑ ҫӑнӑх савучӗ
Ҫӗрпӳ районӗнчи ашпа шӑмӑ ҫӑнӑх савучӗ

Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци савутне сутса яма йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла республикӑн унитарлӑ предприятийӗ, каярах акционерсен обществи туса хунӑ предприятин акци пакетне сутлӑха кӑларнӑ.

Пурлӑх халиччен республикӑн харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Аукционта акцисен 75 процентӗнчен 1 акци сахалтарах сутма палӑртнӑ. Ӑна туянас текенсен малтанласа 27 миллион тенкӗ хатӗрлесе хумалла. Илес текенсем тупӑнсан аукцион вӑхӑтӗнче ку хак хӑпарасси паллӑ ӗнтӗ. Аукционӑн пирвайхи утӑмне 1 миллионпа хакланӑ. Суту-илӳ кунне юпа уйӑхӗн 17-мӗшне палӑртса хунӑ. Савутӑн ҫӗнӗ хуҫи пулса тӑрас текенсен заявкисене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакассинче вырнаҫнӑ савут вилнӗ выльӑха тирпейлесе ашпа шӑмӑ ҫӑнӑхӗ хатӗрлет.

 

Сывлӑх
Юлашки ҫула кайичченхи пулӑшу...
Юлашки ҫула кайичченхи пулӑшу...

Чӑваш Ен ачасене килте паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен пилотлӑ регионсен шутне лекнӗ.

Ӗнер Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча пульницинче ачасене паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен специалистсем валли икӗ кунлӑх семинар уҫӑлнӑ. Мероприятие «Детский паллиатив» (чӑв. Ача-пӑча паллиативӗ) ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленипе ӗҫлет. Фонда РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви субсидипе пулӑшать.

Ҫӗнейми йывӑр амакпа аптӑракан ачасене пулӑшассипе кун пек семинар пирӗн республикӑра иккӗмӗш хут иртет. Унччен ӑна ҫулталӑк каялла йӗркеленӗ.

Семинарта республикӑн сывлӑх сыхлав министерствин пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ҫӗршыври пилотлӑ 20 регион шутне ахальтен мар лекнӗ. Пирӗн тӑрӑхра ачасен паллиативлӑ уйрӑмне Раҫҫейре чи малтан тенӗ пек йӗркеленӗ, апла пулсан опыт та пур.

Сӑмах май каласан, ыран — Хосписсен тата паллиативлӑ пулӑшӑвӑн пӗтӗм тӗнчери кунӗ.

 

Политика
Тӗп суйлав комиссийӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчи ӳкерчӗк
Тӗп суйлав комиссийӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчи ӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗсене суйлама кандидатурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Элтеперӗ ячӗпе ярса памалла. Унта кандидатӑн ятне-шывне, хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине, ӑҫта кам пулса ӗҫленине тата ыттине кӑтартмалла. Суйлав комиссийӗн пайташӗ пулас шухӑшлӑ ҫыннӑн хӑй аллипе ыйтса ҫырни те кирлӗ.

Кандидатсене общество пӗрлешӗвӗсем, политика партийӗсем тӑратнӑ чух вӗсен хӑйсене регистрациленине ӗнентерекен свидетельство тата устав копийӗ кирлӗ.

Документсене юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Хутсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 11.01 пӳлӗме ҫитермелле. Ӗҫ вӑхӑчӗ — ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 17 сехетчен. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7 (8352) 39-35-69.

 

Чӑвашлӑх
Андреас Каппелер профессор тата Валерий Андреев ректор
Андреас Каппелер профессор тата Валерий Андреев ректор

Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкара Венӑри Андреас Каппелер профессор килсе ҫитнӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл чӑвашсем ҫинчен нимӗҫле кӗнеке пичетлесе кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.

«Die Tschuwaschen: Ein Volk im Schatten der Geschichte» (Böhlau Köln, 2016.) (чӑв. Чӑвашсем: истори мӗлкийӗнчи халӑх) ят панӑскере юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институчӗн акт залӗнче 10 сехет те 30 минутра хӑтланӑ. Чӑвашсем ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ ятпа Австри ӑсчахне кооператив институчӗн ректорӗ Валерий Андреев, вӗренӳ министрӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов саламланӑ.

Сӑмах май каласан, пӗр кун маларах Андреас Каппелер профессор Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2440, 2441, 2442, 2443, 2444, 2445, 2446, 2447, 2448, 2449, [2450], 2451, 2452, 2453, 2454, 2455, 2456, 2457, 2458, 2459, 2460, ... 3746
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...