Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса нарӑсӑн 23-мӗшӗччен республикӑра «Снегоход» (чӑв. Юрҫӳрен) уйӑхлӑх пырать.

Унӑн тӗллевӗ — юр ҫийӗн ҫӳрекен ҫав техникӑн техника тӑрӑмне тӗрӗслесси, регистраци йӗркине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине палӑртасси, хӑрушсӑрлӑх правилисене тытса тӑрасси. «А» ушкӑна кӗрекен автотранспорта тата мотохатӗре уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче йӑлтах тӗрӗслесшӗн.

Юрҫӳренсене (снегоходсене) вӗсен двигателӗ 4 кВтран е 5,4 лаша вӑйӗнчен пысӑкрах пулсан регистрацилемелле. Ун рулӗ умне АI, АII, АШ, АIV категориллӗ тракторист-машинист прави пур ҫынсен кӑна ларма юрать. Мӗнле категори кирли снегоходӑн хӑватӗнчен, вӑл миҫе пассажира турттарнинчен килет. Ӑна тытса пыракансен те, ытти машина рулӗ умӗнчи пекех, хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас тата Пӑртас ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем кашкӑрсене пула аптӑраса ҫитнӗ.

Кӗперлӗ Кӳлхӗрринче, сӑмахран, ҫак тискер чӗрчун мӗн чухлӗ шар кӑтартнине шутласа халтан кайни пирки ӗнентереҫҫӗ район администрацийӗнче.

Ҫынсен сурӑхӗ те ҫухалать иккен, хурӗ те, килти йытта та кашкӑрӗ тиркемест. Нурӑсри ҫутҫанталӑк заказникӗнче вара хир сыснисем шар кураҫҫӗ.

«Рассвет» тулли мар яваплӑ обществӑн сунарҫи Леонид Михайлов кашкӑр паразитлӑ тата вируслӑ чир-чӗр сарать тесе хӑратни таранах илсе кӑтартнӑ район адмиснитарцийӗн сайтӗнче кашкӑрсене тытма пуҫланине пӗлтерекен хыпарта.

Ҫапла, иртнӗ канмалли кун Вӑрманкасра тӑватӑ кашкӑра персе пӑрахнӑ. Пӗри ама ҫакланнӑ, ыттисем — аҫасем. Вӑрнарсем шутланӑ тӑрӑх, районта тата тепӗр виҫӗ кашкӑр юлма пултарнӑ.

 

Персона

Сӑвӑс, килти тусанра пурӑнаканскер, аллерги пуҫарма пултарассине пирвайхи хут каланӑ чӑваш ӑсчахӗ Леонид Иванов паян 70 ҫул тултарнӑ.

Леонид Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӑсчахӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патофизиологи кафедрине ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче Леонид Иванов пӗртен-пӗр аллерголог-иммунолог пулнӑ.

Профессор тусанра сӑвӑс пуррине пӗрремӗш палӑртнӑ. Вӑлах аллерги пуҫарнине каланӑ. Кун валли вӑл чылай тӗпчев ирттернӗ.

Республикӑра аллерголог-иммунологра ӗҫлекенсенчен пурте тенӗ пекех Леонид Иванов патӗнче вӗреннӗ. Хӗрӗ те ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Вӗсем ашшӗпе кӗнеке кӑларнӑ. Тӗпчевӗсенчен пӗри — трепел минерал. Вӑл Улатӑр районӗнче нумай. Леонид Иванов тӗпчевӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чирлӗ чылай ҫынна минералпа сиплеме пулать.

 

Статистика «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Кӑрлач уйӑхӗ вӗҫленчӗ. Эппин, ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт. Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче ачасене мӗнле ятсем хунӑ-ха?

Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 643 ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 322-шӗ — арҫын ача, 321-шӗ — хӗрача.

Калинин районӗнче ачасене хӑйне евер ят хуракансем пулнӑ: Ян, Ильдар, Юлиан, Радмилла и Элина. Ленин районӗнче Леон, Лев, Серафим, Архелия, Иванна, Каролина, Есения, Амалия, Марианна ҫуралнӑ. Мускав районӗнче Эльза, Агния, Аделина, Амелия, Аветиса, Далемира кун ҫути курнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗнче 11 йӗкӗреш ҫуралнӑ. 107 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81149
 

Пӑтӑрмахсем "Про Город" тунӑ сӑн
"Про Город" тунӑ сӑн

Шупашкарта пӗр ача вилнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пулнӑ.

Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Мате Залка урамӗнчи пӗр ҫуртра ача ҫурҫӗр иртни 3 сехетре сывлама чарӑннӑ. Вӑл икӗ ҫулта кӑна пулнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку чӑнах та пулнине ҫирӗплетет. Ача чире пула сывлама чарӑнни паллӑ. Анчах мӗнле чир? Ҫакна каярахпа, тӗрӗслев ирттерсен, палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81160
 

Вӗренӳ

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑри 5 шкула, кунсӑр пуҫне 17 класа карантина хупнӑ.

Ҫавна май занятисене 852 ача ҫӳремест. Кунсӑр пуҫне шкулчченхи пӗр учреждение, виҫӗ ача пахчинчи 4 ушкӑна карантина хупнӑ. Ҫапла майпа 220 ача килте ларать.

Паян планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти хӑш-пӗр класа карантина хупнӑ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, 59-мӗш (5 класс), 54-мӗш (2 класс), 30, 38 тата 24-мӗш шкулсенче (1-ер класс) хупӑннӑ.

 

Пӗлтерӳ

Чӑваш халӑх сайчӗ черетлӗ укҫа конверчӗ хатӗрлесе кӑларчӗ. Хальхинче — чӑваш эрешӗллӗскерне.

Аса илтеретпӗр, чӑвашла укҫа конвертне пуҫласа эпир пӗлтӗр кӑлартӑмӑр. Хальхинче хатӗрлени пекех эпир ӑна та пӗр-пӗр уяв ячӗпе ҫыхӑнтармарӑмӑр, хуть те мӗнле мероприятире те, темӗнле уявра та усӑ курма май пултӑр терӗмӗр.

Укҫа конвертне «СУМ» лавккара (хакӗ 35 тенкӗ) тата «Чӑвашпичет» киоскӗсенче туянма май пур. Ҫавӑн пекех сутлӑхра пӗлтӗр хатӗрлени те пур — эпир ӑна та хушма тиражпа кӑштах тӳрлетсе («Саламлатӑп» вырӑнне «Саламлатпӑр» ҫырса) кӑлартӑмӑр.

 

Кӳршӗре

Шӑп та лӑп тепӗр уйӑхран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакан ҫармӑссем пухӑнаҫҫӗ.

Ҫав кун вӗсем пуху ирттересшӗн.

Пуҫтарӑнмалли вырӑна та ҫармӑссем халех палӑртса хунӑ. Вӗсем республикӑн Наци вулавӑшӗнче 18 сехетре пуҫтарӑнасшӑн.

Чӑвашра пурӑнакан ҫармӑссем пухура мари халӑхӗн Йошкар-Олара иртекен Х съездне делегатсем суйламалла. Съезд ака уйӑхӗн 14–16-мӗшӗсенче иртмелле.

 

Тӗнчере

Швейцари влаҫӗ патшалӑхӑн кашни гражданинне — ӗҫлет вӑл е ӗҫлемест ҫав-ҫавах — 2500 швеци франкӗ (€2250 е 184 526 тенкӗ) тӳлеме пуҫласшӑн. Ку ҫӗнӗлӗхе ырласан Швейцари уйӑхсерен пурне те тупӑшпа тивӗҫтерекен тӗнчери пӗрремӗш патшалӑх пулса тӑрӗ.

Ҫӗнӗлӗхе патшалӑхри демографи институчӗ ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх йӗркеленӗ пулать. Швейцари халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑхсерен тӳлекен тупӑш йӗркелесен те вӗсем ҫав-ҫавах хӑйсене валли ӗҫ шырӗҫ. 2% кӑна хӑйсен ӗҫне пӑрахса патшалӑх ӗнси ҫинче пурӑнма пуҫласси ҫинчен каланӑ. Тепӗр 8% шухӑшласа пӑхма вӑхӑт кирли ҫинчен пӗлтернӗ. Ыйтӑма хутшӑннӑ халӑхран 56% влаҫрисем унашкал саккуна йышӑнмасть тесе шухӑшлать.

Швейцари ҫыннисем ку тӗлӗшпе утӑ уйӑхӗнче сасӑласа йышӑнасшӑн. Сӑмах май ку ҫӗршыври чи пӗчӗк пенси виҫи 1160 франкпа (85 пин тенкӗ) танлашать. Вӑтамран Швейцари ҫынни уйӑхне 6 пин ытларах франк (453 пин тенкӗ) ӗҫлесе илет.

 

Хулара

Шупашкарта ҫулсерен иртекен конкурса кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл — «Чи лайӑх атте». Ӑна нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Конкурса ҫулсерен Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫисен кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ашшӗн ҫемьери рольне кӑтартасси, вӑл ачасене воспитани парас ӗҫе мӗнле хутшӑннине уҫса парасси.

Конкурса ачасене воспитани парас ӗҫе хутшӑнакан, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакан ашшӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗш вырӑнсӑр пуҫне номинацисем пулӗҫ: «Чи лайӑх ашшӗ — нумай ачалли», «Чи лайӑх ашшӗ — производственник», «Ӑрури чи лайӑх ашшӗ», «Чи лайӑх ашшӗ — ашшӗ-герой», Чи лайӑх ашшӗ — спортсмен», «Чи лайӑх ашшӗ — пултаруллӑ ҫын».

Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 8-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81129
 

Страницӑсем: 1 ... 2652, 2653, 2654, 2655, 2656, 2657, 2658, 2659, 2660, 2661, [2662], 2663, 2664, 2665, 2666, 2667, 2668, 2669, 2670, 2671, 2672, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 14

1933
91
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
53
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...