Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Республикӑн правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи республика хыснине пӑхса тухнӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.

Канашлура республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн, Общество палатин пайташӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хутшӑннӑ.

Михаил Игнатьев кӑҫалхи хысна экономикӑн кӑткӑс условийӗсенче пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ. «Йывӑрлӑха пӑхмасӑрах республика хыснин виҫисене виҫҫӗмӗш хут тӳрлетнӗ май пӗрлештернӗ тупӑшӑн суммине 359 млн тенкӗлӗх пысӑклатма май килет», — тенӗ.

Тӗп калаҫу республикӑра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне лайӑхлатасси, ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси, ҫынсене ишӗлес патнех ҫитнӗ ҫуртсенчен куҫарасси пирки пынӑ.

 

Культура

Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен культура керменӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсен «Шкул шӑпчӑкӗ» республика конкурсӗ иртнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шутӗнче Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Республикинчи учительсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ те пулнӑ.

Чӑваш халӑх юррисене юрлакансен ӑмӑртӑвне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчӗк районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата шкул Ҫӗpпӳ хулисенчен ачасен 11 фольклор ушкӑнӗ, 28 солист, учительсен 6 фольклор ушкӑнӗпе 9 солист хутшӑннӑ.

Солистсемпе фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑхӗн хӑна, салтак, вӑйӑ, ӗҫ, лирика юррисене шӑрантарнӑ. Уяв каҫӗнче сюжетлӑ вӑйӑсемпе юрӑсем, такмаксемпе ташӑсем пӗp-пӗринпе ылмашса пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/506.html
 

Чӑвашлӑх

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Мускав облаҫӗнчи Одинцово хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Одинцовӑпа курса калаҫнӑ.

Леонид Волков Татьяна Одинцовӑна Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралса ӳснӗ Виктор Михайлович Михайлова тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Виктор Михайлович — Канаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Халӗ вӑл Одинцово хулинче пурӑнать.

Тӗлпулура Одинцово хулинче тата облаҫӗнче Чӑваш Республикинчи ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑрккине ирттересси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех Одинцово районӗнче ҫитес ҫул чӑваш наци уявне — Акатуя — паллӑ тӑвас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, уяв Захарово ялӗнче иртме пултарӗ. Унта Александр Пушкинӑн ачалӑхӗ иртнӗ.

 

Спорт Татьяна Архипова
Татьяна Архипова

Иртнӗ эрнере Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетҫӑсене тӗнче шайӗнче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнма чарнӑ. Ҫакна пулах чӑваш спортсменӗсем тупӑшусене сиктернӗ.

Акӑ Татьяна Архиповӑна Японире иртекен марафона хутшӑнма ирӗк паман. Ӑмӑрту канмалли кунсенче иртнӗ.

Чӑваш Енӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе пӗрлештернӗ командин тренерӗ Николай Панфилов каланӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗнче Наталья Пучкова марафонка та ӑмӑртӑва сиктерме пултарӗ. Алина Прокопьева тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнасси те иккӗленӳллӗ.

2016 ҫулта Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе Тӗнче кубокӗ иртмеллеччӗ. Ӑна ирттерме те чарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе официаллӑ хутсем килмен, ҫавӑнпа турнира хатӗрленес ӗҫе хальлӗхе чарса лартман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80126
 

Политика

Паянтан, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев отпуска кайнӑ. Нумайлӑха мар, икӗ эрнелӗхе кӑна.

Вӑл вӑхӑтра Элтепер тивӗҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин пурнӑҫлӗ. Михаил Васильевич отпускра чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пулӗ.

Михаил Игнатьев хӑйӗн отпускне ӑҫта ирттересси паллӑ мар. Пӗлтӗр вара Михаил Васильевич Алтай республикинче пулнӑ. Унта вӑл ҫӗнӗ сезона хатӗрленекен чӑваш биатлонисчӗсемпе тӗл пулнӑ. Хальхинче Михаил Игнатьев ӑҫта канасси пирки пӗлтермен-ха.

 

Тӗн

Мускав тата пӗтӗм Руҫӗн патриархӗ Кирилл Байкал кӳлле сӑваплама шутлать. Ку сӗнӳпе ун патне Раҫҫейӗн Аслӑ арбитраж сучӗн председателӗн ҫумӗн вырӑнне йышӑннӑ Владимир Исайчев ҫулҫӳревҫӗ тухнӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх патриарх унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ.

«Байкал авалтанпах сӑваплӑ кӳлӗ шутланать. Вырӑнтисем ӑна тинӗс тесех калаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхра шамансемпе буддистсен йӑли-йӗркисем вӑйлӑ. Патриарх ҫакна ӑнланать, анчах та ун шучӗпе ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратмӗ. Байкала сӑваплани кӳлӗне сыхласа хӑварма хавал парӗ кӑна», — тенӗ ҫулҫӳревҫӗ. Кӳлле сӑваплассине патриарх Тухӑҫ Ҫӗпӗре ӗҫпе тухсан пурнӑҫлӗҫ.

Байкал — тӗнчери чи тарӑн кӳлӗ. Чӑвашла ун ячӗ «пуян кӳлӗ» пек куҫать.

 

Чӑвашлӑх

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ют ҫӗршывран килнӗ студентсем вӗренеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӗсем Чӑваш наци музейӗнче пулса курнӑ.

Музей ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем Эльмира Васильева тата Руслан Петров студентсемпе залсем тӑрӑх экскурси ирттернӗ. Студентсем тепӗр икӗ залӗпе хӑйсем тӗллӗн паллашнӑ.

Хӑнасем уйрӑмах чӑваш костюмӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Студентсем чӑваш халӑх инструменчӗсем мӗнле сасӑ кӑларнине те киленсе итленӗ.

Сӑмах май, Чӑваш наци музейӗнче ют ҫӗршыв студенчӗсен кунӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн музее ют ҫӗршывран килнӗ 300 ытла студент ҫитсе курнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта тискер ӗҫ пулнӑ. Каҫхи 6 сехет тӗлӗнче Эгер бульварӗнчи пӗр общежитире 3 ҫулти ачана вӗлернӗ.

Инкек пулнӑ вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ачана ашшӗ вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Арҫын киле ӳсӗр килнӗ. Ача макӑрнӑ сасӑ ӑна питӗ тарӑхтарнӑ ахӑртнех. Ҫавӑнпа вӑл пӗчӗкскере чышкипе ҫапнӑ. Ача сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ.

Ӑнӑҫсӑр ҫемьен тусӗ каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ шӑматкунах кӑвак ҫӳренӗ. Вӗсен тата пӗчӗкки пур. Вилни шӑпах асли.

Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, ашшӗне тӑтӑшах ӳсӗр курнӑ. Амӑшӗ те эрех ӗҫкеленине палӑртнӑ вӗсем.

Ачана ҫапнӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах медиксем килнӗ те пӗчӗкскер вилнине палӑртнӑ. Унтан шурӑ халатлисем полицейскисене чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80116
 

Политика

Чӑваш Енре коррупципе кӗрешекен комисси йӗркеленӗ. Унӑн йышне камсем кӗнине те палӑртнӑ. Документа ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.

Коррупципе кӗрешекен комиссие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пырӗ. Хушӑва Михаил Васильевич чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Комисси ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫне ЧР Администрацийӗн пуҫлӑхӗ пурнӑҫлӗ.

Комисси йышне 27 ҫын кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче администраци пуҫлӑхӗсем, чиновниксен ҫумӗсем тата ыттисем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80109
 

Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательстви черетлӗ кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл — ачасем валли. Маларах проза, поэзи, драматурги антологийӗсем тухнӑ. Хальхинче вара «Чӑваш литературин антологийӗ: ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем» ятли кун ҫути курнӑ.

Кӗнекене филологи кандидачӗ Ирина Софронова литературовед пухса хатӗрленӗ. Галина Антонова вара редакциленӗ. Антологи кӗнекинче — 496 страница. Пӗтӗмпе 184 автор кӗнӗ унта.

Малтанах 1741 ҫулта ҫуралнӑ Ермей Рожанский хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем темиҫе предложенирен ҫеҫ тӑраҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе, чӑваш ача-пӑча литератури Спиридон Михайлов (Янтуш) халӑхран ҫырса илнӗ юрӑсемпе юмахсенчен тата хӑй хайланӑ «Пугачев ҫинчен», «Чее кушак» илемлӗ калавсенчен, «Телейсӗр ывӑл» очеркран, «Ятлаҫу» сценкӑран пуҫланать.

Кӗнекере авторсене ҫуралнӑ ҫулӗсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ. Унтах вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене, биографийӗсене лартнӑ. Антологие повеҫ сыпӑкӗсем, сӑвӑсем, калавсем, кӗске пьесӑсем, сӑпка юррисем, тупмалли юмахсем, шӳтсем кӗнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2724, 2725, 2726, 2727, 2728, 2729, 2730, 2731, 2732, 2733, [2734], 2735, 2736, 2737, 2738, 2739, 2740, 2741, 2742, 2743, 2744, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...