Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем Владимир Прокопьев тунӑ сӑн
Владимир Прокопьев тунӑ сӑн

«Сыхланакана Турӑ сыхлать», — теҫҫӗ те. Анчах канализаци люкне кӗрсе ӳкесси пирки, ахӑртнех, кинемей шухӑшламан.

Ку вырсарникун, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Шупашкарти Гагарин урамӗнче пулнӑ.

Кинемейӗн хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, люк хупӑ пулнӑ. Анчах урапа пуссанах хупӑлчи ҫаврӑнса кайнӑ та ватӑ хӗрарӑм аялалла чӑмнӑ. Телее, юлашки самантра вӑл аллипе тытӑнса юлнӑ.

Хӗрарӑм мӗн пур вӑйне пухса люкран тухма пултарнӑ. Урине суранлатнӑ. Ҫур ҫул каялла ӑна шӑмӑ сыппине улӑштармашкӑн операци тунӑ, шӑпах ҫав урине каллех амантнӑ та.

Паллӑ ӗнтӗ, ҫав люк ачасемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Пӗчӗк шӑпӑрлан унтан хӑй тӗллӗн тухаяс ҫук. Ҫав вырӑна аварипе диспетчер служби тӗрӗслеме шантарнӑ-ха та…

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/891
 

Ҫутҫанталӑк

Шупашкарта ҫуркуннене хатӗрленме тытӑннӑ май экологи мероприятийӗсен планне палӑртаҫҫӗ. Халӗ Шупашкар администрацийӗн экологи управленийӗ ҫӳп-ҫап выртакан вырӑнсене шутлать, схемӑсем тӑвать.

Экологсен кӗске вӑхӑтра урамсене, скверсене, парксене, картишсене хӗлӗпе пухӑннӑ ӑпӑр-тапӑртан тасатма тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах хунавсемпе тӗмӗсем лартмалла, хӑрӑк йывӑҫ-турата касмалла пулӗ. Вӗсен умне ҫак тӗллевсене хула администрацийӗ лартнӑ.

Чи малтанах Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне уявламалли вырӑнсене тасатӗҫ. Хулара «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнчен тасатма пуҫлӗҫ. Унтан — Б.Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвана.

Ҫавӑн пекех шӑматкунлӑхсем скверсенче, парксенче, юханшыв хӗррисенче, ҫӑлкуҫсен ҫывӑхӗнче, культура, спорт учрежденийӗсен ҫывӑхӗнче иртӗҫ.

Кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, йывӑҫ-тӗм ытларах лартӗҫ. Пӗтӗмпе 3 пин йывӑҫ тата 7 пин тӗм. Кӑҫал Шупашкар пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ вӑрманӗ» акцие хутшӑнма палӑртать. Унпа килӗшӳллӗн Атӑл леш енче ҫуркунне тата кӗркунне 6 гектар ҫӗр ҫинче йывӑҫсем лартмалла. Унтах 5,5 пин кедр лартмалла.

 

Политика

ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, республикӑна Дмитрий Медведев премьер-министр килмелле. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи президиум канашӗн ларӑвне ирттерӗ, экономикӑна тата Раҫҫейри инноваци аталанӑвне ҫӗнетес ыйтусем тавра калаҫӗҫ.

Ҫавӑн пекех патшалӑх политики ыйтӑвӗсем пирки те калаҫӗҫ. Ларӑва Правительство председателӗн ҫумӗ Аркадий Дворкович, РФ Президенчӗн пулӑшуҫи Андрей Белоусов, РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов, Михаил Абызов министр, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ӗҫ тӑвакан органсен элчисем хутшӑнӗҫ.

Дмитрий Медведев «Хӗвел» савутра та пулӗ. ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унта сӑнавпа техника продукцин партине кӑлараҫҫӗ. Производствӑра Oerlikon Solar Швейцари компанийӗн технологийӗпе усӑ кураҫҫӗ. Унта 300 ҫын вӑй хурать.

 

Пӑтӑрмахсем

Ку харкашу Патӑрьел районӗнчи Сител ялӗнче пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ.

Мускав облаҫӗнчен пӗрисем патне хӑнана килнӗ ҫемье Сител ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве патне канма кайнӑ. Вырнаҫса ларнӑ кӑна — икӗ арҫын вӗҫтерсе те ҫитнӗ. Вӗсем Каншел ял ҫыннисем, ашшӗпе ывӑлӗ пулнӑ. Утмӑла ҫывхараканни коммерци организацийӗн тӗп директорӗнче тар тӑкаканскер иккен, вӑл районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ те шутланать.

Пӗве хӗрринче ларакан ушкӑна ашшӗпе ывӑлӗ унтан тасалма ыйтнӑ, ҫакна пӗвене хӑйсем тара илнипе сӑлтавланӑ. Анчах лешсем хускалма шутламан. Хирӗҫленине кура ашшӗпе ывӑлӗ хайхисене хӗнеме тытӑннӑ. Патакӗ Мускав облаҫӗнчен килнӗ 56-ри арҫынна та, унӑн 52-ри арӑмне те, вӗсен 28-ти тата 30-ти ывӑлӗсене те лекнӗ. Ҫапӑҫакан Каншел арҫыннисенчен ҫамрӑкки, 33 ҫулти, газпа пемелли пистолет туртса кӑларнӑ. Мускав тӑрӑхӗнчен килнисенчен пӗрин урине унпа персе суранлатнӑ.

Ҫапӑҫакан ашшӗпе ывӑлне суд нумаях пулмасть 350-шар сехет ӗҫлеттерсе явап тыттарма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.

Сӑмах май каласан, пӗвене тара илни ун ҫывӑхне ҫынсен пыма юраманнине пӗлтермест.

Малалла...

 

Кӳршӗре

Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ 25 ҫулхи юбилей паллӑ тунӑ. Чӑваш Енрен унта информаци политикин министрӗ Александр Иванов тата Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков хутшӑннӑ.

Александр Иванов министр Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫне чылайранпа пыракан туслӑх ҫыхӑнтарнине палӑртнӑ. Енсем ятарлӑ килӗшӳ тусах суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культурӑпа социаллӑ сфера енчен килӗштерсе ӗҫленине асӑннӑ вӑл.

Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗпе «Канашӑн» тӗп редакторӗн ҫумне Анатолий Дмитриева тата пичет кӑларӑмӗн штатра тӑман хастар корреспондентне, Шупашкарти «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн пуҫлӑхне Александр Вражкина хакланӑ.

Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Сваев Чӑваш наци конгресӗн ячӗпе хаҫат журналисчӗсене Николай Ларионова, Нина Еграшкинана, Елена Мустаевана Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Ӑна кӗҫнерникунсерен чӑвашла кӑларса тӑраҫҫӗ.

Малалла...

 

Ҫул-йӗр

Атӑлҫи федераци округӗнче пӗр регионтан тепӗр региона самолетсем малалла вӗҫеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, регионсем хушшинчи авиацие аталантарасси пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.

Шупашкартан самолетсем асӑннӑ округри хуласене вӗҫме чарӑнӗҫ текен сас-хура та тухнӑччӗ пӗр вӑхӑтра. Анчах ку вӑл пустуй сӑмах кӑна пулчӗ. Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве унччен епле вӗҫнӗ, халӗ те вӗҫме пулать.

Нарӑсӑн 7–13-мӗшӗсенче кӑна асӑннӑ маршрутсемпе 4-шар рейс тунӑ. Самартан Шупашкара 2 ҫын вӗҫсе килнӗ, кунтан унта 5-ӗн кайнӑ. Ӗпхӳрен Шупашкара килекенсем те, каякансем те ытларах, 12-ӗн килнӗ, 13-ӗн кайнӑ.

Аса илтеретпӗр, ку маршрутпа ҫӳрекенсене ҫул укҫине пӗтемпех тӳлеттермеҫҫӗ — такакӑн ҫуррине хыснаран саплаштараҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Республика шайӗнче иртекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсен конкурсне Шупашкар районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тренкассинчи вӑтам шкула илсен кӑна хастар миҫе ҫынна палӑртма пулать!

Н.В. Столярова, М.В. Стратонова, И.А. Фомина, В.И. Иванова, Е.Н. Максимова, Т.А. Никонорова, Е.А. Матвеева педагогсен вӗренекенӗсем район шайӗнче ӑнӑҫлӑ тухса калаҫаҫҫӗ кӑна мар, республикӑна ҫитме те тивӗҫеҫҫӗ. Л.В. Лаврентьева ертсе пынипе хатӗрленӗ ӗҫе кӑҫал та шкулти комисси членӗсем пысӑка хурса хакланӑ. Акӑлчан тата чӑваш халӑхӗсен каларӑшӗсене танлаштарса, ҫав каларӑшсем урлӑ халӑхӑн пӗтӗмӗшле кӑмӑл-туйӑмне кӑтартни пуриншӗн те интереслӗ пуласса шанаҫҫӗ.

Апла пулсан, ӑнӑҫу сунасси кӑна юлать.

 

Вӗренӳ

Вунӑ ҫула пынӑ Афган вӑрҫи: 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗччен — 2238 кун. Елчӗк районӗнче кун ҫути курнӑ 300 ытла ҫамрӑкӑн Афганистан сӑрт-тӑвӗн чулӗсене хӑйсен юнӗпе хӗретме тивнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — А. Патшин, Ю. Григорьев, Ю. Борисов — тӑван ҫӗршыва каялла таврӑнайманни пирки пӗлтернӗччӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти 9-мӗш класс вӗренекенӗсемпе шкулти таврапӗлӳ музей ертӳҫи Алевтина Иванова «Афган паттӑрӗсене эпир манмастпӑр» калаҫу ирттернӗ. Кӗҫӗн Таяпаран ҫак вӑрҫа вуннӑн хутшӑннӑ: В. Головин, О. Алексеев, Ю. Романов, О. Леонтьев, Ю. Егоров, Н. Некрасов, В. Викторов, В. Симаков, В. Садовников, В. Сергеев. Вӗсенчен иккӗшӗ пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ. Хамӑр хушӑрах ҫӳрекен паттӑрсен аса илӗвӗсемпе паллашнӑ, салтакра ӳкерттернӗ сӑнӗсене пӑхнӑ.

Музейра Афган паттӑрӗсене халалланӑ кӗтес те пур. Афган паттӑрӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вулама сӗннӗ.

 

Республикӑра

Чӑвӑш ҫамрӑкӗсем энергетика сӗткенӗсене сивлеҫҫӗ. «Энергетика сӗткенӗсене сутма чармалла» — ҫапла калаҫҫӗ хастар ҫамрӑксем.

Вӗсем саккуна улшӑнусем кӗртме сӗнеҫҫӗ. «Ҫамрӑксем — энергетика сӗткенне хирӗҫ» акци Раҫҫейри 30 регионта иртет. Усси пур. Хальлӗхе энергетика сӗткенӗсене 19 облаҫпе республикӑра сутма чарнӑ. Шел те, Чӑваш Ен вӗсен йышӗнче ҫук-ха.

Ку акци пирӗн республикӑра кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче старт илнӗ. Икӗ эрнере ҫамрӑк хастарсем энергетика сӗткенне сутассине хирӗҫ 2 пин ытла алӑ пуснине пухнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫамрӑк гварди» общество организацийӗн Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫи Станислав Торфимов акци ирттернин усси пуласса шанать. Чылайӑшӗ хаваспах алӑ пусать-мӗн. Хастарсем халӑх шухӑша ырланине кура республика ертӳлӗхӗ ҫак шӗвеке сутма чарасса ӗненет.

Федераци шайӗнче кунашкал сӗткенсене кӑларассине, сутассине пӑхса тӑракан саккун ҫук. Апла пулин те кун пек документа йышӑнмаллине нумайӑшӗ ырланӑ. Чӑваш ҫамрӑкӗсем ку ыйту ҫивӗч пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ара, чылайӑшӗ ку сӗткене тиркемест вӗт, сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнине те пӑхса тӑмасть — ӑша ярать.

 

Культура

Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнчи культура ҫуртӗнче Литературӑпа К.Иванов ҫулталӑкӗсене халалласа тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май мероприяти иртнӗ. Ҫавна май кӗнеке куравӗсем, стендсем йӗркеленӗ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсене жюри хакланӑ. Мероприятие Мӑнҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов уҫнӑ. Вӑл культура тытӑмӗнче 40 ытла ҫул ӗҫленӗ ӗҫ ветеранне Т.Денисовӑна тав ҫырӑвӗ панӑ. Пуҫлӑх пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве «Мӑнҫырма ял тӑрӑхӗ» хӑтлавпа ҫирӗплетнӗ.

Унтах алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Концерт Мӑнҫырма шкулӗн вӗрентекенӗсен хорӗ юрланипе пуҫланнӑ. Унта «Ӗмӗт» фольклор ансамблӗ, «Туслӑх» драма кружокӗ, «Сцена навсегда» хореографи кружокӗ, хӗрарӑмсен «Илем» ансамблӗ, «Соловушка» ушкӑн хутшӑннӑ.

Мероприятире «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне театрализацилесе кӑтартнӑ. Куракансем те, жюри те питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.

Сӑнсем (75)

 

Страницӑсем: 1 ... 2948, 2949, 2950, 2951, 2952, 2953, 2954, 2955, 2956, 2957, [2958], 2959, 2960, 2961, 2962, 2963, 2964, 2965, 2966, 2967, 2968, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...