Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи

Пирӗн порталти электронлӑ вулавӑшри романсен йышӗ вунҫичче ҫитрӗ. Ҫак кунсенче эпир Василий Алентейӗн «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт» романне тата Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 4-мӗш кӗнекине кӗртрӗмӗр.

«Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт» романа Владимир Андреев сканерласа йӑнӑшсенчен тасатса пачӗ. «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт» романри ӗҫсем 1950–1960-мӗш ҫулсенче чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Унти геройсем: Улатти, Пракка, Лисук, Татюк, Хритун мучи — «пирӗн колхозри, пӗтӗм бригадӑри ҫынсен пӗр вӗллери хуртсем пек пулмалла» тесе тӑрӑшса, ырми-канми вӑй хуракан ял ӗҫченӗсем.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа вара ятарлӑ паллаштарма та кирлӗ мар. Ҫак ултӑ кӗнекеллӗ хайлавра революци умӗнхи чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн электронлӑ вулавӑшра тӑватӑ кӗнеки те пур. Паян кӑна эпир 4-мӗшне кӗртрӗмӗр. Пиллӗкмӗш кӗнекене электронлӑлатас тӗлӗшпе те ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл унта вырнаҫӗ те пуль.

Пӗтӗмӗшле илсен хальхи вӑхӑтра хайлавсен йышӗ 7 пин патнелле ҫывхарать, саспаллисен калӑпӑшӗ — 40 миллиона ҫывӑх.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/lib/type/5.html
 

Персона Асамат хатӗрленӗ ӗҫ
Асамат хатӗрленӗ ӗҫ

Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ Асамат Балтаев, халӗ Чехире пурӑнаканскер, Фаберже династине пуҫараканӗ 200 ҫул ҫитнине халалланӑ коллекци авторӗ пулса тӑнӑ.

Асамат 23 ҫулта. Чехире 8 ҫул пурӑнать. Унта вӑл Яблонец-нал-Нисой хулинчи ӳнерпе промышленноҫ колледжӗнче вӗренет. Хӑйӗн пирвайхи ӗҫне Асамат 3-мӗш курсра хатӗрленӗ. Асаматӑн эскизӗсем тимӗр укҫа шӑратас енӗпе иртекен конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Халӗ вӑл Чехири укҫа ҫапакан ҫуртпа килӗштерсе ӗҫлет.

Асамат Балтаев Фаберже ҫурчӗ валли хатӗрленӗ эскиз тӑрӑх шӑратнӑ ылтӑн медале Александр Белов ювелирпа пӗрле тунӑ. Унӑн хакӗ 37,5 кронпа танлашнӑ.

Медалӗн пӗр енче — Густав Фабержен портречӗ. Ку Асаматӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсенчен пӗри. Медале ҫӑмарта ӑшне вырнаҫтарӗҫ. Асамат Балтаев каланӑ тӑрӑх, кунашкаллине хальлӗхе никам та туман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75636
 

Политика

Чӑваш Республикинче Ҫамрӑксен правительствине йӗркелеҫҫӗ. Ҫавна май конкурс ирттереҫҫӗ. Ӑна комисси йӗркелесе пырать.

ЧР Ҫамрӑксен правительстви — ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи канашлу органӗ. Вӑл ытларах общество ӗҫӗсемпе тӑрӑшӗ.

Конкурса пултаруллӑ тата пуҫаруллӑ ҫамрӑксене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Документсене Чӑваш Республикинче пурӑнакан 18–30 ҫулсенчи яш-хӗр тӑратма пултарать.

Кандидатсен докуменчӗсене нарӑсӑн 5–28-мӗшӗсенче ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт, 35-мӗш пӳлӗм.

Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Пӗрремӗшӗнче конкурс комиссийӗ ҫыру (проект) ӗҫӗсене тишкерӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче иртӗ. Иккӗмӗш тапхӑрта, ака уйӑхӗн 9-30-мӗшӗсенче, кандидатсемпе калаҫу иртӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене хӳтӗлӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ӗлӗкрех шкулсенче Тимур командисем пурччӗ. Шкул ачисем уроксем хыҫҫӑн ялти ватӑсене пулӑшма ҫӳретчӗҫ: вутӑ ҫуратчӗҫ, шыв кӳретчӗҫ, юр туртатчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра, шел те, ырӑ йӑлана чылай ҫӗрте пӑрахӑҫларӗҫ.

Ҫапах ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫе хутшӑнакансем республикӑра пур. Вӗсен йышӗнче Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари шкул ачисене палӑртмалла. Унта Тимур юхӑмне йӗркеленӗ. Вӗсем пулӑшу кӗтекенсем патне яланах ҫитме хатӗр.

Кӗҫӗн Таяпара, шел те, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем юлман. Ӗҫ ветеранӗсем тата ватӑсем пур. Паллах, вӗсенчен кашниех пулӑшу кӗтет.

Кӗҫӗн Таяпари шкулта кӗҫӗн классенчен вӗренекен ачасем аслисенчен юлмаҫҫӗ. Ав нумаях пулмасть вӗсем Раиса Ермиловна Матвеева ӗҫ ветеранӗ патне пулӑшма килнӗ. Пӗчӗк «тимурсем» картишӗнчи юра тасатнӑ. Вӗсемпе пӗрле 6-мӗш класра вӗренекен Николай Петров та ӗҫленӗ.

Раиса Ермиловна ачасен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хӗпӗртенӗскер вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналанӑ.

 

Персона Владимир Метелин
Владимир Метелин

Ҫӗршывӑн Президенчӗн Владимир Путинӑн паянхи хушӑвӗпе федерацин хӑш-пӗр тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн прокурорӗ Владимир Метелин та пур. Ӑна ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва 52-мӗш номерпе алӑ пуснӑ.

Владимир Метелин 1950 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. Сарӑтури юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ӗҫ биографине Кострома облаҫӗнчи Судислав поселокӗнче прокуратурӑра стажертан пуҫланӑ. 1992–2000 ҫулсенче Тутарстан Республикинче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен прокурорне ӑна 2004 ҫулта лартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Дарья Платонова тунӑ сӑн
Дарья Платонова тунӑ сӑн

Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти 2-мӗш лицейра чутах инкек пулман. Унта ачасем вӗренекен пӳлӗмре мачча йӑтӑнса аннӑ.

Телее, никам та шар курман. Пӳлӗм — 1-мӗш хутра. Мачча йӑтӑннӑ вӑхӑтра класра ачасем ларман — тӑхтав пулнӑ.

Ҫав лицейра вӗренекен Кирилл каланӑ тӑрӑх, унта ҫав вӑхӑтра 9-мӗш классен урок пуҫланмалла пулнӑ. Лицей директорӗ Татьяна Петрова пӳлӗме ҫитес вӑхӑтра йӗркене кӗртме шантарнӑ.

Ҫурта 1951 ҫулта хӑпартнӑ. Мачча йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн пӳлӗме ятарлӑ ушкӑн тӗрӗсленӗ. Юсава пӗр эрнере туса пӗтермелле-мӗн.

Халӗ пӑтӑрмах пулнӑ пӳлӗме ҫӑрапа питӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/852
 

Ҫутҫанталӑк

«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ унта хӗл каҫакан кайӑксене тата пурӑнакан чӗрчунсене шута илет. Ҫулсерен йӗркелекен ҫак ӗҫе вӑл иртнӗ уйӑхрах пурнӑҫлама тытӑннӑ. Чӗрчунсемпе кайӑксен хӗллехи маршрутне унта нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗчченех сӑнӗҫ.

Шута илнин тӗллевне йыша палӑртассипе сӑлтавлаҫҫӗ. Пӳрне ҫине хурса шутламаҫҫӗ. Вӑрман хуралӗн патшалӑх инспекторӗсем навигаторсемпе усӑ кураҫҫӗ. Кайӑксемпе чӗрчунсене шутлама Наци паркӗн тӑван тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен тата ӑслӑлӑх пайӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 42 маршрута шута илнӗ, вӗсен тӑршшӗ — 400 километр.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацине хутшӑнас текенсенчен заявление пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнассине пӗлтерет. Ҫапла ҫырӑва Рособрнадзор виҫӗ кун каялла, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ярса панӑ иккен.

Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне кӑҫал утӑ уйӑхӗнче тыттармассине те аса илтереҫҫӗ. Иртнӗ ҫул шкул пӗтернӗ, тӗрлӗ сӑлтава пула ППЭ тытайманнисене ӑна е малтанах (пуш–ака уйӑхӗсенче) е тӗп тапхӑрта (ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче) тытма сӗнеҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» хӑна пӳлӗмӗ «Музыкӑри Нарспиана» курав уҫать. Унта «Нарспи» поэмӑна халалланӑ музыка хайлавӗсемпе паллашма май килӗ.

Вулавӑшӑн нотӑпа музыка фондӗнче вырӑс тата чӑваш композиторӗсен «Нарспи» поэма валли ҫырнӑ кӗвӗ сахал мар упранать. Ҫӗнӗ курава пичет тата медиа-кӑларӑмсенчен те йӗркелӗҫ. «Нарспие» тӗрлӗ чӗлхепе пичетленипе те унта паллашма май килӗ.

1940 ҫулта, тӗслӗхрен, Ленинградри В. Иванишин композитор «Нарспи» опера ҫырнӑ. Иванишинӑн пуххисем, В.Кривоносовӑн «Хорсемпе арисем» тата ытти экспонатсем те ҫынсене тыткӑнласса шанаҫҫӗ. Ленинградри И. Пустыльник композитор та 1952 ҫулта чӑваш литературин классикӗн шедеврӗ тӑрӑх опера хайланӑ. Ӑна 1958 ҫулта Ленинградри нота пичечӗн типографийӗнче 1958 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ. 18 страницӑллӑ кӗнекере Нарспи арийӗ, Нарспипе Сетнер дуэчӗ вырӑсла тата чӑвашла пичетленнӗ. Чӑваш текстне И. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ.

Чӑваш композиторӗ Г. Хирбю ҫырнӑ «Нарспи» оперӑна 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ лартнӑ.

Кураври мӗнпур хайлава асӑнса та пӗтерес ҫук. Ӑна ҫитсе курмалла. Курав нарӑс вӗҫӗччен ӗҫлӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекенсем ҫӗнӗ ҫулта та лӑпкӑн пурӑнма шухӑшламаҫҫӗ. Нумай пулмасть кӑна вӗсем Хусанта Фортепиано енӗпе иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Н.Г. Жиганов ячӗллӗ Хусанти патшалӑх консерваторийӗ кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Шупашкарти музучилищере теори уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра ӑс пухакан Николай Кадыков иккӗмӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ, «Тутар композиторӗн хайлавне пуринчен лайӑх каланӑшӑн» диплома тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш курсра вӗренекен Алеся Садеева баянистка, вӑл та фортепианӑна ӑша илет, виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятпа таврӑннӑ. Кӑҫал 4-мӗш курс вӗренсе пӗтерекен, флейтӑпа калакан Анастасия Тарковская — конкурс дипломанчӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2957, 2958, 2959, 2960, 2961, 2962, 2963, 2964, 2965, 2966, [2967], 2968, 2969, 2970, 2971, 2972, 2973, 2974, 2975, 2976, 2977, ... 3743
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...