Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Шупашкара Зимбабверен делегаци килнӗ. Хӑнасем «Трактор савучӗсем» концернӑн производство лапамӗсемпе паллашнӑ.

Зимбабверен килнӗ хӑнасем хӑйсем патӗнчи хӑш-пӗр предприяти кунти концерн техникипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Техника Зимбабвери климат условийӗсенчен ӗҫлеме пултарнине каланӑ.

ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ют ҫӗршыв хӑнисене Зимбабвери шыв ресурсӗсен наци агентстви дамбӑсем тунӑ ҫӗрте республика тата концерн пулӑшӑвне шанма пултарассине пӗлтернӗ.

Зимбабве делегацийӗ предприяти кӑларнӑ ял хуҫалӑх техникине туянасси пирки те пӗлтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Енре Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. Ҫавна май республикӑри районсенче концертсем йӗркелеҫҫӗ. Владимир Путин Раҫҫейре Культура ҫулталӑкне обществӑна культура ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, культурӑпа истори еткерне сыхласа хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ.

Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнчи клуб музейӗнче Культура ҫулталӑкӗн пӗтӗмлетӳллӗ концерчӗ иртнӗ.

Ҫак кун Апаш клубне ку тӑрӑхри пур пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ: «Ивушка» хор ушкӑнӗ, «Импульс» ташӑ ушкӑнӗ, «Шурӑ акӑш» хор ушкӑнӗ, «Ӳнер сӑмахӗ» клуба ҫӳрекенсем тата Апашри халӑх театрӗ.

Концерт халӑха килӗшнӗ. Ку кашни юрӑ хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинчен те паллӑ пулнӑ.

 

Республикӑра

Куславкка районӗнчи уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем партисенчен пӗри йӗркеленӗ «Ачасене шӑккӑлат тӗлӗнтермӗшӗ парнеле» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна раштавӑн 1-мӗшӗнче йӗркелнӗ те вӑл ытларикун вӗҫленӗ.

Шӑккалата Украинӑран тарса килнӗ ачасене, тӑлӑх ачасене пылак ҫак ҫимӗҫпе савӑнтарасшӑн. Хальлӗхе 300 ытла шӑккӑлат пухӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна пухса пама килӗшнисене уйрӑммӑн тав тӑваҫҫӗ. Ӗҫ ушкӑнӗсене тата вӗсен ертӳҫисене тесе Куславккари газовиксене, унти ӗҫлӗх центрне, «Слобода» управляющи компание, Росгосстрахӑн филиалне, районти суд приставӗсене, «Авант» тулли мар яваплӑ обществӑна, район судне, вырӑнти «Ялав» район хаҫатне, Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей-ҫурта, районти тӗп вулавӑша, пушар хуралне, статистсене, Пенси фончӗн районти управленине, район администрацийӗн финанс тата социаллӑ хӳтлӗх пайӗсене асӑннӑ. Акцие хутшӑнма ыттисем те кая юлманнине палӑртаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Раштавӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче культура ҫулталӑкне официаллӑ майпа хупнӑ. Районти чи лайӑх художество пултарулӑх ушкӑнӗсем, солитсем ҫав ҫӗнӗ репертуарпа куракан умне тухнӑ. Культурӑпа кану центрӗнчи фойере вара Патӑрьел тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан буклетсен, сӑн ӳкерчӗксен альбомӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Ал ӑстисен ӗҫӗсене те илсе пынӑ.

Паллӑ ҫынсем тенӗрен, Патӑрьел тӑрӑхӗ Геннадий Айхие, Митта Ваҫлейне, Василий Давыдов-Анатрине, Алексей Талвира, Авраам Бурундукова, Юхма Мишшине, Раиса Сарпине тата ыттисене парнеленӗ.

Культура ҫулталӑкӗнче районта самай ӗҫ туса ирттернине палӑртса хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче культура учрежеднийӗсене юсаса ҫӗнетнине те, чиркӳсемпе мечетсене юсанине те, музейсене аталантарнине те, пултарулӑха аталантарма условисем туса панине те.

Районта тӗрлӗ халӑх ҫынни килӗштерсе пурӑннине палӑртнӑ. «Шӑнкӑртам вулавӗсем», «Ураза-Байрам», «Мавлюд» уявсем ирттерни те ҫавнах ҫирӗплетет тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Малалла...

 

Хулара

Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем паян Раҫҫейӗпех пикета тухма палӑртнӑ. «Умка» ыркӑмӑллӑх фончӗ «Шупашкара 550 ҫул» паркра вырнаҫнӑ «Виктория» цирк-шапито умӗнче пикет ирттерме палӑртнӑ.

Ҫапла утӑм патне ҫитнисем циркра чӗрчунсене усӑ куртарасшӑн мар иккен. Вӗсен шучӗпе чӗрчунсене япӑх условире тытаҫҫӗ. Халӑх патне ҫак информацие вӗсем плакатсемпе листовкӑсем урлӑ ҫитерме палӑртаҫҫӗ.

Паян Питӗрте тата Северодвинскра та «Чӗрчунсемсӗр цирк» пикет иртмелле пулнӑ.

 

Кӳршӗре

Раштавӑн 19-20-мӗшӗсенче Тольяттинчи «Олимп» спорт колмплексӗнче «Ылтӑн алӑсем» ярмӑрккӑ ӗҫленӗ. Унта декораципе прикладной пултарулӑхӗн тӗрлӗ енлӗ ӑстисем: тӑмран хатӗр ӑсталакансем, тӗрлекенсем, шӑратакансем, ҫыхакансем, упсма ҫине ӳкерекенсем тата ыттисем — пуҫтарӑннӑ.

Ярмӑрккӑна юрӑ-ташӑ ӑстисем те хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче — Тольяттинчи тӗслӗхлӗ «Телей» ҫемье ансамблӗ те. Ушкӑн культурӑпа массӑллӑ мероприятисене ытти чух та хастар хутшӑнать иккен. Самар тӑрӑхӗнчисемпе Раҫҫей шайӗнчисене те кӑна мар, 1998 ҫулта вӑл Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери фестивальне (вӑл Турцинчи Анкара хулинче иртнӗ) хутшӑннӑ. Чӑваш диаспори хушшинче те «Телей» ансамбль ятлӑ-сумлӑ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ok.ru/group/51717042143442
 

Республикӑра Маргарита Богатырева телекӑларӑмра
Маргарита Богатырева телекӑларӑмра

Раштавӑн 19-мӗшӗнче Леонид Якобовичӑн «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» черетлӗ телекӑларӑмӗ эфира тухрӗ. Унта Чӑваш Енри ҫынсем те хӑш чухне хутшӑнаҫҫӗ.

Хальхинче телекӑларӑма Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Маргарита Богатырёва ҫитнӗ. Вӑл финала тухайман, анчах… Ентешӗмӗре хаклӑ парнепе кӗтмен ҫӗртен савӑнтарнӑ.

Ку — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парне. Кӑларӑмра конкурса пӗтӗмлетнӗ. «Конкурс ҫӗнтерӳҫи Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ поселокӗнчи Маргарита Евгеньевна Богатырёва пулӗ!» — пӗлтернӗ кӑларӑм вӗҫӗнче.

Ентешӗмӗр савӑннипе куҫҫульленнӗ те. Ара, ӑна Мускавра хваттер туянмалли 5 миллионлӑх сертификат тыттарнӑ-ҫке-ха.

 

Персона Дима Билан
Дима Билан

Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Дима Билан хӑйӗн гаджетне Шупашкар ҫыннине парнеленӗ. Ҫӗнӗ «Айфон 6+» телефон Антон Шаплина лекнӗ.

Антон Дима Биланпа 11 ҫул ҫыхӑнса ӗҫлет. Вӑл ун валли юрӑсем хайлать. Композитор тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче парнепе сӑн ӳкерӗнсе кӑларса хунӑ, парне панӑшӑн тӗлӗннине пӗлтернӗ.

Антон Шаплин Дима Биланӑн композиторӗпе продюсӗрӗ ҫеҫ мар. Вӑл Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври ытти артистпа та ҫыхӑнса ӗҫлет. Шаплина Биланпа ӗҫлеме килӗшет-мӗн.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Билан ҫӗнӗ клипра ӳкерӗннӗ. Сценарипе килӗшӳллӗн акробатика трюкӗсем нумай пулнӑ. Вӑл вара дублерсен пулӑшӑвӗпе усӑ курман, трюксене хӑйех тунӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ ялсене тухса ҫӳресе халӑха савӑнтарасси йӑлана кӗнӗ. Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗн культура ҫуртне Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ.

Концерт халӑх пултарулӑхӗн уйӑхлӑхӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ. Ҫапла майпа ку тӑрӑхрисем Культура ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе ӑна хупнӑ.

«Шурӑмпуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗн ӳнер ертӳҫи — Луиза Митрофанова, аккомпаниаторӗ — Илья Степанов.

Концертра сцена ҫинче юрӑсем, такмаксем, шӳтсем янӑранӑ, ташланӑ. Куракансем вӗсен пултарулӑхӗпе киленсе мӗн концерт вӗҫленичченех хыттӑн алӑ ҫупнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Республикӑра

Чӑваш Енре тискер тата килти чӗрчунсен хушшинче урнӑ чир сарӑлма тытӑннине пӗлтереҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗхсем пирки сайтра та ҫырнӑччӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӳлевӗҫ ҫапкаланчӑк кушаксене тытни пирки те ҫырнӑччӗ. Ун чухне чӗрчуна ветеринари пульницине илсе кайнӑччӗ. Анчах вӑл виҫӗ кун хыҫҫӑн вилнӗ.

Раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӳлевӗҫе ветринарсем тӗрӗслесех тӑнӑ. Раштавӑн 7-мӗшӗнче унӑн сывлӑхӗ начарланнӑ. Тепӗр кун ирхине вара ветспециалистсем ҫӳлевӗҫ виллине тупнӑ. Кӗлеткине республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме ӑсатнӑ.

Ҫӳлевӗҫ те урнӑ чирпе аптӑранипе аптӑраманни хальлӗхе паллӑ мар-ха. Хальлӗхе анализсем пулман.

Сӑмах май, Чӑваш Енре ҫӳлевӗҫ йышӗ нумай мар: 9-10 пуҫ ҫеҫ. Ку тӗсе ЧР Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2995, 2996, 2997, 2998, 2999, 3000, 3001, 3002, 3003, 3004, [3005], 3006, 3007, 3008, 3009, 3010, 3011, 3012, 3013, 3014, 3015, ... 3743
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...