Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн
"Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн

Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленет. Хулара 100 ытла чӑрӑш капӑрлатма палӑрнӑ. 88-шӗ ҫуртсен картишӗнче пулӗ, ҫул ҫаврӑнӑшӗсенче 39 чӑрӑш лартӗҫ.

Кӗҫех «Салют» культура керменӗ умӗнче, Максим Горький скверӗнче, Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче, Константин Иванов скверӗнче, «Амазони» этнокомплексра, Студентсен скверӗнче капӑр чӑрӑшсем ҫуталӗҫ. Шкул бульварӗнче те уяв сӗмӗ кӗрӗ, унта аркӑсем вырнаҫтарӗҫ.

«Овас» скверӗнче, «Шупашкар» суту илӳ комплексӗ умӗнче, Кадетсен скверӗнче ҫутӑ конструкцийӗсене ҫутӗҫ.

Шупашкар хулине раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен капӑрлатса пӗтерме палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Йӑршу ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ялти клуб ҫунма пуҫланӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутра тухнӑ. Вӑл 1936 ҫулта хута янӑ клуба ярса илнӗ. Йывӑҫ ҫуртӑн тӑрри, шалти пайӗ ҫунса кайнӑ. Вулавӑшӑн шалти отделки те сиенленнӗ.

Пушарнӑйсем ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян 11 сехет те 5 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 46-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнчи хваттерте пушар тухни пирки пӗлтернӗ.

Иккӗмӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫуртра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен ҫӑра тӗтӗм подъездра хӑвӑртах сарӑлнӑ.

Ултӑ ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Пӗр хӗрарӑма тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Пушара 12 сехет те 7 минутра сӳнтернӗ. Пушар хваттерти шалти отделкӑна, сӗтел-пукана тӗп тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/4575
 

Ҫутҫанталӑк

Паян республикӑра ӑшӑ циклон хуҫаланать. Ҫав вӑхӑтрах кӑнтӑрта сивӗ фрончӗ ҫывхарать. Ҫавна май сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Кӗҫӗр ыран кӑнтӑрлахинчен ӑшӑрах пулӗ.

Ыран 5 градус таран сивӗтӗ, уяртӗ. Ыран ҫӗрле 15 градус сивӗ тӑрӗ. Юнкун та сивӗ пулӗ, йывӑҫсем шурӑ тум пӗркенӗҫ.

Кӗҫнерникун ҫил вӑйланма пуҫлӗ, циклон ҫывхарӗ. Каҫхине каллех юр ҫӑвӗ. Шӑматкун та ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Вырсарникун вара каллех ҫумӑр ҫума пултарать, ҫулсем шуҫлакланӗҫ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере хӗллехи сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Раштавӑн пӗрремӗш декади вӗҫнелле 20-25 градус таран сивӗтме пултарать. Ҫил лӑпланӗ, уяртӗ.

 

Персона

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни Алексей Филин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 92 ҫула кайнӑ пулнӑ.

Алексей Ивановчи 1963 ҫулта Шупашкарти химкомбинатра (халӗ вӑл «Химпром») ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан цех мастерӗ пулнӑ, тепӗр икӗ ҫултан 1-мӗш цеха ертсе пыма пуҫланӑ. Рационализатор ӗҫне хастар хутшӑннӑ вӑл. Унан 80 рацсӗнӗвӗнчен 4-шне производтствӑна кӗртнӗ.

Алексей Филин – «Сокол» ятлӑ хоккей тата волейбол клубӗсен, спорткуомплекс пуҫаруҫи.

 

Культура
ok.ru/cheb.cson страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
ok.ru/cheb.cson страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Калинушка» ансамбле ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем хулара тата республикӑра иртекен мероприятисене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗсем Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн ҫулталӑкри пухӑвне ҫитнӗ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

«Калинушка» ансамбле Валентина Телей ертсе пыма тытӑннӑранпа унта чӑваш ушкӑнне те йӗркеленӗ. Тава тивӗҫлӗ канури артистсем халӗ вырӑсла та, чӑвашла та юрлаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Узбекистан ҫыннисене тытса чарнӑ.

Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Узбекистан номерӗллӗ «Чери Тиго» автомашинӑна тӗрӗслеме чарнӑ.

Асӑннӑ ҫӗршывра пурӑнакан 36 ҫулти арҫын Мускавран хӑйӗн ентешӗсене илсе кайнӑ. Вӗсен пирӗн ҫӗршывра пулмалли вӑхӑчӗ тухнӑ иккен.

Водитель ӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Машинӑри тӑватӑ пассажира (вӗсем 20-30 ҫулсенчискерсем пулнӑ) пирӗн ҫӗршывран кӑларса ярӗҫ. Кайран вӗсен пирӗн ҫӗршыва тепӗр 5 ҫул иртмесӗр те килме юрамӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта ӳсӗр пӗр водителе асӑрхакансем тупӑннӑ. «Лада Ларгус» автомобиль пӗр енчен тепӗр еннелле пӗрмай пӑрӑннӑ, ӑна пула тепӗр машинӑсем инкеке лекме пултарнӑ.

Маншӑн пулсан ик айкки те тӑвайкки теме хӑнӑхман пӗр ҫын шанчӑксӑр водитель пирки йӗрке хуралҫисене систернӗ. Хӑй вара ҫав машина хыҫҫӑн пынӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем 34 ҫулти арҫын ӳсӗррине палӑртнӑ. Водитель тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ, машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑма 8 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗпе патӗнче хӑналаннӑ. Унта тусӗн пӗлӗшӗ те, 52 ҫулти арҫын, пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫнӗ чухне хӑна ҫавӑнпа хирӗҫсе кайнӑ. Ӑна вӑл пуҫӗнчен мӑлатукпа хӗнеме тапранса кайнӑ. Суранланса пӗтнӗ арҫын тепӗр кунне пульницӑра вилсе кайнӑ.

Суд хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавательне республикӑн Культура министерстви юбилейпа саламлать. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Галина Смирновӑн ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ.

Ҫамрӑк музыкантсен пултарулӑхне туптама пулӑшассипе Галина Ивановна ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Вӑл Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ, 1968 ҫулта диплом илнӗ. Галина Смирнова — флейта ӑсти. Пӗр вӑхӑт вӑл Чӗмпӗрти симфни оркестрӗнче ӗҫленӗ. 1985 ҫултанпа Шупашкарти музыка училищинче тӑрӑшать. Училищӗри ӗҫ стажӗ — 38 ҫул, пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 55 ҫул.

 

Страницӑсем: 1 ... 351, 352, 353, 354, 355, 356, 357, 358, 359, 360, [361], 362, 363, 364, 365, 366, 367, 368, 369, 370, 371, ... 3855
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.