Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине уявланӑ май логотип суйлассине пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмпе конкурса 76 ӗҫ килнӗ. Вӗсенчен 4-шӗ иккӗмӗш тапхӑра куҫнӑ. Вӗсенчен чи лайӑххине суйлӗҫ те.

Пӗр ӗҫ Чӗмпӗр облаҫӗнчен пулнӑ. Ыттисем - пирӗн республикӑран. Конкурса ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшӑннӑ.

Чи лайӑх логотипа ҫитес эрнере суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.

 

Республикӑра

"Сӑрҫи" заповедникри фотокапкӑнсем хӑмӑр упана ӳкерсе илнӗ. Эппин, Чӑваш Енре ҫак тискер чӗрчунсем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ.

Фотокапкӑнсем упа вӑрманта апат шыранине ӳкернӗ. Ӑна ӑннӑ темелле - вӑл хӗлле вилнӗ чӗрчун виллине тупнӑ.

Юлашки статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре 30 ытла хӑмӑр упа пурӑнать. Вӗсене республикӑри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.

 

Республикӑра
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех. Эппин, ейӗве пӗтӗмлетме вӑхӑт.

Телее, кӑҫал ейӳ тапхӑрӗ пысӑк инкексемсӗр иртсе кайнӑ. Кӑҫал ҫурхи ҫанталӑк самай маларах килчӗ пулсан та лару-тӑру лӑпкӑ пулнӑ. Ҫапах уйрӑм хуҫалӑхсене шыв кӗни, юханшывсем пӗве урлӑ каҫса кайни пулнӑ.

Паянхи кун юханшывсенче шыв шайӗ чакса пырать.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова фристайл енӗпе 9-мӗш хут Раҫҫей чемпионкт пулса тӑнӑ. Палӑртмалла, Лана 2018 ҫулта хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, 2019 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра ҫӗнтернӗ.

Хальхинче Лана Прусакова "слоуп-стайл" дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла вӑл тупӑшӑвӑн юлашки кунӗнче палӑрнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер 20 сехет 10 минутра Етӗрне районӗнчи Совхозный поселокӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫулти водитель транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та "Сканийӑпа" ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫамрӑк водитель КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 38 ҫулти водитель "Опель" машинӑпа "Скания" ҫине пырса тӑрӑннӑ.

18 ҫулти каччӑ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. "Опель" машинӑри 9 ҫулти ачан хырӑмӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗччен ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри фестиваль-конкурсӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ йӗркелекен ҫав конкурса хутшӑнма кая юлман-ха.

Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хуласемпе муниципалитет округӗсенчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче вырӑнти ӑстасене суйласа илӗҫ. Унтан вӗсем республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн али витӗр тухӗҫ. Ҫав тӗрӗслев ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль-конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл кун гала-концерт пулӗ.

 

Республикӑра
kukmor-rt.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kukmor-rt.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравланӑ чухне Элӗк районӗнчи пӗр хӗрарӑм Мӑн Этмен плотини ишӗлме пуҫлани, «Испухан — Мӑн Ямаш» ҫул япӑхни пирки пӗлтернӗ.

Олег Николаев ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, сметӑпа проект докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ. Республика ертӳҫи ӗнентернӗ тӑрӑх, плотинӑна кӑҫал, ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртнӑ.

Плотинӑсене тӗрӗслес ӗҫе республикӑра 2020 ҫултах пуҫланӑ-мӗн. Нумайӑшӗн хуҫи ҫук. Халӗ ҫав кӑлтӑка пӗтерессипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia/11699
 

Хулара
chuvbook.ru сайтри сӑн
chuvbook.ru сайтри сӑн

Чӑваш кӗнеке издательстви "Шупашкар. Чебоксары" открыткӑсен пуххине кӑларнӑ. Унта - 24 открытка.

Кашнин ҫине Шупашкарти илемлӗ вырӑнсене суйласа сӑнланӑ. Вӗсем ҫинче Мускав ҫыранне, Шупашкарӑн тӗп урамӗсене, каҫхи хулана курма пулать. Открыткӑн пӗр енче хулари вырӑн пирки, сӑнӳкерчӗк авторне ҫырса кӑтартнӑ.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Пуш уйӑхӗнче, нарӑспа танлаштарсан, кӑшӑлвирусран 2 хут нумайрах ҫын вилнӗ. Нарӑсра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пуш уйӑхӗнче вара - 11 ҫыннӑн.

Юлашки талӑкра 71 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 57 ҫын сывалнӑ. 7 пациента пульницӑна вырттарнӑ. Иртнӗ талӑкра 1 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.

Пандеми пуҫланнӑранпа респуликӑра 4723 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Александр Пӑртта 60 ҫул тултарать. Ҫавна май ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче культура учрежденийӗнче артистӑн юбилей каҫӗ иртӗ.

Пулас артист, драматург тата ҫыравҫӑ Красноармейски районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуранӑ. Ярославль хулинчи театр училищинчи (аслӑ шкулти) актёр факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш пукане театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1990 ҫулта вӑл Ҫамрӑксен театрне куҫнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 428, 429, 430, 431, 432, 433, 434, 435, 436, 437, [438], 439, 440, 441, 442, 443, 444, 445, 446, 447, 448, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.