Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Совет урамӗнче 15 ҫулти каччӑ мопедпа пынӑ чухне темӗн ҫине кӗрсе кайнӑ. Хӑй аманман. Анчах 14 ҫулти пассажир ӳкнӗ те вилмеллех аманнӑ.

Мопед водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Аслисем пур чухне унран ку инкек пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑксем иккӗшӗ те мотошлемсӑр пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/89458
 

Республикӑра
pulse.mail.ru сайтри сӑн
pulse.mail.ru сайтри сӑн

«Чечексем вырӑнне - ачасем». Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ ҫакнашкал акцие авӑнӑн 1-мӗшӗнче ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унпа килешӳллӗн, ачасем вӗрентекене класс ятӗнчен пӗр чечек ҫыххи парнелеҫҫӗ. Перекетленӗ укҫа-тенке вара йывӑр чирпе нушаланакан ачасене сиплеме параҫҫӗ.

Ку акцие ҫултан-ҫул ытларах та ытларах шкул хутшӑнать. Кӑҫал 30 шӑпӑрлана пулӑшма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе 2 миллион ытла тенкӗ пухасшӑн. Нимеҫӗсем шкулсем кӑна мар, усламҫӑсем те пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Пӗлтӗр акцие Чӑваш Енри 350 класс хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкулсенче «Ыркӑмӑллӑх урокӗ» ирттерме сӗнеҫҫӗ. Унта чирлӗ ачасене пулӑшни мӗн тери кирлӗ пулнине каласа кӑтартчӑр.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫал пуҫласа инҫет ҫыхӑну мелӗпе электрон сасӑлава хутшӑнайӗҫ.

Авӑн уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче Чӑваш Енри 9 муниципалитет пӗрлешӗвӗнче 15 депутата суйламалла.

Сасӑлава 17,5 пин ытла ҫын хутшӑнӗ.

Электрон мелпе ҫав шутран 2,4 пин ытларах ҫын сасӑлама палӑртса хунӑ. Ку вӑл мӗнпур суйлавҫӑн 13,6 проценчӗ пулать.

Сасӑлав электрон мелпе хутшӑнас текенсен заявленине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 24 сехетчен йышӑнӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ

Лапсар посёлокӗнче пурӑнакан ҫынсем урамра ҫӳп-ҫап купаланса выртнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Пӑшӑрханса кӑна лармаҫҫӗ-ха вӗсем, ку ыйтупа вырӑнти управляющи компание те ҫитнӗ. Анчах унтисем: «Сирӗн ӗҫ ҫук», — тесе касса татнӑ-мӗн.

Урама икӗ эрне ытла сӑнсӑрлатса выртакан ҫуп-ҫап пирки вӗсем Телеграмри каналсенчен пӗрне пӗлтернӗ. Хӑйсен сӑмахне ӗнентерме вӗсем сӑнӳкерчӗксене те ярса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/7702
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 11 сехет ҫурӑра М-7 ҫулӑн 576-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Даф" грузовик водителӗ светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра чарӑннӑ та малта ларакан "ВАЗ-2115" машина ҫине пырса кӗнӗ.

Аварире ҫӑмӑл машина водителӗ аманнӑ. Икӗ водитель те урӑ пулни паллӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Республикӑра
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра каллех Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Ҫав кун ҫынсем катоксене, бассейнсене, тренажер залӗсене тата ытти спортобъекта тӳлевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ.

Палӑртмалла: Сывлӑхпа спорт кунне Чӑваш Енре кашни уйӑхрах ирттереҫҫӗ. Ыранхи программӑна хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, ун чухне Ҫӗнӗ Шупашкарти манежра лашапа ярӑнма, бассейнра ишме, теннисла выляма пулать.

ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Сывлӑхпа спорт кунне аслӑ ӳсӗмрисем те, ҫамрӑксем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ене сыр пӗҫерекен Раҫҫейри паллӑ ҫын килсе ҫитнӗ. Вӑл Фермерсен слётне хутшӑнать.

Аса илтерер: паян, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче фермерсем слёта пуҫтарӑннӑ.

«Русский пармезан» (чӑв. Вырӑс пармезанӗ) сыр пӗҫерекен предприятие уҫнӑ Олег Сирота Фермерсен слетӗнче хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать.

Хӑна «Халӑх фермерӗ» ассоциацие те кӗрӗ-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче офиссенчен пӗрне чӗртсе янӑ.

Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ «Волна» управляющи компанин пурлӑхне такам юри шар кӑтартасшӑн пулнӑ. Пушар ытлашши алхасман — офисӑн чӳрече рами ҫеҫ сиенленнӗ.

Такам юри тивертсе янине пула управляющи компание миҫе тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнине специалистсем шутласа кӑларӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Халӗ урамра кӗркуннехи пекех сивӗ. Синоптиксем вара пире савӑнтараҫҫӗ. Кӗр пуҫламӑшӗнче республикӑра ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Канмалли кунсенче циклон килӗ, вырсарникун ҫумӑр ҫӑвӗ, 12-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ. Шӑматкун 13-19 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ.

Ытларикунран ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫурлан 31-мӗшӗнче – 25 градус таран. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче тата ӑшӑрах – 24-29 градус.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк авӑнӑн пӗрремӗш декади тӑршшӗпех тӑма пултарӗ.

 

Ҫул-йӗр
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирхи 9 сехет те 5 минутра вӗҫсе каймалли самолёта тытса чарнӑ иккен.

«ДП-6808» рейс Шупашкартан Мускава илсе ҫитерет. Анчах самолётӑн техника кӑлтӑкӗ пулнӑран самолёт вӑхӑтра вӗҫсе каяйман.

«Тӗп аэропортран килсе ҫитнӗ авиатехниксен бригади кӑлтӑка юсасан самолёт вӗҫсе кайӗ», — хыпарланӑ Телерамри каналсенчен пӗринче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/7704
 

Страницӑсем: 1 ... 426, 427, 428, 429, 430, 431, 432, 433, 434, 435, [436], 437, 438, 439, 440, 441, 442, 443, 444, 445, 446, ... 3853
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 17

1926
99
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
24
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...