Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи
Вӗренӳ институчӗн Рутубри видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Вӗренӳ институчӗн Рутубри видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Рутубри хӑйӗн каналӗнче ачасене чӑвашла вӗрентмелли «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» проекта малалла аталантарать.

Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене тӗнче тетелӗнчи проект урлӑ чӑвашла вӗренме Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Оксана Ильина пулӑшать, тӗп шкулта вӗренекенсене — Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкул учителӗ Александр Степанов.

Занятисем чӑваш чӗлхине вӗренме тин ҫеҫ пуҫланисемшӗн те, унччен илнӗ пӗлӗве ҫирӗплетес кӑмӑллисемшӗн те усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чувашская Республика», «Олег Николаев/Чувашия» ушкӑнсенче тӳрӗ эфир ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл 11 сехетре пуҫланнӑ.

Анчах эфир вӑхӑтӗнче Интернет-ҫыхӑнура пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Уншӑн Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче ҫынсенчен каҫару ыйтса ҫырнӑ май кӑлтӑк сӑтавне тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тума шантарнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл телеверсие паян Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче 20 сехет те 30 минутра пӑхма сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/2784
 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Паян "Хыпар" Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан "Ҫамрӑксен хаҫачӗ" чӑваш поэзине кӑмӑллакансен конкурсне, "Поэзи баттлне", ирттернӗ. Кӑҫал ӑна ЧР профессионал писательсен союзӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта хутшӑнакансем чӑвашла сӑвӑсене илемлӗ вуласа тупӑшнӑ.

Конкурсҫӑсен пултарулӑхне "Хыпар" ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина, ЧР профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Элмен), Альбина Юрату сӑвӑҫ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова хакланӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студентки Анастасия Сидорова тивӗҫнӗ. Писательсен союзӗн пайташӗ Мая Селендеева (Салампи) ятарлӑ парнене, "Поэзи баттлӗ" тесе ҫырнӑ торта, ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_10220
 

Чӑваш чӗлхи
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑвашлӑха упракан ҫемьесен «Несӗл эткерлӗхӗ» конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ ирттерет.

Унта хутшӑнас тесен аслӑ ӑрури ҫынсем ачасене калаҫӑва хутшӑнтарнине кӑтартса паракан видеоролик хатӗрлемелле. Вӗсене ҫак номинацисенчен пӗринпе йӗркелеме май пур: «Манӑн вӗрентекен» (харпӑр хӑйӗн педагогӗ е ертӳҫи (наставникӗ) ҫинчен ӳкернӗ видеороликсем: кӑмӑллӑ аса илӳ, кӑсӑк ӗҫ, тав тӑву т.ыт.те.); «Туслӑ ҫемьере ҫитӗнни – телей» (аслӑ тата ҫамрӑк йӑхсен ӗҫне-хӗлне кӑтартнӑ май ачасен пуплевне аталантаракан ролик).

Конкурса тӑратнӑ чӑвашла материал 5 минутран вӑрӑм ытла пулмалла мар.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Васкавӑ медпулӑшу машини Шупашкар районӗнчи пӗр яла пациент патне ҫитнӗ те пӳрчӗ патне ҫитеймен - унта асфальт ҫул ҫук.

Пациент вара, 40 ҫулти ӳсӗр арҫын, килӗнче такӑнса ӳксе кӑкӑр тӗлӗнчи шӑммине хуҫнӑ. Вӑл пульницӑна пырасшӑн та пулман-ха, ыратнине ирттерекен укол тума ҫеҫ ыйтнӑ.

Тухтӑрсем ӑна ҫапах ӳкӗте кӗртнӗ, анчах машина патне наҫҫилккапа кам йӑтса тухӗ? Вӗсене Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» ятпа вебинар иртнӗ.

Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, вебинара хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш чӗлхипе литератури кафедри доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗреннӗ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхнӑ, малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене тишкернӗ.

Вебинара кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан ачасем тата учительсем валли ирттернӗ.

 

Хулара
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Шупашкарта вытрезвитель пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ӑна хӑш вырӑнта тӑвасси паллӑ марччӗ.

Халӗ ҫав ҫурт валли вырӑн суйланӑ. Вӑл Васкавлӑ медпулӑшу пульници ҫумӗнче пулӗ.

Вытрезвителе ача-пӑча уйлӑхӗсене тунӑ пек хӑвӑрт хӑпартмалли конструкципе хута ярӗҫ.

Палӑртмалла: ҫулсерен медицина учрежденийӗсене 3,5-5,5 пин ӳсӗр ҫын лекет. Вӗсенчен 0,5 процентне ҫеҫ медпулӑшу кирлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86004
 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Етӗрнере пӑрпа ларса кайнӑ ачасене ӑннӑ темелле. Юрать, ҫав вӑхӑтра пулӑҫ машинӑпа иртсе пынӑ. Телее, унӑн пӗрле кимӗ те пулнӑ.

Арҫынна хӗрарӑмсем чарса пулӑшу ыйтнӑ. Ачасем пӗр метр тӑршшӗ пӑр катӑкӗ ҫинче тӑнӑ. Шыв самай вӑйлӑ юхнӑ.

Арҫын часрах кимме тапратса ачасене ҫӑлма васканӑ. Часах вӑл вӗсене хӑваласа ҫитнӗ. Ачасене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85996
 

Сывлӑх
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Чӑваш Ене Ҫӗпӗр мурӗнчен сыхланмалли 750 доза вакцина илсе килни пирки пӗлтернӗччӗ. Прививкӑна Ҫӗрпӳ районӗнчен пурӑнакансене тума пуҫланӑ.

Ҫак кунсенче куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗ Кивӗ Тутайкассине ҫитнӗ. Унта пурӑнакансене Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинациленӗ. «Ҫӗрпӳ беконӗ» комплексра, «Куснар» агрофирмӑра ӗҫлекенсене те прививка тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-214043384_806
 

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Юлашки парӑм» спектакль кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫе вырӑс драматургийӗн классикӗ Александр Островский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Спектакле лартассипе ӗҫленӗ Чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева шухӑшланӑ тӑрӑх, Островскин хайлавӗсенче хӑйне евӗр чӗлхе те, пурнӑҫран илнӗ сӑнарсем те, пурнӑҫри ҫивӗч ыйтусем те пур. Спектакль — этемӗн ырӑ енӗсем хакне ҫухатни ҫинчен.

Рольсенче — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова, Чӑваш халӑх артисчӗсем Сергей Иванов тата Наталия Сергеева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов, Николай Сергеев тата Ирина Верьялова, ҫавӑн пекех театрӑн ытти актерӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 429, 430, 431, 432, 433, 434, 435, 436, 437, 438, [439], 440, 441, 442, 443, 444, 445, 446, 447, 448, 449, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.