Культура
Шупашкарта Элли Юрьев ячӗллӗ парнене ҫӗнсе илессишӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институчӗ, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ тата Шупашкарти Э. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ пуҫарнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисем кая юлман-ха. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗчченех йышӑнӗҫ. Ытти ҫул унта 1000 ытла ача хутшӑннӑ. Хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ, ют регионсемпе ют ҫӗршывсенчисем таранах. Живопись тата графика композицийӗсене «Сӑнарлӑ ӳнер» тата «Диплом ӗҫӗ» номинацисенче хаклӗҫ. Номинацисен теми — «Пӗтӗм професси кирлӗ!». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Мой язык — мой народ» (чӑв. Ман чӗлхе — ман халӑх) ача-пӑчан республикӑри конкурсне ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Унта 8-14 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен тӑван чӗлхепе ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла, ҫав видеоролика (унӑн тӑршшӗ 1-2 минут пулмалла) Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне ярса памалла. Сӑвва вуланӑ чух наци тумне тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫук пулсан та тем мар. Конкурса, паянхи куна илсен, эрменсем, тутарсем, ҫармӑссем, мордвасем, узбексем хастар хутшӑнма кӑмӑл туни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
"Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Виктор Аввакумов кашни ҫул нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тӑван тӑрӑхне, Канаш районӗнчи Шӑхасана, утать. Ҫул ҫинче 13-15 сехет иртет. Ҫапла вӑл 80 ҫухрӑма парӑнтарать. Виктор 80 ҫухрӑм ахальтен утмасть. Вӑл ҫакна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сталинграда ирӗке кӑларнине халалласа тӑвать. Унта унӑн аслашшӗ /е кукашшӗ/ вилнӗ. Виктор Аввакумов ирхи 4-ра тухать те пӗчченех утать. Ҫӗрпӳре апат ҫиме чарӑнать. Ялта кӳршисем, тӑванӗсем патне каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер Муркашра пушар пулнӑ. Унта 7 ҫулти ача шар курнӑ. Ӑна Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Амӑшӗ аслине шкула илме кайнӑ вӑхӑтра хваттерте пушар тухнӑ. Ун чухне 7 ҫулти ача килте пӗччен юлнӑ. Вӑл килнӗ ҫӗре пушарнӑйсем ҫитнӗ, хваттере чӳрече урлӑ кӗме пусма хатӗрленӗ. Юрать-ха, амӑшӗ ҫитсен пушарнӑйсем алӑкранах кӗме пултарнӑ. Пушарнӑйсем 2 минутран ҫитнӗ. Ҫулӑм тухнине асӑрхасан кӳршисем часрах шӑнкӑравланӑ. Вӗсемех иккӗмӗш хутри хваттерте ача пулма пултарни пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Хула музейне уҫма палӑртни пирки унччен тӳре-шара пӗлтернӗччӗ. Ҫав вырӑнта халӗ урӑх музей уҫасшӑн. Вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ТАССа пӗлтернӗ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, ку музей регионпа паллаштарӗ кӑна мар, туристсем килекен вырӑн та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре маттур ҫамрӑк учёнӑйсене палӑртнӑ. Республика шайӗнчи конкурса 11-мӗш хутчен ирттернӗ. «Чӑваш Республикинчи естествӑлла наукӑсем енӗпе чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» ята И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Иевлев тивӗҫнӗ, техника наукисен енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн транспортпа технологи машинисен тата комплексӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Алатырев, социогуманитари енӗпе — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников, истори наукисен енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн факультетсем хушшинчи 1С никӗс лабораторийӗн заведующийӗ — Алексей Минеев. Чи лайӑх тӗпчевҫӗ-учёнӑй ята Шупашкарти коопераци институчӗн экономика тата информаци технологийӗсен кафедрин доцентне Андрей Никитина панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Куҫ микрохирургийӗнче ӗҫлекен тухтӑрсене, унти пациентсене эвакуацилеме тивнӗ. Сӑлтавӗ - электронлӑ почтӑна пульницӑна мина хунӑ тесе пӗлернӗ хыпар килни. Вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫийӗнчех килнӗ. Вӗсем пульницӑна тӗрӗсленӗ те нимӗнле мина та тупман. 11 сехет те 40 минутра тухтӑрсемпе пациентсене шала кӗме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Куславккара "Форд Транзит" микроавтобус ҫунса кайнӑ. Вӑл Чехов урамӗнчи ҫурт умӗнче ларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта никам та шар курман. Халӗ микроавтобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, пассажирсем тухса ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ветерана вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тунӑ ҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫак арҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе, тыл ӗҫченӗпе - 92 ҫулти хӗрарӑмпа - пӗр килте пурӑннӑ. Ҫав кун вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ватӑ хӗрарӑма пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 50 хутран кая мар ҫапнӑ. Ватӑ ҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах нушаланса вилнӗ. 29 ҫулти арҫынна суд тӗрмене 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӑл - Мари Эл ҫынни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн ӑслӑлӑх тата аталану енӗпе ӗҫлекен заместителӗ, истори наукисен кандидачӗ Геннадий Николаев. Кӑларӑм XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи тата XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчи Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнийӗсенчи ялсен пурнӑҫӗпе паллаштарать. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ тӗрлӗ халӑхӑн хресчен пурнӑҫӗ еплерех пулнине ҫутатса панӑ. Кӗнеке историксем, этнологсем, студентсем тата ытти вулакан валли кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Кӗнекене А.И. Миттовӑн «Ялта» ӳкерчӗкӗпе капӑрлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ вилнӗ. | ||
| Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |