Персона
www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Валерий Бойков тухтӑр, врач-травматолог, медицина наукисен докторӗ (1996), профессор (1998), Чӑваш Республикин наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2002) 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1953 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнче тата клиника ординатуринче вӗреннӗ. 1983 ҫулта вӑл ҫав аслӑ шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Валерий Бойков 227 ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ, 18 тӗпчев авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ ятпа «Пишу не карандашом, а кусочком сердца» астӑвӑм каҫӗ-портрет иртӗ. Мероприятие чӑваш ҫыравҫисем, ученӑйӗсем, журналистсем пырса ҫитӗҫ, ҫыравҫӑн пултарулӑхне хакалакан ытти чӑваш хастарӗ пухӑнӗ. Астӑвӑм каҫӗнче литература анине 1928 ҫулта ҫирӗппӗн ура ярса пуснӑ ҫыравҫӑн хӑйне евӗр пултарулӑхӗпе унӑн хайлавӗсен илемне сӳтсе явӗҫ. Унта Яков Ухсайпа Мария Ухсайсен хӗрӗ, ашшӗпе амӑшӗн пуян эткерлӗхне упрассипе ҫине тӑракан Ольга Ухсай, та хутшӑнӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
wi-fi.ru сайтри сӑн Улатӑрта 12 ҫын пыршӑлӑх инфекцине пула пульницӑна лекнӗ. Вӗсем пурте суши-барта пулнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Первомайски урамӗнче вырнаҫнӑ кафере пулнӑ 11 ҫын тата унта ӗҫлекен 1 ҫын чирлесе ӳкнӗ. Шар курнисен йышӗнче – 4 ача. Пурне те пульницӑна вырттарнӑ. Анализсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Сальмонелла тупса палӑртнӑ. Суши-бар хуҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, хушма профилактика мероприятийӗсем ирттерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Республикӑра хитре ҫанталӑк тӑрать: уяр, сивӗ мар. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та уяр пулӗ. Кӗҫӗр 14-19 градус таран сивӗтӗ, ыран кӑнтӑрла 6-11 градус тӑрӗ. Эрне варринче пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ. Ҫапах юр ҫумӗ. Термометр 2-7 градус сивӗ кӑтартӗ. Эрне вӗҫӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ, ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач вӗҫлениччен ҫанталӑк татах ӑшӑтса илӗ, ҫил вӑйланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kartinkin.net сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурине сусӑр ачана кирлӗ препаратсемпе тивӗҫтерменни пирки ҫӑхав ҫитнӗ. Ачана кашни кун инсулин ямалли йӗп тата юнри глюкоза шайне тӗрӗслемелли тест кирлӗ. Анчах ӑна вӗсемпе тивӗҫтермен. Прокуратура тӗрӗслев пуҫарсан пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Ведомство Хулари ача-пӑча клиники тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра ачан пӗтӗм препарат пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Лиза Алерт» отряд страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем «Лиза Алерт» шырав отрячӗ пӗлтӗр ҫухалнӑ арҫынсене шырать. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнчен, тепри — Етӗрне районӗнчен. Вӗсем ӑҫти пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе паллӑ мар. 53 ҫулти Анатолий Моисеев Шупашкар районӗнчи Мӑналта пурӑннӑ. Вӑл 173 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗксӗм ҫӳҫӗ шуралма пуҫланӑ, тӗксӗм симӗс куҫлӑ. Килӗнчен арҫын хура куртка, хура джинс шӑлавар, хура кроссовки, хура калпак тӑхӑнса тухса кайнӑ. 65 ҫулти Владимир Филиппов Етӗрне районӗнчи Мӑн Чурашран. Вӑл — 175 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка пӳ-силлӗ. Кӑвак курткӑпа, хура шӑлаварпа, тӗксӗм симӗс атӑпа, хура калпакпа пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Иван Тенюшев журналист, педагог, ӑсчах тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Иван Тенюшевӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата студентсем пуҫтарӑннӑ. Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ялти шкулти учительтен ӗҫ биографине пуҫӑннӑскер хаҫат-журналта та ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата «Булгар» издательствӑн директорӗ пулнӑ. Чылай ҫул ЧПУра студентсене вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
econet.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннине пӗлтернӗ. Шурӑ ҫӑнӑх, сахӑр, аш-какай консерви, макарон, тӑвар, чӑх какайӗ, сӗлӗ кӗрпи, шӑнтнӑ пулӑ, сӗт, сысна какайӗ, услам ҫу йӳнелнӗ. Сахӑрӑн, чӑх какайӗн, шурӑ ҫӑнӑхӑн хакӗ ытларах чакнӑ. Вир тата хура тул кӗрписем, ҫӗрулми, сгущенка, шыв, хура чей, сухан, пан улми, шурӑ ҫӑкӑр хакӗсем кӑшт ӳснӗ, анчах 1 тенкӗрен ытла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пенсие тухсан ватӑ тата сусӑр ҫынсене пӑхса укҫа ӗҫлесе илнӗ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Ун патне ултавҫӑ шӑнкӑравланӑ. Хайхи палламан хӗрарӑм ватӑ амӑшне пӑхма ыйтнӑ. Хӑй командировкӑра-мӗн. Амӑшӗ патне эрнере темиҫе хут апат килсе памалла, килте тирпейлемелле имӗш. Хайхискер список ярса панӑ, кун валли укҫа куҫарнӑ пекки те тунӑ. Анчах Ишлей хӗрарӑмӗ патне укҫа ҫитмен те ӑна банкомат патне пыма ыйтнӑ. Унта вӑл палламан хӗрарӑм каласа пынипе смс-кода та пӗлтернӗ. Ҫапла ун картти ҫинчен 47 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
@shigashev архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ЧР Элтеперӗ патне ыйтупа пынӑ. Вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ. Шигашев ку шухӑш патне тахҫанах пынине пӗлтернӗ. Олег Алексеевич ӑна ӑнланнине, Ҫӗмӗрле хулине малашне те пулӑшассине каланӑ. Шигашев ҫитес эрнере депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырассине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӗсем те ӑна ӑнланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |