Пӑтӑрмахсем
"Чеб.ру" сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен автобус ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ инкек сӑлтавне шыраҫҫӗ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ: авӑн уйӑхӗнче автобус техосмотр витӗр тухнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче техобслуживани пулнӑ. Ирхине, инкек кунхине, рейс умӗн те транспорта тӗрӗсленӗ. «Автобус лини ҫине тухиччен юсавлӑ пулнӑ. Следстви пӗтсен мерӑсем йышӑнӗҫ», - тенӗ ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин. «Ивеко» автобус дизельпе ҫӳренӗ, газ баллонӗсем пушӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра юр, хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать. Кӗҫӗр 5-10 градус сивӗ пулӗ. Ыран кӑнтӑрла - 0-5 градус сивӗ. Ҫил кӑнтӑртан ҫеккунтра 3-8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫул ҫинче пӑрлак - асӑрханмалла. Сӑмах май, ҫак кунсенче Мускав ҫыннисене пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ав халӗ кунашкал ҫанталӑк пирӗн республика еннелле ҫывхарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине, Кӑшарни умӗн, Чӑваш Енре 10 пин ҫын вакра шыва кӗнӗ. Ҫав йышран 1200-шӗ – Шупашкарта. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пур ҫӗрте те инкексӗр иртнӗ. Республикӑра шыва кӗмелли 103 вырӑн хатӗрленӗ. Кашнин патӗнче тивӗҫлӗ службӑсем дежурствӑра тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 500 ытла ҫӑлавҫӑ, тухтӑр тата полици ӗҫченӗ. Шыва кӗмелли вырӑнсенче ӑшӑнмалли 28 пункт ӗҫленӗ. Унта ҫынсен хывӑнса тӑхӑнма, вӗри чей ӗҫме май пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтӗчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти шкулсенчен вӗренекенсемпе вӗрентекенсене паян та эвакуациленӗ. Паян та — 20 ытла шкултан. Ачасемпе учительсене урамра шӑнса тӑрасран ҫывӑхри учрежденисене илсе кайнӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсемпе васкавлӑ службӑсем пырса ҫитнӗ. Яваплисем тӗрӗслесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасем парта хушшине ларнӑ. Аса илтерер: ӗнер Шупашкарти 24 шкула эвакуацилеме тивнӗ. Йӑлтах – мина хунӑ тесе пӗлтернине пула. Анонимлӑ хыпарсем электронлӑ почтӑна килнӗ. 24 шкулти ачасене ирхине урама кӑларнӑ. Вӗсем тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗр заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министерствӑри пысӑк вырӑнпа Сергей Фролов сывпуллашнӑ. Унта вӑл 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ, унтан — ахаль заместитель. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх службинче тимлеме пуҫӑниччен вӑл ял хуҫалӑх культурисем туса илекен организацире ӗҫленӗ. Паян Сергей Артамонов министрӑн икӗ заместитель: Инна Волкова (пӗрремӗш ҫум) тата Ольга Кудрявцева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ЛДПР депутачӗсем раштавӑн 31-мӗшне канмалли кун тесе йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ун чухне нумайӑшӗ отгул илет. Кун тӗлӗшпе мӗнле йышӑну пуласси паллӑ. Раҫҫей Министрсен Кабинечӗ ку сӗнӗве ытлашши тесе хакланӑ, ЛДПР депутачӗсен шухӑшӗпе килӗшмен. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кирлӗ тӗк ытти канмалли куна раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине куҫарма пулать. Ҫакна тума саккун чармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Элтеперне Олег Николаева 6 ҫын пулӑшса пырӗ. Улттӑмӑшне ҫак кунсенче ҫирӗплетнӗ. Унччен Элтеперӗн 5 пулӑшуҫӑ пулнӑ. Халь ку должноҫе тепӗр ҫынна, Наталья Камаевӑна, ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫутҫанталӑк министрӗн пресс-секретарӗ пулнӑскер пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче "PRОФИ" пиарщиксен конкурсӗнче "Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем" номинацире мала тухнӑ. Ҫапла халӗ Олег Николаевӑн 6 пулӑшуҫӑ: Иван Даренков, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Олег Моляков тата Иван Филиппов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Чӑваш Енпе Инди пӗр шухӑшлӑ пулса трактор туса кӑларма тытӑнӗ. Техникӑна «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ) маркӑпа пуш уйӑхӗнче конвейер ҫинчен кӑларма палӑртаҫҫӗ. Трактор производстви «Трактор завочӗсем» концернта вырнаҫӗ. 2031 ҫул тӗлне 16 пин ытла единица туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. «Кӑҫалах тупӑш виҫи 1,7 млрд тенкӗрен иртмелле», — тенӗ концерн представителӗ — Атӑлҫи комбайн завочӗн гендиректорӗ Мурад Караджаев Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «International Tractors Limited» компани ӗҫченӗсемпе тӗл пулсан. Унччен концернпа Италири концерн килӗштерсе ӗҫлеме палӑртнӑ, анчах тӗнче шайӗнчи чарусене пула вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кӑҫал тухӑҫ лайӑх пуласса юмӑҫ ярса пӗлнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринче малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ. Тухӑҫ епле пуласси пирки вара шарламан. Масляногорскри шкулта чӑваш чӗлхи урокӗнче Надежда Фидикова педагог ачасене йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ иккен. Ҫав шутра вӑл юмӑҫ пӑхни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Каласа ҫеҫ мар, хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Ачасем юмӑҫ пӑхнӑ май пучах ҫыххинчен чи вӑрӑммисене туртса кӑларнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Наследие М.И. Скворцова в контексте современности» (чӑв. М.И. Скворцов эткерлӗхӗ хальхи саманара) ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ӑна паллӑ лексикограф ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие Вӗрентӳ институтӗнче ӗҫлекенсем тата ытти хӑна пырса ҫитнӗ, ҫав шутра «Раҫҫей радиовӗ. Чӑваш Ен» радиора шеф-редакторта тӑрӑшакан Ольга Туркай та пулнӑ. Ҫавра сӗтеле Михаил Скворцовӑн мӑшӑрне А.В. Скворцовӑна та йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |