Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарта 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунма пуҫланӑ. Ку "Лакрей вӑрманӗ" чарӑну патӗнче пулнӑ. Инкеке курнӑ ҫын "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, салонран 20 ҫынран кая мар тухнӑ. Салона шӑршӑ тухнине, унтан тӗтӗм мӑкӑрланма тытӑннине пассажирсем курнӑ. Водитель алӑка уҫса пассажирсене тухма ыйтнӑ. Хӑй вара огнетушитель илсе ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи пӗр предприятири арманта рабочие ток ҫапнине хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта пӗр арҫын ҫӑнӑх миххине ҫӗлессишӗн явапли пулнӑ. Аппаратчик должноҫӗнче тӑрӑшаканскер ӗҫе электричество оборудованийӗпе пурнӑҫланӑ. Анчах ҫав хатӗр патне пыракан ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑран ӑна ток ҫапнӑ. Шар курни вилнӗ. Предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн 77 ҫулти арҫын, техника директорӗ, яваплӑ пулнӑран ун тӗлӗшпе суд пулнӑ. Ӑна тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, арҫын ҫав вӑхӑтра хӑйне епле тытнине ҫур ҫул сӑнаса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳре тӗплӗ юсав хыҫҫӑн морг уҫнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳри тӗп район пульницин территорийӗнче вырнаҫнӑ. Юсав ӗҫне пӗлтӗрхи кӗркунне пуҫӑннӑ, морга кӑҫалхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Юсама пурӗ 9 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 8 миллионне — республика хыснинчен. Шел те, ҫын вилмесӗр пурӑнмасть, вилене аякка кастарма илсе ҫӳресси меллӗ мар. Асӑннӑ морг Ҫӗрпӳри тата Красноармейскинчи тӗп пульницӑсене тивӗҫтерсе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Марина Карягинан халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Галина Евтушенко кинорежиссёр, продюсер тата сценарист, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени кандидачӗ хӑйӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине Марина Карягина чӑваш поэтне хӑнана чӗннӗ. Унта пултаруллӑ ӑста палиндромсен «Урӑх ӑру. Другое поколение. A Different Generation» кӗнекипе паллаштарӗ. Пултарулӑх каҫне ҫавӑн пекех Александр Куприн режиссёр хутшӑнӗ. Вӑл чӑваш поэчӗ ҫинчен хатӗрленӗ 44-минутлӑ «Амфистроф. Встречное течение» документлӑ фильм кӑтартӗ. Асӑннӑ ӗҫе РФ Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ. Пултарулӑх каҫӗ Мускаври Кино ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ. Унта Мускавра пурӑнакан чӑвашсем те ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнта кайсан паллӑ чӑваш поэчӗн виҫӗ чӗлхепе пичетленсе тухнӑ кӗнекине те туянма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 9 сехет те 50 минутра Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче арҫынна машина вилмеллех ҫапса кайнӑ. Вӑл юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав ҫын кам пулнине тӳрех пӗлеймен. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ. Ӑна ҫапса каяканни - "Лада Веста" рулӗ умӗнче ларнӑ 62 ҫулти арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӗллехи ял вӑййисем иртӗҫ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, программӑна ҫаксене кӗртнӗ: доярсемпе механизаторсен виҫӗ енле кӗрешӗвӗ, йӗлтӗр чупӑвӗ, полиатлон, шашка, шахмат, спорт ҫемйисен ӑмӑртӑвӗ. Ял вӑййисем малтан муниципалитет шайӗнче иртӗҫ, унтан, нарӑсӑн иккӗмӗш декадинче, регион шайӗнче пулӗ. Регион шайӗнчи Красноармейски районӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Хыпар» издательство ҫурчӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанри пӗрисем «Асанне арчи» музей йӗркеленӗ. Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнче пурӑнакан Иванпа Людмила Григорьевсем килтен киле ҫӳресе экспонатсем пухнӑ. Музейра экспозицисене темиҫе пайран вырнаҫтарса тухнӑ. Григорьевсен кил картинче шыв арманӗ, тимӗрҫӗ станокӗ, лаша урапи, суха пуҫ, кивӗ вӗллесем килӗшӳллӗн курӑнаҫҫӗ. Халӗ музей наци культура центре ҫаврӑннӑ. Унта «Ҫеҫпӗл» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленӗ иккен. Вӑл чӑваш чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑвать тесе ӗнентерет «Хыпар» издательство ҫурчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/enteshsem каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ева Лисинан «Лопоухий Илюк» («Хупах хӑлха Илюк») кӗнекине тепӗр хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Телеграмри «Земляки|Ентешсем» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хут вӑл Ильгиз Каримов куҫарӑвӗпе 1986 ҫулта вырӑсла вулакан патне ҫитнӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӑларӑма автор куҫарнӑ тепӗр хайлав та кӗнӗ. «Хупах хӑлха Илюк» юмахла повеҫе Ева Лисина ҫур ӗмӗр каялла ҫырнӑ. Ева Лисина — чӑваш ача-пӑча ҫыравҫи, Библи куҫаруҫи. Вӑл 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Именкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ 2020 ҫулта ирттернӗ ҫырав тӑрӑх хакласан, Чӑваш Енре Чулхула облаҫӗнче пурӑннӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех Тутарстанпа Мари Элтсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унччен Совет Союзне кӗнӗ республикӑсене илсен, Украинӑпа Казахстанран куҫса килнисем йышлӑ. Инҫет чикӗ леш енчисенчен — Германипе Египетран. Чулхула облаҫӗнче ҫуралнисем пирӗн тӑрӑхра 9 309 ҫын тӗпленнӗ, Тутарстанрисем — 8 639, Мари Элтисем — 6 531, Чӗмпӗр облаҫӗнчисем — 3 385, Мордва Республикинчен — 2 964. Украинӑран куҫса килнисем ҫырав вӑхӑтӗнче 3 547-ӗн пулнӑ, Казахстанран — 3 065, Узбекистанран — 1 575, Таджикистанран — 1 371, Туркменистанран — 775, Беларуҫ Республикинчен —722. Германирен пирӗн тӑрӑха 281 ҫын килсе тӗпленнӗ, Египтран — 222. Балтика тӑрӑхӗнчи ҫӗршывсенчисем те Чӑваш Ене килӗштереҫҫӗ. Латвирен 118-ӑн куҫса килне, Литваран — 98, Эстонирен — 91. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен 19 ҫын Чӑваш Ене килсе тӗпленнӗ, Францирен — 14-ӑн, Великобританирен — 12-ӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
joy-school.ru сайтри сӑнӳкерчӗкпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж «Район центрӗсенчи пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна мар, ялсенче те халӗ вырӑс чӗлхи кӑна илтӗнсе тӑрать. Пӗчӗк ялсенчи шкулсене хупнипе ачасене автобуспа район центрӗсенчи вӗрентӳ заведенийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Унта вара халӑх ытларах вырӑсла калаҫать. », — ҫакӑн пек йӗркесем пур Роза Власова журналистӑн пӗр статйинче. Чӑн та, питӗ тӗрӗс ыйту хускатнӑ автор «Хыпар» хаҫатра. Анчах эпӗ ялсенче вырӑсла калаҫнине унти ачасем район центрӗсенче вӗреннипе сӑлтавламан пулӑттӑм. Хамӑн тӑван тӑрӑхӑмрах, ав, чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачисенех хӑшӗсем кипкеренех вырӑсла калаҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Эпӗ вара, хамӑн айван пуҫӑмпа, ашшӗ-амӑшӗ: «Хам та ытти чӗлхене хӑй вӑхӑтӗнче вӗренеймерӗм. Ачамсем те хам пекех тӑнсӑр пуль, ик чӗлхене: чӑвашла тата вырӑсла, ниепле те ӑша хываймӗҫ», — тесе пӑшӑрханнӑран тӑван чӗлхепе пуплеттерме шикленеҫҫӗ пулӗ тесе те хушӑран шухӑшлатӑп. Шкулта ачасен акӑлчан чӗлхи те вӗренмелле-ҫке. Хӑйсен тӗпренчӗкӗсен ӑс-тӑнне шанманнипе ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхерен пистерет пек туйӑнать. Тӗрӗссипе вара, пӗлӗшӗмсем тӑрӑх сӑнатӑп та, тӑван чӗлхене ыррӑн пӗлекен ҫын ют чӗлхене те ҫӑмӑллӑнах ӑша хываять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |