Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян ҫӗрле Шупашкар ҫывӑхӗнче самай пысӑк пушар алхаснине ҫынсем видео ӳкернӗ. Ӑна "Про Город" хаҫата ярса панӑ.

Пушар алхасни Шупашкартанах курӑннӑ. Хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, Шупашкар районӗнче, пулма пултарнӑ.

Хальлӗхе официаллӑ верси ҫук. Информаци пулсан хыпара хушӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85448
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ кану кунӗ пулнӑран пульницӑсем эрне варринче урӑх графикпе ӗҫлӗҫ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, пушӑн 7-мӗшӗнчн, пульницӑсенче кӗскетнӗ ӗҫ кунӗ пулӗ: 1 сехет маларах хупӑнӗҫ. Пушӑн 8-мӗшӗнче тухтӑрсем ӗҫлемӗҫ. 8-13 сехетсенче питӗ васкавлӑ медпулӑшу илме май пулӗ. Анчах тухтӑра 12 сехетчен чӗнсе ӗлкӗрмелле. Вакцинаци пӳлӗмӗсем 8-12 сехетсенче ӗҫлӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере улшӑнса тӑракан ҫанталӑк пулӗ. Ҫӗрле тата ирхине юр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла вара ӑшӑтса ярса хӗвел пахӗ. Сывлӑш температури 2-3 градус сивӗ тӑрӗ.

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫил вӑйланӗ, юр ҫӑвӗ. Эрнекун юр вырӑнне ҫумӑр ҫӑвӗ: термометр 0 градусран ытларах, ӑшӑрах, кӑтартӗ.

Шӑматкун хӗвеллӗ, кӑштах сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун вара каллех юр ҫума пуҫлӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерме пултарӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче уяр та ӑшӑ кунсем ытларах пулӗҫ. Ҫуркунне ир килес шанчӑк та пур.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта урамрах арҫын вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

11 сехет те 50 минутра строительсем кӑнтӑрлахи апатран таврӑннӑ чухне урамра арҫынна япӑх пулса кайнине асӑрханӑ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем те арҫынна ҫӑлайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85432
 

Раҫҫейре

Кӑҫал Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ эрне варрине лекнӗрен пӗр кун кӑна кантараҫҫӗ. Раҫҫей Правительстви ку уява Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ чухнехи пек ытти канмалли кунпа пӗрлештермен.

Эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем юнкун, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, канӗҫ. Ыран, ытларикун, кӗске ӗҫ кунӗ пулӗ: 1 сехет сахалрах ӗҫлемелле.

Уявпа ҫыхӑннӑ тепӗр канмалли кунсем ҫу уйӑхӗнче кӑна пулӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
Вера Архипова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Вера Архипова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Наци библиотекинчи «Аталану» ассоциацийӗн «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ушкӑнри ачасен черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ.

Наци библиотекин тӗп специалисчӗ Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем тӑванлӑх сӑмахӗсене аса илнӗ, унтан «Аннене эп пулӑшатӑп» сӑвӑ каласа пахча-ҫимӗҫе ҫуса тасатса шуратнӑ, туранӑ пек туса вӗсен ячӗсене каланӑ. Чӑваш пуканине ҫывӑрттарса янӑ май Петӗр Хусанкайӑн «Сӑпка юррине» вӗреннӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ хутран амӑшӗсем валли парне ӑсталанӑ.

Шӑпӑрлансем Чӑваш тӗррин куравӗнче пулса курнӑ, ӑстасен ӗҫӗсене сӑнаса тӗллӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall599953586_659
 

Чӑвашлӑх
Антонина Андреева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Антонина Андреева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Чӑваш чӗлхи ячӗпе» ятпа поэзи каҫӗ иртнӗ. Музей ертӳҫи Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑваш писателӗсене аса илсе вӗсен хайлавӗсене вуланӑ, чӗлхе илемӗпе унӑн пуласлӑхӗ ҫинчен ҫырса хӑварнӑ литература палӑкӗсем ҫамрӑк ӑрусемшӗн уйрӑмах кирлине палӑртнӑ.

Поэзи каҫӗнче Иосиф Трер, Петӗр Хусанкай сӑввисем хӗрӳллӗн янӑранӑ. Юлия Дмитриева мӑшӑрӗн сӑввине вуланӑ. Алексей Енейкинӑн «Несӗлсен пехилӗпе пурӑнар» сӑвви те кашнин чунне хускатнӑ.

Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗсем Лидия Сарине, Светлана Асамат, Нина Пӑрчӑкан, Зоя Сывлӑмпи, Владимир Мишшан хӑйсен сӑввисене вуланӑ, пултарулӑх лаҫҫине епле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Кашни сӑвӑҫах хӑй вӑхӑтӗнче кам та пулин хавхалантарнӑ. Владимир Мишшаншӑн Анатолий Смолин тата Хӗветӗр Акивер вӗренрӳҫӗ евӗр пулнӑ пулсан Елена Николаевӑна Энтип Ваҫҫи хавхалантарнӑ.

Ольга Светопольская авалхи юрӑсене юрланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-38488291_2823
 

Культура
pro-dachnikov.com сӑнӳкерчӗкӗ
pro-dachnikov.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Таджикистанри туристсене кӗреҫҫӗ. Нумаях пуомасть Душанбере пирӗн республика делегацийӗ пулнӑ. Вӗсем икӗ ен килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Пирӗн тӑрӑх медицина туризмӗпе усӑ курма сӗнет. Чӑваш Ене, сӑмахран, С.Н. Федоров академик ячӗллӗ куҫ микрохирургине килеҫҫӗ. Вӑл учреждени — Раҫҫейри еррсе пыракан офтальмологи центрӗсенчен пӗри.

Президент перинаталь центрӗнче ЭКО мелӗпе сипленеҫҫӗ. Унти тухтӑрсем ача-пӑчаллӑ пулайман ҫемьесене пулӑшаҫҫӗ.

Республикӑн стоматологи поликлиникинче CAD-CAM мелӗпе шӑл лартаҫҫӗ, нейромышца стоматологийӗпе усӑ кураҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Вӑрнар районӗнче "Нурӑс - Елчӗк - Патӑрьел" ҫул ҫинче пулнӑ аварире ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 2 ҫулта кӑна пулнӑ.

ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "УАЗ Профи" водителӗ руле итлеттереймен, хирӗҫ килекен "Хендайпа" ҫапӑннӑ. Иномаркӑри 2 ҫулти хӗрача вилнӗ. Вӑл хыҫалти ларкӑч ҫинче ятарлӑ кресло ҫинче ларнӑ. Иномаркӑри тепӗр пассажира, хӗрарӑма, пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирпе Шупашкарта автобус ҫӑмӑл машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.

35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Волга-бус» автобус Воробьёв композиторсен урамӗнче ирхи 7 сехет те 25 минутра «Ланд Крузер» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Автобуса 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пынӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 10 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ аманнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/2815
 

Страницӑсем: 1 ... 561, 562, 563, 564, 565, 566, 567, 568, 569, 570, [571], 572, 573, 574, 575, 576, 577, 578, 579, 580, 581, ... 3851
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 15

1916
109
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1920
105
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ.
1921
104
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ.
1939
86
Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ.
1956
69
Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1989
36
Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...