Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Узбекистанри компани элчи Марсель Монро паха ҫӑнӑх тахҫантанпах шыранине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ҫӑнӑх авӑртакарсен съездӗнче вӗсем Чӑваш Енри продукци пирки пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫулталӑк вӗҫӗнче Узбекистана тутанса пӑхмалӑх чӑваш ҫӑнӑхне ӑсатнӑ. Лере пахалӑхне тӗрӗсленӗ те килӗшнӗ. Акӑ халь Узбекистана Чӑваш Енре пӗрремӗш парти ҫӑнӑх ӑсаннӑ. "Чӑвашҫӑкӑрпродукт" тата «MAQSUD AGROFIRMA» алӑ пуснӑ килӗшӳпе Чӑвашран 66 тонна шурӑ ҫӑнӑх янӑ. Аса илтерер: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче Таджикистана ҫӑнӑх ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хӗрсем» каналти видеоран илнӗ скриншот «Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ паян хӗрсен пӗр кӑларӑмне итлерӗ. Унта вӗсем республикӑра ача-пӑча валли чӑвашла кӑларса тӑракан кӑларӑмсем ӳсекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туптама чӑвашла тухса тӑнӑ «Тантӑш» хаҫатран пуҫланӑ иккен. Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӳтсе явнӑ тепӗр тема — ҫамрӑксем чӑвашла пӗлменни мӗнпе ҫыхӑннин хуравне шырани. Хӗрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхерен вӑтанмалла мар, ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗлӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Алексей Островскин «Последняя жертва» пьеси (чӑвашла ӑна «Юлашки парӑм» тесе куҫарнӑ) тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫе чӑваш кураканӗ патне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫитерӗҫ. Пьесӑна ҫырма автор 1874 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех палӑртса хунӑ. Ятне вӑл виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Пьесӑна автор 1877 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫырма тытӑнса икӗ уйӑхран ӗҫе вӗҫленӗ. Вырӑс классикине чӑваш сцени ҫине Наталия Сергеева режиссёр кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Шурҫамка» спектакль кӑтартӗҫ. Унӑн премьери пуш уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗ. Кӗҫнерникун спектакль 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ, эрнекун — 18 сехет те 30 минутра. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра коллектив ҫӗнӗ спектакле хатӗрлесе пӗтерессипе ҫине тӑрать. Спектакле Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев лартать. Иртнӗ сезонта вӑл «Куккук куҫҫулӗ» спектакль хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() saratov.mk.ru сайтри сӑн Ыран сирена кӑшкӑрнине илтсен лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ку тӗрӗслев кӑна пулӗ. Ыран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре Чӑваш Енре пурӑнакансем сирена сассине илтӗҫ. Телекурав каналӗсемпе радиостанцисем те сасӑ сигналне парӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ халӑха лӑпкӑ пулма ыйтать. Сирена сассине илтсен мӗн тумалла-ха? Радио, телевизор ямалла, унта мӗн каланине итлемелле. Малалла мӗн тумалла? Мӗн каланине шута илмелле. Ҫак хыпара ыттисене те пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки калаҫма пӑрахрӗҫ тесен те юрать. Анчах ку чир пӗтмен-ха. Чирлекенсем кӑна мар, вилекенсем те пур. Иртнӗ талӑкра республикӑра 20 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 41 ҫын сывалнӑ. 11 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче 6 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче ӑна пула 2 ҫын вилнӗ. Танлаштармашкӑн: кӑрлач уйӑхӗнче – 9 пациент, раштавра - 5 ҫын, чӳк уйӑхӗнче 3 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ҫӑлкуҫ: JAXA Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине илсе ҫитернӗ Рюгу астероид ҫинчи тӑпра тӗслӗхӗсенче ӑсчахсем органикӑллӑ молекулӑсем нумай пулнине асӑрханӑ, пурнӑҫ тӗвви амаланса каймалӑх условисем йӗркеленес пулсан вӗсем ӑна тӑвакан элементсем пулма пултарнӑ пулӗччӗҫ. «Хаябуса-2» миссийӗ вӑхӑтӗнче тупнӑ материалсенче «пребиотикӑлла органика» текен япаласем пур. Сӑмах чӗрӗ организмсенче хими реакцийӗсене йӗркелеме тата ҫӳҫ е мускул йышши кӑткӑс тытӑмсене хатӗрлеме кирлӗ протеинсем тума усӑ куракан аминойӳҫексен темиҫе тӗсӗ пирки пырать. Ҫак молекулӑсем ҫав шутра пурнӑҫ тӗвеленипе ҫыхӑнман процессемпе те йӗркеленме пултараҫҫӗ, сӑмахран, астероидсенче шалта иртекеннисенче. Тӗпчевӗн ертсе пыракан авторӗ каланӑ тӑрӑх, пребиотикӑлла молекулӑсем астероид ҫийӗнчи тӑпра тӗслӗхсенче пулни, унти хутлӑх условийӗсем чаплах мар пулсан та астероидӑн чи ҫӳлти сийӗ органикӑна космос радиацийӗнчен тата ытти факторсенчен хӳтӗлеме пултарнине ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() dzen.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ. Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ. Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫе укҫасӑр тӑваймӑн. Ҫавна май Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество организацийӗ укҫа пухассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() чӑвашла юрлакан Ахмед. vk.com/cheb121 ушкӑнри пабликран илнӗ скриншот Сиринче пурӑнакан икӗ яш чӑвашла юрлаҫҫӗ. Ҫав видеона халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ. Ахмед ятлӑ арҫын ача тата унӑн тусӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — «Ҫумӑр ҫӑвать», «Сан ҫуралнӑ кун паян» тата ытти хит иккен. Чӑваш эстрадипе вӗсене пирӗн ентешӗмӗр паллаштарнӑ-мӗн. «Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи сарӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ», — шӑрантарать, сӑмахран, Ахмед. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер ирттернӗ пресс-конференцире «Про Город» кӑларӑм журналисчӗ тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн больницӑра пулнӑ чухне икӗ тухтӑр шалу пӗчӗк тесе пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ. Олег Николаев ӑна республикӑри тухтӑрсем уйӑхсерен вӑтамран 40 пин тенкӗ илнине Росстат кӑтартӑвне тӗпе хурса хуравларӗ. Фельдшерсемпе медсестрасен шалӑвӗ 39 пин те 865 тенкӗрен, врачсен 79 пин те 730 тенкӗрен кая пулмалла мар иккен. Пӗтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче врачсене вӑтамран 68 146 тенкӗ тӳленӗ. Канаш районӗнче — 51 458 тенкӗ, Шупашкарти федераци организацийӗсенче — 118 892 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |