Республикӑра
![]() novyefoto.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗ ҫамрӑк тухтӑрсене илӗртес тесе ӗҫлеме килнӗ специалистсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр илмешкӗн пособи парать. Ку - "Ялти тухтӑр" программӑпа килекен тухтӑрсене памалли хушма тӳлев. Пособи виҫи - 500 пин тенкӗ. Ӑна 35 ҫула ҫитмен тухтӑрсене параҫҫӗ. Вӑрнар районӗн пульницинче 13 специалист ҫитмест: 3 пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, 2 анестезиолог-реаниматолог, кардиолог, акушер-гинеколог, офтальмолог, отоларинголог, невролог, эпидемиолог, профпатолог, онколог. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/gorod_Shumerlya/9799 каналти сӑн Паян кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хулинче лавкка ҫуннӑ. Щербаков урамӗнчи "Спектр" лавккан складӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 35 минутра пӗлтернӗ. Вырӑнта ҫӑлавҫӑсем, полицейскисем, электриксемпе газовиксем те ӗҫленӗ. Васкавлӑ медпулӑшу та ҫитнӗ. Юрать, пушарта шар курнисем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр рабочи ӗҫре йывӑр суранланнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра пулса иртнӗ. Хулари Зоя Яковлева урамӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен электрогазосварщик 4-мӗш хутран 2-мӗш хута персе аннӑ. Арҫын вентиляци шахтине кӗрсе ӳкнӗ. Инкек хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, строительство организацийӗнче ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ специалистсем ҫителӗклӗ тӑрӑшман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() www.chita.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан темиҫе ватӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Хайхисене тӑванӗсем пӑтӑрмаха лекнӗ, вӗсене пулӑшас тесен укҫа кирлӗ тесе телефонпа хӑратнӑ. Ҫапла майпа 62 ҫултан пуҫласа 85 ҫулсенчи 5 ватӑ улталаннӑ. Унтан вӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 80-ри кинемей, сӑмахран, курьера 500 пин тенкӗ тыттарнӑ янӑ. Ӑна хӗрӗ машинӑпа инкеке лекнӗ, пуҫиле майпа явап тыттарасран укҫа парсан ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ. Ҫавӑн пек меслетпе ватӑсене 900 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Ҫӑмӑл укҫа ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен 24 ҫулти каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх пӗлнӗ. Укҫан 10 процентне вӑл хӑйӗн кӗсйине чикнӗ, ыттине «ӗҫпе тивӗҫтерекенсене» куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сарту хулинче ака уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче Раҫҫейри ҫамрӑксен XXII Дельфы вӑййисем иртӗҫ. Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Э. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш художество шкулӗнче, Шупашкар муниципалитет округӗнчи Тутаркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти художество училищинче, Чӑваш Республикин культура институчӗпе колледжӗнче вӗренекенсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap сӑнӳкерчӗкӗ Республика тӗп хулинче пурӑнакан Александр Пеньков нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ датӑпа юбиляра Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем килне кайсах саламланӑ. Ватӑ ҫынна асӑннӑ учрежденин социллӑ ӗҫченӗ пӑхать. Пӑрачкав районӗнчи Кожевенное ялӗнче ҫуралнӑ арҫын Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫулталӑк хушши Чита облаҫӗнче МТС директорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑна таврӑннӑ. Вӑйпитти ҫулӗсенче Шупашкарти пӗр строительство организацийӗнче директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Мӑшӑрӗпе, вырӑс чӗлхи учителӗпе Галина Александровнӑпа, пӗр ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Ывӑлӗ авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ – запасри майор. Хӗрӗ планпа экономика техникумӗнче бухгалтер специальноҫне алла илнӗ, ҫав енӗпе тимлет. Юбилярӑн – 3 мӑнук, мӑнукӗсенчен пӗрин 1 ача пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Нумаях пулмасть тӗнче тетелне Шупашкарти 53-мӗш шкулта пӳлӗмре кӑвакӑш пулнине ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура унта тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, шкулта кӑвакӑш пур иккен. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, ун пеккине 3-мӗш хутра географи класӗнче асӑрханӑ. Апла пулин те унта уроксем ирттерме чарман. Прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Класри кӑвакӑша ятарлӑ дезинфекци шӗвекӗпе пӗтернӗ. Шкул ертӳлӗхне ҫурт тӑррине ҫӗнетиччен, ытти юсава тӑвиччен пӳлӗмри кӑвакӑша сӑнаса тӑма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарта Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вӑйлӑ пушар пулнӑ. Унта 3 пӳлӗмлӗ хваттер, распашонка, ҫуннӑ. Пушар 6-мӗш хутри хваттерте тухнӑ. Ҫулӑм ҫӳлти хваттер ҫине те куҫнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче ҫывӑхри ҫулпа транспорта ытлах ҫӳреттермен. Вырӑнта пушарнӑйсем, полицейскисем, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такамсем унӑн банкри укҫине хапсӑннине пӗлтернӗ. Ватӑскере кун пирки никама та калама хушман. Палламан ҫын хӗрарӑма банкри укҫине илсе урӑх счетсем ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла хӗрарӑм 10 млн тенкӗ куҫарнӑ. Кунпа кӑна ҫырлахман ултавҫӑсем. Хӗрарӑмӑн хваттерне салук хурса такам кредит илме хӑтланать-мӗн. Ӑна хваттере часрах йӳнӗрехпе сутса укҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тепӗр 3 млн тенкӗ куҫарнӑ. Вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине 3 эрнерен кӑна ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра иртекен Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Гала-концерт программине Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫав каҫа Александр Васильевӑн «Иван Яковлев» оперинчи сыпӑк уҫӗ. Анисимас Асламас, Аверий Токарев, Федор Павлов кӗвви-ҫемми те янӑрӗ. Наци камерӑпа вокал лирикине илсен, куракансене Григорий Хирпӳ, Виктор Ходяшев тата ытти композиторӑн юррисемпе романсӗсем савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |