Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пыл туяннӑ. Тавара хваттерех пырса панӑ. Хайхи сутуҫӑ кайсан кил хуҫи 700 пин тенки ҫухалнине асӑрханӑ. Кайран аса илех кайнӑ: сутуҫӑ банкӑна пушатма ыйтсан кил хуҫи ҫав ӗҫпе кӑштӑртатнӑ. Ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ хваттерти 700 пин тенке йӑкӑртнӑ. Ставрополь крайӗн арҫыннине часах ярса тытнӑ. Полицейскисем ку тӗллевпе ятарласа командировкӑна кайнӑ. 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗпе Вӑрнар муниципалитет округӗн администрацийӗ пӗрле пулса ирттернӗ «Шӑпӑр-кӗсле, ай, янра!» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе калама пӗлекенсем хутшӑннӑ. Конкурса чӑваш музыка инструменчӗсем хатӗрлекен ӑста пулнӑ Владимир Михайлова асра тытса йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи тӑххӑрмӗш хутчен иртет. Унта хутшӑнакансен йышӗ нумайлансах пырать. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӑҫал та темиҫе номинаципе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри кулинарсем Тунисра кулинари искусствипе иртнӗ чемпионатран виҫӗ ылтӑн тата пӗр пӑхӑр медаль илсе килнӗ. Унта 30 ытла ҫӗршыври командӑсем тупӑшнӑ. Пирӗн командӑна Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Уездный ертсе пынӑ. Юрий Сиволоб, Анна Яровая тата Алевтина Покровская ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ. Анна Яровая чӑваш йӑли-йӗркине сарнӑшӑн та пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Николай Уездный пӗтӗм тӗнче шайӗнчи судьян орденне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Надежда Мясникова 91-мӗш ҫула кайнӑ ӗнтӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ кинемей питех те юрлама юратать. Паян Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери кун пулнӑ май социаллӑ ӗҫченсем ӑна чӑвашла юрӑсен пуххине парнеленӗ. Кинемее Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн соцаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать. Ваттисен прунӑҫӗ интереслӗрех те тӗрлӗ енлӗрех пултӑр тесе унта тӗрлӗ проект пурнӑҫӑ кӗртеҫҫӗ. Ҫавсенчен пӗри — «Мобильлӗ вулавӑш». Ҫавна май ватӑсене вӗсен юратнӑ кӗнекисемпе тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ. Кӗнеке вулама юратакан кинемейсемпе мучисене хӑйсем вулама юратакан кӑларӑмсене парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн 15-мӗш сессийӗнче Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчет тӑвӗ. Унта вӑл экономикӑпа, инвестиципе, наци тӗллевӗсене пурнӑҫланипе тата ыттипе ҫыхӑннӑ кӑтартусемпе паллаштарӗ.Министрсен Кабинечӗн черетлӗ сессине онлайн мелпе пӑхма пулать. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарнӑ. Ӑна йӗркелеме хыснаран 1 миллион тенке уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗр иртни 25 минутра Канашра «Киа Спортаге» йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Ку авари Фрунзе урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи водитель руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Шел те, иномарка водителӗ вилнӗ. Унӑн чӗри пульницӑра тапма пӑрахнӑ. Халӗ патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, Ҫветтуй Валентин кунӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шарана халалласа ӳкернӗ «валентинкӑсене» яма пулать. Ку проекта cheb.media пуҫарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйӗн «валентинкипе» подписчикӗсемпе пайланнӑ ӗнтӗ. Вӑл кирек мӗнле шӳте те йӗркелле йышӑннине палӑртнӑ. Уйрӑмах паян – Ҫветтуй Валентин кунӗнче. Ыттисем хальлӗхе хӑйсен «валентинкине» асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа пуҫтарӑннӑ. Музыкӑпа поэзи каҫне социаллӑ учрежденири стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан кинемисемпе мучисем валли йӗркеленӗ. Ваттисем хӑйсем юратса вулакан кӗнекесем пирки каласа кӑтартнӑ. 72 ҫулти Галина Борзунова, сӑмахран, Вячеслав Шишковӑн «Угрюм-река» романне кӑсӑкланса вулать. Унччен вӑл ҫав хайлавпа ӳкернӗ фильма пӑхнӑ-ха, анчах ватӑ ҫын унпах ҫырлахман — автор еплерех ҫырнине хаклас тенӗ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ «Ивушки» хор (вӑл стационарта пурӑнакан ватӑсенчен тӑрать) концерчӗпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци музейӗ эндаумент-фонд йӗркелеме палӑртса хунӑ. Пирӗн ҫӗршыври чылай музее патшалӑх тытса тӑрать. Асӑннӑ учрежденисем тӗрлӗ проект валли грантсем ҫӗнсе илме ӑнтӑлҫҫӗ, меценантсем шыраҫҫӗ. Анчах ку вӑл — яланхи тупӑш мар. Эндаумент текен япала вара ялан тупӑш илсе тӑма май парать иккен. «Музейра эндаумент-фонд йӗркелесси – калӑпӑшлӑ тӗллев. Унпа маларах «Эрмитаж», Вырӑс музейӗ, Третьяков галерейи йышши паллӑ музейсем ҫеҫ ӗҫленӗ. Регионсенчисенчен эндаумента тӑватӑ регионта ҫеҫ, вӗсем пурте Урал леш енче, йӗркеленӗ: Омскра, Томска, Красноярскра, Владивостокра. Раҫҫейӗн Европа пайӗнчи регионсенчен эпир пӗрремӗш пулӑпӑр, краеведени музейӗсенчен ҫӗршывра — иккӗмӗш», – тенӗ музей директорӗ Ирина Меньшикова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткине, чӑваш халӑх артисткине Тамара Чумаковӑна асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Ҫав каҫ театр солисчӗсем, хорӗ тата симфони оркестрӗ куракансене тӗрлӗ хайлавпа савӑнтарӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Травиата», «Нарспи», «Кармен», «Мадам Баттерфляй», «Царская невеста», «Риголетто», «Севильский цирюльник», «Сильва», «Евгений Онегин» оперӑсенчи сыпӑксем янӑрӗҫ. Иккӗмӗш пая Герман Лебедев, Филипп Лукин, Федор Васильев, Анисим Асламас, Григорий Хирпӳ, Геннадий Максимов музыкинчен йӗркелӗҫ. Астӑвӑм каҫне Иван Николаевпа Елена Гунина ертсе пырӗҫ. Режиссер-постановщикӗ – Анатолий Ильин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |