Ҫутҫанталӑк
![]() poembook.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк сивӗрех пулӗ. Эрне 7 градус сивӗрен пуҫланӗ. Ҫӗрлесерен 9 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсем тӗлне палӑрмаллах сивӗтӗ. Кӑнтӑрла термометр 8 градус кӑтартӗ, ҫӗрле - 15 градус. Ҫил ҫеккунтра 6 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Советский Чувашия" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Виктор Чугаров-Чалтӑр Чӑваш чӗлхи клубне ертсе пыма пӑрахнӑ. Ку хыпара Игорь Алексеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Игорь хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ку яваплӑха хӑй ҫине илме темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑ, анчах килӗшекен хальлӗхе тупӑнман. Игорь Алексеев «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ку яваплӑха хӑйсем ҫине илмӗҫ-ши тесе тӗмсӗлнӗ. Клубра хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясене тишкерме пулать тесе шухӑшлать вӑл. Поста вуланисем тӳлевсӗр ӗҫе туса пыма ҫӑмӑл маррине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта Алькешре тата Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри - икӗ поселока ҫыхӑнтаракан ҫул. Вӑл хӑҫан пулӗ? Нумаях пулмасть тӳре-шара унти халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем вӗсенчен ҫул хӑҫан пуласси пирки ыйтнӑ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ-мӗн. Кӗҫех "Стройка 21" фирмӑпа килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫула 2025 ҫулччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() sreda24.ru сайтри сӑн Шупашкарти 32 ҫулти таксист ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ун патне саккас килнӗ: хӗре Канаша леҫсе ямалла. Клиента кӗтсе ларнӑ чухне ун патне шӑнкӑрав килнӗ - хӗрӗн ӗҫри пуҫлӑхӗ-мӗн. Хайхискер уншӑн укҫа куҫарса парассине каланӑ. Ҫапла таксист картта номерне те, смспа килнӗ кодсене те пӗлтерне. Кун хыҫҫӑн унӑн номерӗ ҫинчен 24 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ултавҫӑ кунпа ҫырлахман-ха. Вӑл каллех шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн картта ҫинчен тепӗр 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Вӑрмар районӗнчи 51 ҫулти арҫын ачишӗн алимент тӳлеменнипе явап тытнӑ. Алимент тӳлеменшӗн малтан ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман. Хайхискер ӗҫ тупма та тӑрӑшман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион та 100 пин тенкӗ таран пухӑннӑ. Хальхинче те ӑна суд тунӑ. Ӑна 6 уйӑх ӗҫлесе татмалла тунӑ. Шалӑвӗн 5 проценчӗ патшалӑх хыснине кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи шкулсенче вӗренекенсем валли «Упрар тӑван чӗлхемӗре» оратор ӑсталӑхӗн конкурсне иртет. Унта 5-6-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнмалли темӑсем: «Тавах сана, вӗрентекенӗм», «Ачалӑх – телейлӗ тӗнче», «Тӑван енӗм паттӑр ҫынсемпе пуян». Видеокалаҫу 2–4 минут тӑсӑлмалла, ӑна чӑвашла ҫырса илмелле. Материалсене республикӑн Вӗренӳ институтӗнче йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере ҫура хӗр шоу-бизнесра ӗҫлет. Ҫав хӗр – Екатерина Решнова. Вӑл унччен «СТС» телеканалӑн фильмӗсенче вылянӑ, шоусене хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть Екатерина «Дети» камитри тӗп сӑнара калӑпланӑ. 2019 ҫулта Екатерина Герман Сидаковӑн Драма шкулӗнче вӗреннӗ. 2019 ҫултанпа вӑл Антон Чехов театрӗнче актрисӑра ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Катя «Девушки с Макаровым» кинокартинӑра Марина сӑнарне калӑпланӑ, «Развод» фильмра – Олеся рольне, «Быть» фильмра – Варя. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Граждан авиацийӗнче ӗҫлекенӗн кунӗ пулчӗ. Шупашкарти аэропортра тӑрӑшакан Владимир Скачков кӑҫал 72 ҫул тултарать. Вӑл 40 ҫул ӗнтӗ унта вӑй хурать. Халӗ Владимир Яковлевич производствӑпа диспетчер службине ертсе пырать. Унта рейс каярах юлса пулассине е расписание улшӑну кӗртнине пуринчен малтан пӗлеҫҫӗ. Служба сывлӑшри 2100 метр ҫӳллӗшне тата ҫӗр ҫинчи 45 км инҫӗше сӑнаса тӑрать. Владимир Скачков хӑй вӑхӑтӗнче «Ан-2» самолёт лётчикӗ пулнӑ, каярах «Ан-24» тата «Ту-134» самолётсемпе вӗҫнӗ. Пӗтӗм Совет Союзне, Европӑна ҫитнӗ, Арабсен Эмиратне, Турцие, Китая тата ытти ҫӗршыва вӗҫнӗ. «Тӳпене юратни вӑл – ӗмӗрлӗхе. Мана тӗрлӗ саманара ӗҫлеме тиврӗ: Шупашкарти аэропорт расписанийӗнче 60 ытла йӗрке пулнине те, 2015 ҫулта вара пӗртен-пӗр Мускав рейсӗ ҫеҫ тӑрса юлнине те. Ун чухне аран-аран 30-40 пассажир пулнине те. Паян аэропорт ҫӗнӗлле аталаннишӗн савӑнатӑп», – тенӗ Владимир Сачков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Канаш хӗрарӑмӗсем. vk.com/mintrud_21 ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакансем «НТВ» телеканал ирттерекен «Ты супер! 60+» вокал конкурсне йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсене ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем те пур. Шупашкарти ун пек центр сӗннипе, сӑмахран, конкурса хутшӑнма виҫӗ ҫын кӑмӑл тунӑ: 78 ҫулти Маргарита Мельникова, 77-ри Нина Юрьева тата 73-ри Алевтина Иванова. Канашри 73 ҫулти Антонина Черновӑпа 72-ри Галина Иванова чӑвашла тумланнӑ та чӑвашла юрласа кӑтартнӑ. Телеканал конкурсне тӑратнӑ заявкӑсене кастинг вӑхӑтӗнче хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑннӑ. Пулас поэт Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литературӑпа ӗҫлеме вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче пуҫӑннӑ. Унӑн «Ир-ирех тӑрса эп антӑм шыв хӗрне...» пӗрремӗш сӑввине 1956 ҫулта «Ялав» журналта пичетленӗ. Тепӗр виҫӗ ҫултан унӑн «Пӗчӗк ӗҫченсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Александр Галкин сӑвӑсем те ҫырнӑ, проза та, юптарусем те. Нумай писатель хайлавне чӑвашла куҫарнӑ. Хӑй вара чылай ҫул Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннисем поэтӑн «Кӑвак чечексем» сӑввипе Юрий Кудаков ҫырнӑ юрра пӗрле шӑрантарнипе вӗҫленӗ. Пултаруӑх каҫне Юрий Кудаков та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |