Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Анфиса Когурьева паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпе кинемее Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче ӑшшӑн саламланӑ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑскер Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт ял хуҫалӑх предприятийӗнче агрономра тӑрӑшнӑ, каярах Шупашкара куҫса кайнӑ. Кинемей ҫулне кура мар йӑрӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ та йӑваш. Ахаль лариччен вӑл алла йӗп тытать те тӗрлӗ япала ҫыхса чунне килентерет. Ҫавӑн пек вӑл кичемлӗхе туймасть, пурнӑҫпа савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 13 сехет те 44 минутра Шупашкарта 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра хӗрарӑмпа 10 ҫулти арҫын ача ҫапӑҫса кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хӗрарӑм малтан салон тӑрӑх водителе ятлаҫса утнӑ. Кайран сухари ҫисе ларакан ачана видео ӳкерме пуҫланӑ, ӑна тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратнӑ. Арҫын ача видеона хуратма ыйтнӑ. Ҫапла вӗсем ҫапӑҫса кайнӑ. Хӗрарӑм ачана пӗрремӗш ҫапнӑ-мӗн. Кун хыҫҫӑн ача хӗрарӑма ҫӳҫӗнчен ярса тытнӑ. «Дорисс-парк» чарӑнӑва ҫитсен пӗр арҫын хӗрарӑма хӳтӗлесе ачана антарса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() levencovka.ru сайтри сӑн Приставсем Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен хваттерсене ҫите килеҫҫӗ. Ҫалталӑк пуҫланнӑранпа 234 хваттере ҫитнӗ. Вӗсен хуҫисен пӗтӗмӗшле парӑмӗ 7 миллион тенкӗрен иртнӗ. Вӗсем хутса ӑшӑтнӑшӑн тата вӗри шывшӑн тӳлеменнисем патне ҫитнӗ. Парӑма татма тесе приставсем йӑлара усӑ курмалли 20 ытла техникӑна арестленӗ. Вӗсем парӑмҫӑсен пурлӑхне хакласа актсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх «Атӑл.Тӑлмачпа» куллен вӑтамран 90 ҫын усӑ курать. Кашни кун 200 ытла пуплевӗш куҫараҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра 8 пин ытла пуплевӗш куҫарнӑ, 200 ытла пуплевӗше хакланӑ, 37 куҫарӑва тӳрлетнӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрленӗ нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен куҫаруҫӑпа уйрӑмах ҫӗнӗ ҫултанпа анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Кунне 200 пуплевӗшрен кая мар куҫараҫҫӗ, хӑш кун ку виҫе 800-тен те иртет. Тӗслӗхрен, ӗнер 300 яхӑн пуплевӗш куҫарнӑ, виҫӗмкунпа тӑватӑмкун вара — 400 ытла. Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче 700 ытла пуплевӗш куҫарнӑ. Куҫарусене тишкерсен — кӗскисене куҫаракансем те пур, статьясене куҫаракансем те. Сӑмахран, ку хыпара ҫырас умӗн куҫарнисене сӑнанӑ чухне пӗри (статистикӑра кам, вӑл ӑҫтан пулни тата ытти ҫавнашкал япала — ҫук) «Хыпар» хаҫатри чӑвашла статьяна куҫарни паллӑ. Словарь пек усӑ курни чылай тӗл пулать. Паян, сӑмахран, «сӗлӗх», «пӳре» вырӑсла мӗнле пулнине ыйтнӑ, «искатель» сӑмаха вырӑсларан чӑвашла мӗнле куҫармаллине те шыранӑ. Аса илтеретпӗр, «Атӑл.Талмач» хальлӗхе бета-режимра ӗҫлет пулин те вӑл аванах куҫарать. Вырӑсларан чӑвашла та, чӑвашларан вырӑсла та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хальлӗхе республикӑра юр хулӑнӑшӗ – 33 сантиметр. Нормӑпа килӗшӳллӗн вара 40 сантиметр пулмалла. Ку – темех мар. Мӗншӗн тесен ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра юр ҫума пуҫлӗ. Циклон пӗрин хыҫҫӑн тепри килӗ. Шӑматкун хушӑран юр ҫукалӗ. Ҫитес талӑкра ҫил вӑйланӗ, термометр 0-5 градус кӑтартсан та сивӗрех пек туйӑнӗ. Вырсарникун 2-3 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Тунтикун юр ҫумӗ, ытларикун каллех юр ӳкӗ. Икӗ кунра Шупашкарта 5 сантиметр таран юр ҫума пултарӗ. Ҫил лӑпланӗ. Ҫитес эрне вӗҫнелле сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки декада сивӗ пулӗ, юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2022 ҫулшӑн Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине илме хӑш ӗҫсене тӑратни паллӑ. Списокра — пурӗ тӑхӑр ӗҫ. Вӗсем пирки халӗ ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне Шупашкарти Прездент буьварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫитерме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 56-50-48, электрон адрес: culture56@cap.ru. Конкурсри ӗҫсем ҫаксем: «Писатели Чувашии – детям» электрон вулавӑш, Вырӑс алфавитне тӗпе хурса йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗн палӑкӗ (авторӗ — Виктор Глебов), «Наша вечность все равно останется с нами: пьесы» пултарулӑх монографийӗ, «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» театрпа концерт программи, «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографи, «Куккук куҫҫулӗ» спектакль, «Чувашский мир и его выдающиеся люди» документлӑ фильмсен ярӑмӗ, «Хранители» спектакль, Сергей Рахманиновӑн «Симфонические танцы» балечӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче икӗ арҫын виллине тупнӑ. Иккӗшӗ те 44 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Пӗр арҫыннин виллине килӗнче тупнӑ. Тепри гаражра выртнӑ. Унччен маларах иккӗшӗ пӗрле эрех ӗҫни паллӑ. Хальхи вӑхӑтра суд экспертизисем тӑваҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин йышӑну паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци музейӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлӗ. Ҫавна май ун чухне учрежденири ялан ӗҫлекен экспозицисемпе тӳлевсӗрех паллашма май туса парӗҫ. Ушкӑнсем валли экскурсисем тата ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ. Чӑваш Ен историйӗпе паллаштаракан экскурси 12 сехетре пуҫланӗ, тӗрленӗ Раҫҫей карттипе паллаштараканни — 14 сехетре. Тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ 11 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 14 сехетре иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ял пурнӑҫӗ
1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑваш хресченӗсене персе вӗлернӗ. Ку пулӑм пирки эсир те, ман пекех пӗлмен пулӗ? Вӗсем пурте Максим, Иван тата Кӗҫӗн Иван Мосоловсен тимӗр шӑрантаракан савутра вӑй хунӑ пулнӑ. Ку пулӑм пирки эп хам «Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем» статьяпа паллашнӑ чухне асӑрхарӑм. Лена юханшывӗ ҫинчи пӑлхав пирки чӑваш энциклопедийӗнче мӗн те пулин ҫук-ши тесе шыраса кӗтӗм те хайхи ҫак пулӑм пирки пӗлтӗм. Ӗҫ-пуҫ 1752 ҫулта пуҫланнӑ. Мосоловсен савутӗнче тимӗр шӑрантарас ӗҫпе аппаланма Ҫӗрпӳпе Сӗве уесӗнчи 166 чӑваш тара кӗнӗ. Вӗсене тӳрех 7 тенкӗ аванс тыттарнӑ, ҫулталӑкра 18 тенкӗ тӳлеме пулнӑ (авансӗ те унта кӗнӗ). Ӗҫленӗ-ӗҫленӗ пирӗн асаттесем... Ҫулталӑк ҫапла иртнӗ. Хайхи киле таврӑнас тенӗ те — савут хуҫисем ямаҫҫӗ иккен. Укҫине те тӳлемеҫҫӗ. Тепӗр май каласан вӗсене чура шайӗнчех тытнӑ пулас. Ҫапла май 1755 ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне савут хуҫисем чӑвашсене 1749 тенкӗ парӑма кӗнӗ. |
Культура
![]() Иркутск облаҫӗнчи Успенский-3 поселокри культура ҫуртӗнче «Телей» тата «Юрай» чӑваш ансамблӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Нумая пулмасть культура ҫурчӗпе учреждени пуҫлӑхӗ Татьяна Прокопчук «Ял тӑрӑхӗнчи культура чи лайӑх учрежденийӗпе ӗҫченӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Апла пулсан, ҫавӑнта чӑваш ансамблӗсем аван ӗҫленин тӳпи те пур тесе шухӑшлама юрать. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурсра ҫӗнтернӗ май культура учреждени хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме, музыка инструменчӗсем туянма, сцена ҫи-пуҫӗ илме пулӑшасса шанаҫҫӗ йӑхташӑмӑрсем». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |