Чӑвашлӑх
![]() t.me/pcheb_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк «Паха тӗрӗ» фабрика нумаях пулмасть «Акатуй» коллекципе паллаштарнӑ. Асӑннӑ коллекцири ҫипуҫсем — куллен тӑхӑнмалли тумтир мар. Капӑр ҫипуҫа фабрика ӑстисем уявсенче тӑхӑнма пултӑр тесе хатӗрленӗ. Коллекцие хатӗрлеме тӑван халӑхӑмӑрӑн анлӑ сарӑлнӑ, паянхи кунччен упранса юлнӑ йӑлисенчен пӗри, Акатуй, хистенӗ. Чӑваш эрешӗллӗ тумтирте тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян историйӗ ҫырӑннӑ. Уява тухмалли тумтир тӗрлӗ тӗрӗпе тата эрешпе уйрӑмах пуян пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kartinkin.net сӑнӳкерчӗкӗ Мари Элта пурӑнакан арҫын трактор утянма хӑтланса 490 пин тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланнӑскер пирӗн республикӑри Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче вӑл ял хуҫалӑх техникине сутасси ҫинчен пӗлтерӳ курнӑ хыҫҫӑ ҫав номерпе шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын трактор пурри ҫинчен пӗлтернӗ, пырса курма сӗннӗ. Трактор Етӗрне районӗнчи пӗр ялта-мӗн, анчах хуҫине пӗлтерме хушман, вӑрттӑн пырса пӑхма сӗннӗ, ахальлӗн йӳнӗрехпе сутма май килмӗ тесе тыттарнӑ. Каланӑ — тунӑ. Мари Эл ҫынни Етӗрне районне ҫитсе трактора пӑхса кайнӑ, унтан палламан ҫынна 490 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Трактор хуҫи вара техникӑна сутма килӗшмен, эп укҫа илмен тенӗ. Укҫана илекенни, чӑн та, урӑххи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чӑвашла ҫыракан драматургсен конкурсне иртнӗ ҫултанпа ирттерме пуҫланине хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ҫав опыта ытти регионта та сарасшӑн. Кун пирки Питӗрти Александрински театрӗн директорӗ Сергей Емельянов Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа пирӗн республикӑн Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан пӗтернӗ. Вырӑс е ют ҫӗршыв классикине черетлӗ хутчен куҫариччен наци чӗлхипе ҫырнӑ хайлава сцена ҫине кӑларнине Питӗртен килнӗ хӑна питех те ырланӑ. Сергей Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, наци драматургине ҫавӑн пек майпа аталантарни ытти регионшӑн та тӗслӗх пулса тӑма тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте кӗпӗрнаттӑр парнине ҫӗнсе илессишӗн юланутҫӑсен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен юланутҫи ҫӗнтернӗ. Ӑмӑртӑва Чӗмпӗр облаҫне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Юланутҫӑсен тупӑшӑвне Тутарстанран, Сарту тата Тамбов облаҫӗсенчен пырса ҫитнӗ. 2400 метрлӑ ӑмӑртура кӗпӗрнаттӑр парнине, 87 пин тенкӗ укҫана, Евгений Матьяновӑн «Арсенал» лаши тивӗҫнӗ. Евгений — 2-мӗш категориллӗ юланутҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын дачӑра хӑйӗн кӳршине вӗлернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӳрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ, пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи суда ярса панӑ. Ҫуллахи ҫав кун 51 ҫулти тата 65 ҫулти икӗ арҫын, кӳршӗсем, Шупашкар районӗнчи сад юлташлӑхӗсенчен пӗринче эрех ӗҫнӗ. Унтан иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине тапса ҫапса пӗтернӗ. Ӑҫтан май килет, ҫавӑнтан. Йывӑр суранланнӑ арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Мая Салампи-Селендееван страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан (кун пирки эпир тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх пӗлтӗмӗр) Мая Салампи-Селендеева кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ку хыпара вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче паян ирпе пӗлтернӗ. «Хаклӑ тусӑмсем, сирӗнпе хамӑн савӑнӑҫӑма пайлас тетӗп. «Телей тӗрри» ятпа пӗрремӗш кӗнекем пичетленсе тухрӗ. Кунта та хӑш-пӗр сӑввӑмсене кӑларӑп. Редакторне, Чӑваш халӑх поэтне Раиса Васильевна Сарпие, чун-чӗререн тав тӑватӑп, ырлӑх-сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Мая. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Культура учрежденийӗсен те укҫа-тенкӗ туса илесшӗн, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересшӗн тапаҫланма тивет. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Ҫеҫпӗл картти» проект пуҫарса янӑ. Культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче театр 90 ҫул тултарать. Ҫавна май черетлӗ сезон тӗрлӗ премьерӑпа, концертпа, пултарулӑх каҫӗпе, конкурссемпе акцисемпе пуян пулӗ. «Ҫеҫпӗл карттине» спектакль курма пынӑ 14 ҫулчченхи ачасене парӗҫ. Унпа нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗччен театрти 6 спектакле 20 процент йӳнӗрех тӳлесе курма май килӗ. Карттӑна илес тесен театра ачасемпе аслисен пӗрле пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен конкурсне халалласа шӑнкӑрч вӗллисен конкурсне ирттереҫҫӗ. «Ҫӗнӗ пӳртпе» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращин администрацийӗ ирттерет. Унта шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пушӑн 15-мӗшӗччен хӑвӑр алӑпа тунӑ шӑнкӑрч вӗллине илсе килмелле. Жюри ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ номинацире палӑртӗ: чи тӗрӗс те хӑтлӑ вӗлле, чи хитре те оригиналлӑ вӗлле, чи креативлӑ дизайнлӑ вӗлле. Тӗплӗнрен ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин сайтӗнче пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Нарӑс уйӑхӗ ӑшӑ килчӗ. Халӗ вара, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшт сивӗтет. Кӗҫӗр 14-19 градус таран сивӗтӗ. Ыран 9-14 градус сивӗ тӑрӗ. Ытларикун каҫхине 20 градус сивӗ тӑрӗ. Ку эрнери чи сивӗ ҫанталӑк пулӗ вӑл. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Иккӗмӗш ҫурринче вара ӑмӑрланӗ, ӑшӑтма пуҫлӗ: юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерме пуҫлӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрласерен 2-7 градус сивӗ тӑрӗ. Канмалли кунсенче ҫил лӑпланӗ, сивӗтме пуҫлӗ. Анчах ку – уҫӑлса ҫӳремелли лайӑх ҫанталӑк кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rmi.org сайтри сӑн ЧР Цифра министерстви 543 пин те 33 тенкӗлӗх 7 аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене выляса илнӗ подрядчикӑн регионти влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатакан 10 телепрограмма хатӗрлемелле. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,8 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Тӗслӗхрен, туризм аталанӑвӗ, ял хуҫалӑх, бизнес, транспорт тытӑмӗ, культура, халӑха хӑтлӑ тавралӑх туса пани тата ытти пирки программӑсем хатӗрлемелле. Чӑваш Енри халӑхӑн 50 проценчӗ курма пултаракан телеканалсем кӑна аукциона хутшӑнма пултараҫҫӗ. Программӑн 10 минутран сахалрах пулмалла мар. Кашнине 3 хутчен кӑтартмалла. Аукцион ҫӗнтерӳҫисем программӑсене 2023 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗччен кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |