Республикӑра
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Пӗлтӗр Республика кунӗнче пӗрремӗш хут сӑра фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелесшӗн. Унӑн ячӗ - "Раҫҫейри симӗс ылтӑн" ятлӑ. Кӑҫал сӑра фестивальне ҫурла уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, унта сӑра тутанса пӑхма, сӑра вӗретмелли йӑла-йӗркепе паллашма, сӑра музейне курма пулать. Ҫавӑн пекех предприятисене экскурсие илсе каясшӑн. Аттракционсем те ӗҫлӗҫ. Фестиваль унчченхи вырӑнтах, Шупашкарти Юханшыв лапамӗнче, пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран 2 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пекки тӑватӑ уйӑх пулман. Юлашки хутчен авӑнӑн 26-мӗшӗнче талӑкра 2 ҫын вилнине палӑртнӑ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енре 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Кун пек тӗслӗхсем 1-мӗшӗнче, 4-мӗшӗнче, 5-мӗшӗнче, 22-мӗшӗнче, 23-мӗшӗнче тата паян пулнӑ. Юлашки талӑкра 62 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 5 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 51 ҫын вара сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4704 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирхи 6 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Кӑшмаш ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, пушарта 53 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ведомство ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ иртрӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче «Их имена на все времена» вӗренӳ пособийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Ю.Н. Исаев, И.В. Ядранская, А.Г. Берман, Е.В. Касимов, Ф.Н. Козлов, А.В. Кузнецов, Л.И. Михайлова (Филиппова) пухса хатӗрленӗ. Кӗнеке 14 пин те 100 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ. Вӗренӳ пособийӗ 35 урокран тӑрать. Улттӑмӗш классенче вӗренекенсем валли вара «История Чувашии и чувашского народа» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Редакторӗ – А.Г. Майорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарать. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче 12 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки сайтра маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна Чӑваш наци телевиденийӗпе, «Россия 24» каналпа, «Контактри «Олег Николаев» ушкӑнра курма пулать. Эфир вӑхӑтӗнче ӑна онлайн-мелпе хаклама май пулӗ – телефон камерине экран ҫинчи куар-кода тӗллемелле ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() virilismed.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем Евника ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ. Ача нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал ята вӗсем юлашки икӗ ҫулта тӗл пулман. Евника Авалхи Греци ячӗ, «ырӑ ҫӗнтерӳ» тенине пӗлтерет. Ку ята Библире те асӑннӑ. Вӑл иудеянка, Павӑл апостолӑн Тимофейӑн амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Юхма Мишши ҫыравҫӑн тата тепӗр хайлавӗ тӑрӑх спектакль хатӗрлеме пуҫланӑ. Ҫавна май иртнӗ эрне вӗҫӗнче республикӑна Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ Наци драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, паллӑ режиссёр Борис Манджиев килсе ҫитнӗ. Унччен вӑл чӑваш театрӗнче Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» романӗ тӑрӑх спектакль лартнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче хальхинче «Шурҫамка» повеҫе суйласа илнӗ. Ӑна куракан патне епле илсе ҫитернине спектакле сцена ҫине кӑларсан пирӗнтен кашниех хаклама пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Иртнӗ шӑматкун, кӑрач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Йӗп ҫинчи хӗвел» велоюхӑм хастарӗсем ВелоБала пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Николай Плотников халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. ВелоБалта пӗлтӗрхи велосезона пӗтӗмлетнӗ тата тӗнче чемпионӗ, Олимп вӑййисен чемпионӗ Валерий Ярды ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. ВелоБал ирттерме Маунтинбайк центрӗн тата Чӑваш Республикин Велоспорчӗн федерацийӗ те пулӑшнӑ. Велопатша тата велопатша майри тесе В. Чугарова тата Е. Пашковӑна йышӑннӑ. Уяв каҫне Августа Уляндина тата унӑн «Ярды» фолк-ушкӑнӗ, Валентина Телей юрӑҫ тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл 105 ҫулхине уявлӗ. Шӑпах ҫав кун, шӑп та лӑп 105 ҫул каялла, Хусанта Александр Островский пьеси тӑрӑх «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» чӑвашла спектакль лартнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та чӑваш театрӗн сулмаклӑ кун-ҫулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче теарта юбилей ячӗпе савӑнӑҫлӑ каҫ иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — театр историйӗпе кӗскен паллаштарни, хӑнасен саламӗ, культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсене тӗрӗ наградӑпа чыслани, спектакльсенчи сыпӑксем, юрӑ-ташӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Вӗренӳ
Журналист шухӑшӗ Пушӑ вӑхӑт нумай та пенсире, тепӗр чух Интернета кӗрсе тӗрлӗ хыпарпа паллашатӑп. Ӗлӗкрех алран кӗнеке каймастчӗ, халӗ эрнере пӗрре тытатӑп-и ӑна, ҫук та-и...Хам юратакан кӗнекесене темиҫе хут та вуласа тухнӑ, хальхи нумай ҫыравҫӑн хайлавӗ вара чуна пырсах пӗтмест. Тӑван ҫӗршыва, атте-аннене, хамӑр ҫуралса ӳснӗ тавралӑха юратма хистекен —хавхалантаракан произведенисем питӗ сахал. Патриотизм теми халӗ «модӑра» мар: чӑн малти вырӑнта—укҫа, укҫа, укҫа... Ас тӑватӑп-ха, журналистсемпе ирттерекен тӗл пулусенче те пире: «Ҫамрӑксене укҫа тума вӗрентекен статьясем ытларах ҫырмалла, паян тӗп вырӑнта предприниматель пулмалла», — тетчӗҫ. Пӗр пысӑк пуҫлӑх вара шавах хӑй ача чух пасарта ҫырла сутса укҫа тунипе мухтанатчӗ. Пуҫларӑмӑр вара ҫырма: районти пӗр предприниматель те хаҫатра вырӑн йышӑнмасӑр юлмарӗ пулмалла. Пӗрремӗш страницӑра— суту-илӳҫӗсен пысӑк портречӗ, иккӗмӗшӗнче — ун ҫинчен мухтаса ҫырнӑ очерк е тӗрленчӗк, виҫҫӗмӗшӗнче — интервью... Капла хирӗҫлесе ним те калас теместӗп-ха эпӗ: хальхи саманара укҫа патша вырӑнӗнче пулни вӑрттӑнлӑх мар. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |