Культура
![]() Валентин Фёдоров. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн Анисим Асламасӑн музыкипе «История Нарспи» (чӑв. Нарспи историйӗ) балет лартма хатӗрленеҫҫӗ. «Нарспи» поэма — чӑннипех те вилӗмсӗр шедевр. Ҫӗр ҫул ытла вӑл хайлав ҫынсен чунӗсене тыткӑнлать. Театрта унччен Григорий Хирпӳ музыкипе «Нарспи» опера лартнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ валли театр художникӗ Валентин Фёдоров костюмсен пӗрремӗш эскизӗсене, ӗҫ декорацийӗсене хатӗрленӗ. Маларах ҫав художник «Нарспи» оперӑпа мюзикл лартнӑ чух художник-постановщик пулса тӑрӑшнӑ. Спектакле СССР халӑх артисткине, Шупашкарта ҫуралнӑ Надежда Павловӑна халаллӗҫ. Ӗҫе сцена ҫине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларма палӑртнӑ. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XXVII балет фестивальне уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() президентскиегранты.рф сайтран илнӗ cӑнӳкерчӗк Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвне Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Асӑннӑ учреждени 2023 ҫулхи конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурса пӗтӗмлетме пухӑннӑ координаци комитечӗн ларӑвне РФ Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко ирттернӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне 4 миллиард та 291 миллион тенкӗ ӑсанӗ. Унпа коммерципе аппаланман 1845 организаци усӑ курӗ. Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн 8-мӗш филиалӗ — М. Шумилов ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ «Ырӑ хӗлхемӗ: ыттисенчен расна ачасем валли БиблиоНяня» проектпа конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Чӑваш Енри журналистсем харӑсах икӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ: Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене. Ҫавна май вӗсене Олег Николаев Элтепер саламланӑ. «Чӑваш Ен аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене туллин ҫутатса тӑрассине хастарлӑн тата пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа эсир кирлӗ ӗҫ тӑватӑр – республикӑра пурӑнакансемпе влаҫ органӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑратӑр. Хальхи ҫӗнӗ хыпарсен, шухӑшсен, хаклавсен йышлӑ юхӑмӗнче вулакана тата куракана тӗрӗс информацие суйласа илме тата тӗрӗс ӑнланма сирӗнсӗр пуҫне урӑх кам пулӑшма пултарӗ? Вулакансемпе куракансем тата итлекенсем сире ӗненеҫҫӗ, итлеҫҫӗ тата сума суса хисеплеҫҫӗ. Ку шутсӑр пӗлтерӗшлӗ япала», — тесе каланӑ Олег Николаевӑн саламӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан Роман - опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ. Хальхинче вӑл велосипедпа Латинла Америкӑна парӑнтарма шутланӑ. Роман раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канашра Мускава каякан пуйӑса ларса вӗҫтернӗ. Унччен вӑл ПЦР-тест панӑ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче Роман Венесуэлӑра анса ларнӑ. Каракасра вӑл велосипед туяннӑ та ҫулҫӳреве кайнӑ. Халӗ вӑл Колумбире. Роман Кӑнтӑр Америкӑна курса ҫаврӑнасшӑн. Пирӗн ентеш пӗр пин ҫухрӑм парӑнтарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Вӗрентекенпе вӗрентӳҫӗ ҫулне паллӑ тунӑ май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 20 ҫул хушши ректорта ӗҫленӗ Лев Пантелеймонович Кураков (1943-2020) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерме Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче пухӑннӑ. Музейри аса илӳсен каҫӗ «Малашлӑха талпӑннӑскер» ятпа иртнӗ. Лев Пантелеймоновичӑн хисеплӗ ятсемпе премисемсӗр пуҫне Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми те пулнӑ. Ҫак премие ӑна И.Я. Яковлев ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑх тата педагогика эткерлӗхне халӑхра анлӑ сарас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн тата халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Патриархӑмӑр ҫуралнӑранпа 150 ҫулхине паллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1998 ҫулта панӑ. Аса илӳсен каҫне Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе (директорӗ - Валерий Туркай) пӗрле йӗркелесе ирттернӗ. Йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама пӗлнишӗн, ӑса вӗрентнӗшӗн Л.П. Куракова кашниех ӑшшӑн тав туса аса илнӗ. |
Республикӑра
![]() Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче авари пулнӑран ҫынсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет. Авари бригадисем ҫийӗнчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пилӗк объектра, 1361 килте (вӗсенче 2953 ҫын пурӑнать, ҫав йышра – 630 ача) электричество пулман. Ӗнерхи 16 сехет тӗлне тӑватӑ ялти ҫынсем электричествӑсӑр ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() krolikidv.ru сайтри сӑн Кӑҫал пӗрремӗш эрнере пахча ҫимӗҫ тӑрук хакланнине палӑртнӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, помидор хакӗ 28,8 процент ӳснӗ, хӑяр – 19,7 процент, кишӗр 17 процент хакланнӑ. «Борщ пӗҫермелли хатӗр» те хакланнӑ. Сухан, хӗрлӗ кӑшман, ҫӗр улми, купӑста хакӗсем хӑпарнӑ. Чӑвашстат пан улмипе банан хакӗсене кӑна тишкерет. Пан улми – 2,7 процент, банан 3,9 процент ӳснӗ. Ытти ҫимӗҫ хакӗ питех улшӑнман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен…» кӗнеки 1000 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. Ку хыпара издательство ӗнер пӗлтернӗ. Улькка Эльмен 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нурӑсри тата Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулсенче, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, «Капкӑн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уҫӑ пӗрлешӗвӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра – «Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Мадригал» академи камера халӑх хорӗ «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи ята тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне ҫапла хисеплӗ ят парасси калкан приказа ҫӗршывӑн Культура министерстви кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ. «Мадригал» хора 1984 ҫултанпа РФ тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫсей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Хор обществин пайташӗ Нина Пирогова ертсе пырать. Халӑх коллективӗ ята ушкӑн 1988 ҫултах тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗ нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май унта «Музея экспонат парнеле» акци малалла пырать. Унпа килӗшӳллӗн, музея кивӗ япаласене парнелеме пулать. Ҫав йышра – сайра тӗл пулакан кӗнекесем те, тимӗр укҫасем те, сӑнӳкерчӗксем те, документсем те. Акци нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ, чи интерелӗ экспонатсен хуҫине музея пӗр ҫул тӳлевсӗр ҫӳремелли абонемент парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |