Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Мускаври театр критикӗсем килнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӗсем пӑхнӑ спектакльсем хушшинче Чӑваш академи драма театрӗн «Шуйттан чури» драми те пулнӑ. Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗн театр эткерлӗхӗн комиссийӗн председателӗ Дмитрий Родионов Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ май «юлашки ҫулсенче курнӑ чи лайӑх этнос постановки» тесе каланӑ. Ӗҫ паянхи кунпа килӗшсе тӑнине те вӑл палӑртса хӑварнӑ. Этнокультура – тӗнче бренчӗ-ҫке. Ҫӗршыври паллӑ театроведсене декораци те, артистсен тумӗ те килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Наталия Сергеева режиссёр массӑллӑ сценӑсемпе ӗҫлеме пултарнине, асра юлмалла сӑнарсем хатӗрленине асӑрханӑ. Спектакльте вылянӑ артистсенчен Елизавета Хрисанфовӑпа (Эрнук) Алексей Герасимова (шуйттан) уйрӑмах ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор нумаях пулмасть вырӑнти «Сӑрнай» ушкӑна «курма-итлеме кайнине» «Контактра» пӗлтернӗ. Вӑл пултарулӑх коллективӗн пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Постра, пӗрремӗшӗнчен, фонограмма янӑратни пирки палӑртса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, артистсен тумӗ аптӑратса янӑ. «Тавах Турра, юлашки вӑхӑтра тухья тӑхӑннӑ кинемейсем сайра курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫула кайнӑ, хайсене тата тӑван халӑхӑн йӑла-йӗркине хисепе хуракансем пуҫа хушпу тӑхӑнса тухма тӑрӑшаҫҫӗ халӑх умне. Анчах та хальхи тумсем авалхи тӗнче тӗлӗнтермӗш тумсене ҫитеймеҫҫӗ темшӗн. Кунта, паллах, «кризис самобытности» текен пулӑмӑн витӗмӗ палӑрать. Паллах, сцена ҫине тухма кӗмӗл шӳлкеме никамах та тумасть пуль… Анчах та хӑш-пӗр тумтирӗ ҫӑм чӑлхапа ялтӑркка калушпа меллӗрех курӑннӑ пек туйӑнать… Ютран килнӗ тӗрӗсем хамӑрӑнлӑха шӗветсе, хакне чакарса, аваллӑха улӑштарса пыраҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Виктор Аванмарт. Кунсӑр пуҫне тата: «Руслан» керменти «Сӑрнай» уявӗнче хыҫалти экран ҫинчи эрешсем «чӑвашсен пек», анчах интернет тетелӗнче кун пек эрешсене вырӑссен тесе палӑртаҫҫӗ. Эпир вара вӗсене уйӑрма те маннӑ пулас…», — пӑшӑрханса палӑртса хӑварнӑ Виктор Аванмарт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ГИБДД сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑннӑ. Инкек 14 сехет иртсен пулса иртнӗ. 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус дистанцие пӑхӑнман пирки малта пыракан 44-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ. Троллейбуса 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ. Инкек вӑхӑтӗнче троллейбус салонӗнче 15 пассажир пулнӑ, маршруткӑра — ҫиччӗн. Маршруткӑра ларса пынӑ 38 ҫулти хӗрарӑма тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Анчах пульницӑра выртмаллах аманман вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ветеранӗ Людмила Теплова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 85 ҫулта пулнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫӗн 44 ҫулне педагогика университетне халалланӑ. Вӑл биологи наукисен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Республикин халӑх вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, республикӑн хисеплӗ экологӗ пулнӑ. Людмила Петровна 1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшенче Шупашкарта ҫуралнӑ.1961 ҫулта Чӑваш пединститучӗн биологипе хими факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1965 ҫулта – СССР Наукӑсен академийӗн Хусанти филиалӗн Биологи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Екатерина Кузьмина. minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Екатерина Кузьминана ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Чувашинформ.рф» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, Екатерина Кузьмина министр заместителӗ пулса 3 ҫул ытларах ӗҫленӗ – ку должноҫре вӑл 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Вӑл малашне те министерствӑрах ӗҫлӗ, анчах приватизаци пайӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
ppt-online.org сӑнӳкерчӗкӗ Килес ҫул пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ май республикӑра ҫӗнӗ акци пуҫарса янӑ. «Вышитый оберег для каждого ребенка Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри кашни ача валли тӗрленӗ сыхлӑх) ят панӑскере ҫамрӑксемпе ачасен хальхи вӑхӑтри этноҫипуҫӗн ҫӗнӗ коллекцийӗпе паллаштарнӑ чухне пӗлтернӗ. «Чӑваш Еншӗн тӗрӗ питех те пӗлтерӗшлӗ, вӑл хамӑрӑн халӑхӑн авалхи вӑй-халӗпе – ҫыхӑнтарать. Чӑваш тӗррин эрешӗсенче ӑсчахсем руна ҫырулӑхӗнчен юлнӑ йӗрсене кураҫҫӗ», – тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта троллейбус ҫуннӑ. Вӑл 6-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Троллейбус кивви мар, ҫӗнниех. Вӑл "Олимпийский" чарӑну патне ҫитсен ҫунма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем те пулнӑ. Ҫынсем салонран тухнӑ. "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм троллейбус тӑрринче курӑннӑ. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр туянмашкӑн 5,2 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Унпа вӗсем Ҫӗрпӳре икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ. Волковсем 8 ача ӳстереҫҫӗ. Ҫӗрпӳне куҫса килни вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатнӑ. Кӗҫӗн ачисем ача пахчине кайнӑ, аслисем халь вӗренӗве чӑрмавсӑр ҫӳреҫҫӗ. Кашни ачан тенӗ пек килте пӳлӗм пур халӗ. Волковсем 12 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланать. Вӗсем ҫывӑхри ҫӗре тара илсе выльӑх-чӗрлӗхпе малалла ӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрне тӗпрен юсама палӑртнӑ. Унта никӗсне тата цоколе ҫӗнетесшӗн. Проекта Экспертиза тата строительствӑра хак тӑвакан центр пӑхса тухнӑ. Проект документацине "Форс" ӑслӑлӑхпа производство фирми хатӗрленӗ. Палӑртмалла: Чӑваш патшалӑх драма театрне 1918 ҫулта пуҫарнӑ. 1933 ҫулта академи ятне панӑ, 1959 ҫулта - К.В.Иванов ятне. Халь театр вырнаҫнӑ ҫурта 1961 ҫулта уҫнӑ. 1993 ҫултанпа вӑл культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Октябрӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗсенче асап тӳснисене асӑнмалли кун ҪАПЛА каласа, куҫҫуль юхтарса йӗнӗ Дарья Трофимова хӑйне тытса кайма килнӗ милиционерсем умӗнче. Анчах йӗни те, тархаслани те пулӑшайман: ҫуркуннехи ҫав каҫ Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи 5 ҫынна конвойпа Улатӑр тӗрмине илсе кайнӑ. Дарья Трофимова та — 27-ри тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ — икӗ ҫулти тата ултӑ уйӑхри ачисене куҫҫульпе йӗпетсе инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |