Пӑтӑрмахсем
ukhtagrad.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче пӗр хӗрарӑм суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче усал сӑмахпа перкелешме тапранса кайнӑ. 42 ҫулти хӗрарӑма кӗҫӗн суд приставӗ асӑрхаттарнӑ-ха, анчах кӑмӑлсӑр хӗрарӑм хӑйӗн тарӑхӑвне шӑнӑҫтарайман, ҫавна вӑл усал сӑмахпа палӑртнӑ. Каланине итлемен ҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Хӗрарӑма е штрафлама, е 15 талӑк таран хупса хума пултараҫҫӗ. Сӑмах май каласан, влаҫ ҫыннине кӳрентерсен е ӑна хирӗҫ тӑрсан пуҫиле майпа та явап тыттарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри муниципалитетсен ертӳҫисен ӗҫне соцсетьсем тӑрӑх хаклама тытӑнӗҫ. Кун пирки республика Этеперӗ Олег Николаев ҫак эрнере ирттернӗ канашлура асӑрхаттарса хӑварнӑ. Хамӑр енчен ҫакна палӑртмалла: влаҫ органӗсен тӗнче тетелӗнче хастар пулмалли пирки федераци шайӗнчех йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑх тата вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ 270-мӗш номерлӗ саккуна улшӑну кӗртрӗҫ. Пирӗн республикӑра тӳре-шаран соцсетьсенчи хастарлӑхне кашни квартал вӗҫленмессерен хак парӗҫ. Паянхи куна илсен муниципалитетсен мӗнпур ертӳҫин аккаунтсем пур. Вӗсем пуҫлӑхсене халӑхпа тӳрӗ диалог йӗркелеме тата аудиторипе ҫывӑх пулма пулӑшаҫҫӗ. Хула ертӳҫисенчен Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев, Улатӑрти Денис Трифонов, Ҫӗнӗ Шупашкарти Дмитрий Пулатов, Шупашкарти Денис Спирин; районсенчен Тӑвайӗнчи Владимир Михайлов, Ҫӗрпӳри Сергей Беккер, Вӑрнарти Андрей Тихонов уйрӑмах хастар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Мӑшӑрӗпе Нина Вагапова педагог-хореографпа. sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Арслан Вагапов хореографӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ. «Вечер, посвященный 85-летию А.С. Вагапова. В мире танца» (чӑв. А.С. Вагаповӑн 85 ҫулхине халалланӑ каҫ. Ташӑ тӗнчинче) ят панӑ ӑна. Арслан Степанович балетмейстер тата педагог 1937 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Ачалӑх ҫулӗсем унӑн Урал тӑрӑхӗнче иртнӗ. 1966 ҫулта Питӗрте балетмейстера вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Тутарстанра, Коми Республикинче тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Англи тата Польша ҫӗршывӗсенче вырӑс ташшин ӑсталӑхне вӗрентнӗ. 1973–1975 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл халӗ те лара-тӑра пӗлмест, артистсемпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
pikabu.monster сайтри сӑн Республикӑра эрне варринче пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Чӑнах та пулӗ-ши? Паян Мускавра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. "Чӑваш Енри ҫанталӑк" проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем Чӑваш Еннелле килеҫҫӗ. Ҫавна май ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх питӗ пысӑк пулӗ. Пралуксем, йывӑҫсем пӑрланса ларма пултараҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫил те кас-кас вӑйланӗ. Каҫ енне термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ, ҫумӑр ӳкме пуҫлӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр кӑнтӑр енчи районсенче ытларах ҫума пултарӗ, Шупашкар енче вара юр ӳкӗ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Шупашкарти «Чӑн чӑваш» клуб хастарӗсем республикӑн тӗп хули тӑрӑх ҫӳресе урамсемпе чарӑнусен ячӗсене чӑвашла епле куҫарнине тӗрӗсленӗ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Хастарсем хальлӗхе пӗтӗм хула тӑрӑх ҫаврӑнса ӗлкӗреймен-ха, апла пулин те вӗсем сахал мар йӑнӑш асӑрханӑ. Сӑмах май, Ленин проспектӗнчи 44-мӗш ҫурт ҫине «проспекТчӗ» тесе ҫырса хунӑ. Карл Маркс урамӗнчи объектсенче «К. Маркса урамӗ» тесе ҫавӑрттарса хунӑ. Ярославль урамӗнчи 39-мӗш ҫурт ҫинче Ярославль урамне 1884 ҫулта хула ячӗпе ят панине шута илмен, ҫын хушамачӗ тенӗ курӑнать. Ҫавна май «Ярославский урамӗ» тесе куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш журналистикин тата педагогикин ветеранӗ, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Карягин пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫавна халалласа унӑн вӗренекенӗсем, пӗрле ӗҫленисем, ентешӗсемпе тӑванӗсем астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннӑ. Сергей Карягин Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «1976-мӗш ҫултан 2002-мӗш ҫулччен Сергей Карягин «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра корреспондент, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлне тарӑннӑн ҫутатса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Енри «Астӑвӑм» кӗнекене тата "Патӑрьел районӗн энциклопедине" кӑларас тата пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Хаш регионта ытларах ҫӗрулми ҫиеҫҫӗ? Ҫакна Маристат тӗпченӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарар. Маристат пӗлтӗрхи кӑтартӑва тишкернӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын ҫулталӑкне вӑтамран 139 килограмм ҫӗрулми ҫиет. Мари Элте вара ку пахча ҫимӗҫе тата ытларах килӗштереҫҫӗ – унта ҫулталӑкне вӑтамран 148 килограмм ҫиеҫҫӗ. Чӑваш Ен танлаштарӑмра – иккӗмӗш вырӑнта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫал кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче 13 пин те 43 ҫын Чӑваш Енрен кайнӑ. Вӗсен йышӗнчен 8531-шӗ ют региона куҫнӑ, 4512-шӗ чикӗ леш енне каҫнӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чикӗ леш енне кайнисен 72 проценчӗ СНГ ҫӗршывӗсене суйланӑ. Ҫак тапхӑрта региона 10345 ҫын килнӗ. Вӗсенчен 8065-шӗ – Раҫҫейӗн субъекчӗсенчен, 2280-шӗ – ытти ҫӗршывран. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫалхи 9 уйӑхра миграцие пула регионта 2698 ҫын сахалланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын контрафактлӑ пирус сутнӑ тесе вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Региона контрафактлӑ пирус кӳрсе килнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тупса палӑртнӑ. Маркӑламан ҫак продукцие электрон пирус упаковкинче лавккасенче сутнӑ. Вӗсене сутмашкӑн вара маркировка кирлӗ мар. Украинӑри арҫыннӑн тата Куславккапа Патӑрьел районӗсенчи ҫынсен куншӑн явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
© globallookpress.com Индонезири Ява утравӗ ҫинче 5,6-мӗш магнитудӑпа ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ, вилнисен шучӗ хальхи вӑхӑтра 162 ҫынпа танлашать, ҫав вӑхӑтрах ҫӑлавҫӑсем чӗрӗ юлнисене шырама пӑрахмаҫҫӗ. Малтанхи ҫӗр чӗтренӗвӗ тата ун хыҫҫӑнхи ҫӗр айӗнчи чӗтренӳсем вӑхӑтӗнче Джакартӑн тӗп хулинчен 75 километрта вырнаҫнӑ Чанджур хулинче ҫуртсем ишӗлсе анни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗр чӗтренӗвӗ ҫӗр ҫийӗнчен 10 километр тарӑнӑшӗнче пулса иртнине регистрациленӗ, афтершоксем Джакартӑпа Бандунгра та сисӗннӗ. Ишӗлчӗксем айӗнче халӗ те ҫынсем пур, ҫавӑнпа вилнисен шучӗ ӳсӗ тесе шутлаҫҫӗ. Рейтер агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр чӗтреннине пула 2200 ҫурт арканнӑ, 5300 ытла ҫын шар курнӑ (700 ҫын аманнӑ). Сейсмологи тӗлӗшӗпе палӑракан регионта ҫӑлав ӗҫӗсене хальхи вӑхӑтра ҫӗр йӑтӑнса анас хӑрушлӑх пуррине пула чарса хунӑ. Ҫӗр чӗтреннипе тата йӑтӑнса аннине пула инфраструктура сиенленнӗ, районта электричествӑпа ҫыхӑну ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |