Хулара
sueveriya.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ серепине лекнӗ. Лешӗ унран укҫа сӑптӑрнӑ. Хӗрарӑм юмӑҫ патне авӑн уйӑхӗнче ҫырнӑ. Вӑл арҫынна юратнӑ, лешӗ вара – ҫук. Хайхи юмӑҫ ӑна малтан питне ӳкерсе яма ыйтнӑ, унтан – ҫарамасланса пӗтӗм кӗлеткине. Ку диагностика тума кирлӗ имӗш. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах кайран ӑна ҫав юмӑҫ сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратса укҫа ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӑна 23 пин тенкӗ куҫарса парсан тин полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
"Осторожно, Москва" сайтри сӑн 22 ҫулти Чӑваш Ен хӗрӗ, Мускавра пурӑнаканскер, лотерейӑра 56 миллион тенкӗ илнӗ. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет. Екатерина Чучелина Мускаври пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Нумаях пулмасть вӑл занятире ларнӑ чухне онлайн мелпе темиҫе лотерея билечӗ туяннӑ. Унта задани ҫапларах: пӗтӗм хисепе пӗлмелле е пӗрне те пӗлмелле мар. Екатерина нихӑшне те тӗрӗс тупайман. Ҫапла вӑл 56 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Екатерина ку укҫапа пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянасшӑн. Унтан автошкулта вӗренесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ҫанталӑк ӑшӑрах-ха, ирхине ҫумӑр пекки те вӗтӗртетрӗ. Ыран-паян ҫавӑн пекех пулӗ. Шӑматкун каҫхине тӗтре карса илӗ, ирпе ҫеҫ сирӗлӗ. Кун хыҫҫӑн вара сивӗтме тытӑнӗ. Тунтикун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20 градус таран сивӗтме тытӑнӗ, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ пулӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та сивӗ ҫанталӑк раштавӑн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Етӗрнере санитари вертолечӗ валли лапам тума пуҫланӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтермелле. Пӗлтӗр Етӗрне тӑрӑхӗнче 70 пациента пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ. Вӗсене транспортпа илсе кайнӑ. Анчах пур пациент та кун пек чухне ҫула чӑтса ирттереймест. Уйрӑмах - выртакансем. Ҫитес ҫул Етӗрнере ку енӗпе лару-тӑру лайӑхланмалла, пациентсене санавиаци илсе ҫӳрӗ. Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче республикӑра санавиаципе 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальлӗхе вертолет вӗҫме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Патӑрьел районӗнчи полицейскисем пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсене тасатма пулӑшнӑ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе тата ҫил вӑйлӑ вӗрнипе "Шӑмӑршӑ - Суйкӑн - Алтышево" ҫул ҫинче йывӑҫем, туратсем ӳкнӗ, машинӑсене ҫӳреме чӑрмантарнӑ. Патӑрьел районӗн полицейскийӗсем бензопӑчкӑ тытнӑ та ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫапла вӗсем ҫак ҫулпа ҫӳрекен водительсем валли ҫула тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса самай шар кӑтартнӑ. Паян ир тӗлне 9 районти 43 ял ҫутӑсӑр пулнӑ. Вӗсенче 6876 кил. Ҫав пӳртсенче 13737 ҫын пурӑнать. Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 22 объектра ҫутӑ ҫук. Ҫав вӑхӑтра аварисене пӗтерес тесе 25 бригада ӗҫленӗ. Паян 14 сехет тӗлне 10 районти 33 ялта электроэнерги пулман. Хальхи вӑхӑтра аварие сирекен 35 бригада ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнче агрофирмӑра гараж боксӗ ҫунма тытӑннӑ. Унта МТЗ-1025 трактор, ял хуҫалӑх техникин саппасӗсем ларнӑ. Пушарта вӗсем сиенленнӗ. Ҫулӑма часах, 1 сехетрен, сӳнтернӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ӑна кӳршӗ склад ҫине куҫма паман. Унта вара 300 тонна тырӑ упранать. Патӑрьел районӗнче Сител ялӗнче экскаватор-пугрузчик ҫуннӑ. Ҫулӑм мотор отсекне, машина кабинине сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Амӑшӗсен кунӗ умӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ амӑшӗсене саламланӑ, нагарадӑсем панӑ. РФ Президенчӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Ҫӗмӗрлери Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Элӗк районӗнчи Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Геннадипе Вера Яковлевсем тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин «Анне» паллине Шупашкарти Ирина Васильевӑпа Наталья Шилова, Ҫӗмӗрлери Марина Ветликова, Элӗк районӗнчи Полина Ефремова, Красноармейски районӗнчи Вера Владимирова, Вӑрмар районӗнечи Елена Павлова, Ҫӗмӗрле районӗнчи Зоя Харитонова, Шупашкар районӗнчи Мария Изванова илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана ӗҫрен кӑларнӑ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министра РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫын хӑй ӗҫрен каяс шухӑш тытнӑ. Коми Республикинчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ Кристина Майнинана министр тивӗҫне пурнӑҫлама пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
КПРФ депутачӗ Александр Андреев Шупашкар хула администрацине хулари пӗр урама Иосиф Сталин ятне пама сӗнсе ыйтупа тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ патне ҫынсем ку ыйтупа пӗрре мар тухнӑ-мӗн. Тахҫан Шупашкарта унӑн ячӗпе хисепленекен урам пулнӑ. Малтан Ленин проспекчӗ Сталин проспекчӗ пулнӑ. Сӑмах май, "Ҫыхӑнура" форум ҫырнӑ тӑрӑх, 2014 ҫалта Раҫҫейре 30 яхӑн урам Иосиф Сталин ячӗпе хисепленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |