Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сайтри сӑн Паян ирхине 8 сехет те 52 минутра Шупашкарта, Пичет ҫурчӗ умӗнче, автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 101-мӗш маршртупа ҫӳрекенскер пулнӑ. Автобус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ. Юрать-ха, ҫунма тытӑнсан пассажирсем тухма ӗлкӗрнӗ. Транспорт капот айӗнчен хыпса илнӗ, питӗ хӑвӑрт ҫунса кайнӑ. Пушара пула ҫав вырӑнта троллейбус линийӗ сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() b17.ru сайтри сӑн Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ҫынсем ултавҫӑсене питӗ нумай укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе - 327 миллион ытла тенкӗ! Ку - рекорд. Пӗлтӗр полицие ултавҫӑсен серепине лекни пирки 1,5 пин ытла заявлени панӑ. Ытларах ҫынсене "банк ӗҫченӗ" тесе улталанӑ. Ун пек ултавҫӑсене шупашкарсем 163 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 217 ҫын инвестиципе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Вӗсем 76 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шупашкарти 103 ҫынна "тӑванӗ аварие лекнӗ" тесе улталанӑ. Ҫынсем ҫапла 25 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ. 80 ытла арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе ултавҫӑсене 3 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шӑпӑрлансем валли чӑвашла пособи хатӗрлесшӗн. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсенче ӗҫлекен педагогсем валли семинар иртнӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсем валли чӑвашла пособи хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ача пахчисенче маларах эпир асӑннӑ институт 2019 ҫултанпа «Родной язык – язык матери» (чӑв. Тӑван чӗлхе — амӑшӗн чӗлхи) регионти проекта аталантарать. Ҫавна май чӑвашла меслет пособийӗсем хатӗрленӗ. Семинарта шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентме пособи хатӗрлеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Шевченко урамӗнчи общежитире кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушар тухнӑ хыҫҫӑн килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ. Инкекре 19-ти хӗр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗтернӗччӗ-ха. Шар курнисене бюджетран 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ӑна илме пурӗ 120 ҫын заявлени ҫырса панӑ, анчах вӗсенчен 79-шӗ ҫеҫ хальлӗхе укҫана илнӗ. Ыттисем кирлӗ документсене тӑратса ҫитермен-мӗн. Инкек общежитири пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑннӑ ӳсӗр арҫын пирус туртнине пула тухнӑ иккен. Халӗ ҫынсем вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн шыраҫҫӗ. Хула ертӳҫисем сӗннӗ хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнма условисем начар иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисне палӑртнинчен ҫур ҫул кая юлса уҫнӑ. Ӑна 2022 ҫулхи ҫуллах хута яма палӑртнӑ, анчах официаллӑ майпа уҫни пирки раштав уйӑхӗнчи юлашки ӗҫ кунӗнче ҫеҫ пӗлтернӗ. «Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ офиса тума тытӑничченех ӗҫсем йывӑррӑн пынӑ. Строителе палӑртма аукцион пилӗк хутчен ирттернӗ, ӗҫе пуҫӑнма килӗшекен подрядчик улттӑмӗш хутӗнче ҫеҫ тупӑннӑ. Халӗ ҫав офисра ҫутӑ тата шыв ыйтӑвне тӗппипе татса паман, штата йӗркелесе ҫитермен. Объекта санитарка ҫеҫ пырса ҫӳрет-мӗн. Кун пирки иртнӗ эрне вӗҫӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен ертӳҫисем Сӑр чиккипе ҫыхӑннӑ хыпарсемпе паллаштаракан сайт йӗркелеме 3,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 740 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ. Асӑннӑ информаци ресурсне 2021 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Сайта йӗркелеме тата тытса тӑма укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ. Пӗрремӗш контракта виҫӗ ҫуллӑха (2020 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен) алӑ пуснӑ. Ҫав вӑхӑт иртсен тепӗр хутчен конкурс ирттернӗ, хальхинче 740 пин тенкӗпе Хабаровскри «Веб Нова» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Сайта, сӑмах май, Хабаровскри тепӗр компани йӗркеленӗ. Сайта уйӑхра 10 хыпартан кая мар, ҫулталӑкра 12 лонгридран кая мар вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Олег Алексеевич унпа ҫывӑх вӑхӑтра паллаштарма палӑртнӑ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухса калаҫӗ. Хальлӗхе ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприяти ӑҫта иртесси паллӑ мар. Пӗлтӗр вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче пулнӑччӗ, унчченхи ҫулсенче - Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк 2020 ҫулта ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, чӑвашсем Мускавра уйрӑмах йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унта 17761 чӑваш тӗпленнӗ. Мускав облаҫӗнче – 17012, Тутарстанра – 14457, Чӗмпӗр облаҫӗнче – 12101, Чулхула облаҫӗнче – 9030, Питӗрте – 6024, Самар облаҫӗнче – 5469, Мари Республикинче – 4281, Хант-Манси автономи округӗнче-Юграра – 4103, Свердловск облаҫӗнче – 3845. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Красноярск крайӗнче 3299 чӑваш пурӑнать, Саратов облаҫӗнче – 3151, Тюмень облаҫӗнче – 3017, Краснодар крайӗнче – 2486, Ленинград облаҫӗнче – 2149, Волгоград облаҫӗнче – 2109, Тверь облаҫӗнче – 1785, Иркутск облаҫӗнче – 1766, Томск облаҫӗнче – 1697, Ямал-Ненец автономи округӗнче – 1675. Дагестанран, Чечняра, Магадан облаҫӗнче, Калмӑк Республикинче, Еврей автономи облаҫӗнче, Ҫурҫӗр Осетире, Карачай-Черкессинче, Алтай тӑрӑхӗнче, Ингушетире, Тывара чӑвашсен йышӗ 100 ҫынран сахалрах. ТӲРЛЕТНИ Ҫӑлкуҫра апла пулин те тӗрӗссипе Тутарстанра 90 пин чӑваш пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче Василий Петровӑн «Ват хӗр ҫырӑвӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Авторӑн чӗлхи илемлӗ, пуян. Паянхи писательсен те унран вӗренмелли пайтах. Сюжет тӗлӗшӗнчен темӗн анратмаллиех пулса иртмест пуль, анчах писателӗн ҫыпӑҫуллӑ чӗлхи чуна савӑнтарать, шухӑша путарать, вулакана хӑй тыткӑнне илет», — хыпарланӑ издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Паллӑ чӑваш прозаикӗн кӑларӑмне икӗ калавпа пӗр повесть кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче «Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) декоративлӑ прикладной ӳнер студийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе проект ертӳҫи Светлана Андреева паллаштарнӑ. Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисем Светлана Викторовна пулӑшнипе тӗрлесе пӑхнӑ. Вӑл вӗсене пӗр материал тепрнчен мӗнпе уйрӑлса тӑни, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пултарулӑх клубӗнчи тӗлпулусем кашни шӑматкунсерен 14 сехетрен 16 сехетчен пырӗҫ. Светлана Андреева хулари 61-мӗш шкулта та ачасемпе заняти ирттерме ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |