Республикӑра
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пассажирсене турттаракансемпе канашлу ирттернӗ. Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫӑхавсем килнӗрен пухса калаҫнӑ. Канашлӑва «Шупашкар-Ҫӗрпӳ» маршрутпа турттаракан 125 тата 173-мӗш тата «Шупашкар-Вӑрманкасси» маршрутпа турттаракан 123-мӗш маршрут хуҫисене йыхравланӑ. 173-мӗш маршрутпа кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗнӗ перевозчик ӗҫе кӳлӗнмелле пулнӑ, анчах вӑл транспорта тепӗр кунне ҫеҫ рейса кӑларнӑ. 123-мӗш тата 125-мӗш маршрутпа пӗр рейспа тепӗр рейс хушши вӑрӑм, автобуссем ҫитмеҫҫӗ иккен. Перевозчиксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк шартлама сивӗ тӑнӑ кунсенче автобуссем чӗрӗлмен, хӑшӗсем ванса кайнӑ имӗш. Владимир Осипов министр тивӗҫе йӗркеллӗ пурнӑҫламалли ҫинчен хытарсах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Следстви шухӑшӗпе, ӑна вӗлернӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Турханта пурӑнакан 53 ҫулти арҫын, ӳсӗрскер, савнӑ хӗрарӑмӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискер унпа вӑрҫӑнса кайсан мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӗрарӑм вилнӗ. Арҫын унӑн виллине тӗп сакайне пенӗ те урая паласпа хупланӑ. Тӑванӗсем хӗрарӑма шырама пуҫланӑ. Йӗрке хуралҫисем арҫын патне ҫитсен вилене тӗп сакайӗнче тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн архивӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм верандӑна, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, пурӑнмалли ҫурта та сиенлетнӗ. Шел те, «хӗрлӗ автан» ҫын пурнӑҫне татнӑ. Пушарта 1942 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Республикӑра
Ҫав тери интереслӗ: Шӑмӑршӑ хаҫачӗн редакцийӗнче хушамачӗ «С» сас паллирен пуҫланакан ҫын нумайччӗ. Кузьма Смирнов редактор, Михаил Сандиеров корректор, Анатолий Сандимиров корреспондент, Геннадий Смаев радиоорганизатор, редактор ҫумӗ, каярахпа коллектива ертсе пынӑ Иван Саландаев, ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Свеклова, Николай Семенов фотокорреспондент... Пӗр вӑхӑт виҫӗ «С» тӑрса юлтӑмӑр: Г.Смаев, Н.Семенов тата ҫак йӗркесен авторӗ. — Хаҫат кӑларма пӗр хушаматлӑ ҫын кӑна кирлӗ, — шӳтлетчӗ ял хуҫалӑх пайне ертсе пынӑ Арсений Бараев. Турӑ, чӑнах та, пур пуль ҫав, вӑл пирӗн редакцие кӳрентерес темерӗ. Хайхи нумай та вӑхӑт иртмерӗ, редактор пӳлӗмне кутамккине футбол мечӗкӗ чикнӗ, спортсменла тумланнӑ яштака каччӑ пырса кӗчӗ. — Родионов Сантӑр. Ӗҫместӗп эрех. Ӳстерместӗп кантӑр. Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ, — паллаштарчӗ хӑйпе ҫамрӑк ҫын. — Сирӗн патӑра журналистика практикине ячӗҫ. Хам эпӗ Хайпӑларан, киле ҫуранах ҫӳреме пултаратӑп. Редактор пӳлӗмӗнче планеркӑра ларакансем пурте ахӑлтатса кулса ятӑмӑр. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта темиҫе кун шыв пулманни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта башня ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемен, тепӗр кунхине пачах шыв уҫлама пӑрахнӑ. Ҫынсем ҫырма урлӑ кӗрт ашса тепӗр урама шыв ӑсма ҫӳренӗ е юр ирӗлтернӗ. Яла машинӑпа та шыв кӳрсе килнӗ. Башньӑна тӳрех юсама пуҫланӑ-ха. Анчах ҫав кунах шартлама сивӗ ҫанталӑк пуҫланнӑран ку ӗҫе каярах хӑварма тивнӗ. Халӗ Йӗкӗрварта лару-тӑру мӗнлерех-ха? Тинех халӑх сывласа янӑ. Ӗнер, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, вӗсене шыв панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Вӑл – юстицин аслӑ канашҫи Евгений Петров. Евгений Петров – Ҫӗнӗ Шупашкартан, 1977 ҫулта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ, икӗ ҫултан Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. 2018 ҫулхи ҫулларанпа вӑл Элӗк районӗн прокуратурине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Мой язык — мой народ» (чӑв. Ман чӗлхе — ман халӑх) ача-пӑчан республикӑри конкурсне ирттерет. Унта 8-14 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен тӑван чӗлхепе ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла, ҫав видеоролика (унӑн тӑршшӗ 1-2 минут пулмалла) Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне ярса памалла. Сӑвва вуланӑ чух наци тумне тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫук пулсан та тем мар. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ, 21-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() strovrusa.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерӗҫ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Асӑннӑ документра окладсен чи пӗчӗк виҫине тата ӗҫ укҫин ставкине 6 процент ӳстересси ҫинчен каланӑ. Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе яваплисен нормативлӑ документсене пӗр уйӑхра йӗркене кӗртсе пӗтермелле. Муниципалитет учрежденийӗсене те шалӑва 6 процент ӳстерсе пама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chfila.ru/afisha сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Тӑван халӑх сасси» концерт иртӗ. Ӑна курас тесен Чӑваш патшалӑх филармонине каймалла. Программӑн паха енӗ — аваллӑхри кӗвӗ-ҫемме паянхи кунпа ҫывӑхлатнӑ номерсене хаклама май пани. Композицисене хӑйне евӗр илемлетнисӗр пуҫне ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса та хитрелетнӗ, артистсем ыттисенчен расна тумпа сцена ҫине тухӗҫ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ушкӑнсем, «Дуняша Style» фолк-группа, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Турай» приключениллӗ роман пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана автор «пирӗнтен пачах урӑхла йӑла-йӗркепе, урӑх тӗнпе пурӑнакан ҫӗршыва илсе каять. Романри лару-тӑру ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи Шупашкарта пуҫланать. Турай, романри тӗп сӑнар, тӗрлӗ кӑлтӑка пула салтака, унтан Афганистанах лекет». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |