Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 12 сехетре Канаш районӗнче пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель 34 ҫулта пулнӑ. А-151 автоҫулӑн 29-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен те транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл КамАЗпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти ҫулсем ҫинче Хӗл Мучие тӗл пулма пулать. Вӑл водительсене хӑйӗн патакӗпе чарать те ҫул-йӗр правилисене пӑснипе пӑсманни пирки кӑсӑкланать. Ҫапла, ку Хӗл Мучи – полицейски. Ҫак Хӗл Мучи ҫунапа мар, машинӑпа ҫӳрет. Руль умӗнче те хӑйех. Вӑл водительсене ҫул-йӗр правилисене аса илтерет, хулленрех ҫӳремелли пирки асӑрхаттарать. Машинӑра ача пур тӑк Хӗл Мучи ӑна парне парать. Паллах, куншӑн шӑпӑрлан сӑвӑ каласа савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тухтӑрсем пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ пепкен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл кӗркунне Президент перинаталь центрӗнче кун ҫути курнӑ. Ача 610 грамм тайнӑ, 32 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Амӑшӗ ӑна 24-25 эрнере ҫуратнӑ. Пепке тӳрех реанимацие лекнӗ. Тухтӑрсем 2 уйӑх ытла унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Майӗпен ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме пуҫланӑ, ӳсме тата ӳт хушма тытӑннӑ. Каярахпа унӑн куҫне операци тунӑ. Пепкене амӑшӗпе пӗрле 3 уйӑхран киле янӑ. Ун чухне ача 2600 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() lisa.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан хӗрарӑм нумаях пулмасть 12-мӗш ачине ҫуратнӑ. Унӑн арҫын ача кун ҫути курнӑ. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет. ЗАГС ӗҫченӗсем нумай ачаллӑ амӑшне чун-чӗререн саламланӑ, пепкине сывӑ та телейлӗ ӳсме суннӑ. Аса илтерер: 10 ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсене «Амӑшӗ героиня» ята параҫҫӗ. Анчах ҫак ята илес тесен 10-мӗш ачин ҫулталӑк тултармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ял хуҫалӑхӗ
Журналист блокнотӗнчен Аллӑма ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ блокнот лекрӗ. «1977 ҫул»,— тесе ҫырнӑ малтанхи страницинче. Алфавитлӑ блокнот пулнӑ май, «А» сас палли тӗлӗнче «Айбагар» сӑмаха ҫырнине асӑрхарӑм. Чим-ха, чим, ахальтен ҫырса хуман вӗт эпӗ ӑна, мӗнле те пулин кӑсӑклӑ япала пуль ӗнтӗ. Вара 34 ҫул каяллахи путишле ӗҫе кула-кула аса илтӗм. ...Редакцирен Чӑваш патшалӑх университетӗнчен практикантка килнӗ. Питӗ маттур хӗр, темиҫе лайӑх заметка ҫырса савӑнтарчӗ те ӗнтӗ. — Уй-хир ӗҫӗсем ҫинчен ҫырас килет,— сӑпайлӑн кӑна сасӑ пачӗ студентка ирхинехи планеркӑра. — Хирӗҫлеместӗп, — килӗшрӗ унпа редактор. — Акӑ паян Чаткас енне командировкӑна каймалла. Ҫула май сана Палтиел ... хӑварӗҫ. Редакци машинине нихӑҫан та ахаль хӑваламан, пӗрре ... тухсан 3-4 колхоза ҫитме тӑрӑшнӑ. «Мир», «Искра», «Восход» колхозсен хирӗсем юнашарах та, виҫӗ корреспондент валли те ҫырмалли пур. Ӗҫсене вӗҫлесе каялла киле таврӑнтӑмӑр. Пирӗн практикантка ҫав тери савӑнӑҫлӑ, хирте ӗҫлекенсем ҫинчен очерк е тӗрленчӗк ҫырасси ҫинчен пӗлтерчӗ. |
Культура
![]() www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, чӑваш писателӗ, журналисчӗ. тӑлмачӗ Ҫӗпритун Шӑпчӑк (Спиридон Павлович Толмасов) (28.12.1897-25.11.1954) ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ. Писатель-юморист 1897 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпелте ҫуралнӑ. Иртеменкассинчи икӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухнӑ. 1913-1916 ҫулсенче Уравӑшри вулӑс кантурӗнче ҫыруҫӑ пулса ӗҫленӗ. 1916 ҫулта ӑна патша ҫарне илнӗ, империалистла вӑрҫа хутшӑннӑ. Граждан вӑрҫинче пулнӑ. Ҫарта фельдшер ӗҫне вӗреннӗ. Унтан таврӑнсан, учительте, вулӑсри ҫутӗҫ пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытма пикеннӗ. Вӑл ҫырнисем час-часах пичетленме пуҫланӑ. Малтанхи сӑвви 1923 ҫулта «Канаш» хаҫатра тухнӑ. 1927 ҫулта хастарлӑ ялкора ҫав хаҫат редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Унта литсотрудник, пай пуҫлӑхӗ, яваплӑ секретарь пулнӑ. 1935 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗн редакторӗ пулма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Антонина Мордвинова ӳнерҫӗн «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӗнеке содержанине ятӗнченех тавҫӑрма пулать. Чӑваш Енри паллӑ искусствовед кӑларӑма Анатолий Миттов художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ чӑваш художникӗ — чӑваш ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗме тивӗҫ произведенисен авторӗ. Пултарулӑх ӗмӗрӗ кӗске килсе тухнӑ пулин те вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн тарӑн йӗр хӑвармалӑх пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӗрлӗ хӑю касса тӗрлӗ объект уҫасси — тахҫантанпах пыракан йӑла-йӗрке. Раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫавӑн пек майпа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери культура ҫуртне уҫнӑ. Унччен пӗр кун маларах Комсомольки районӗнчи Тукай ялӗнче ун пек учреждение хута янӑ. Пучинкерине уҫма республика хыснинчен 44757,74 пин тенкӗ уйӑрнӑ, оборудованипе тивӗҫтерме – 4028,75 пин. Ялти клубра компьютер та; сасӑ, ҫутӑ, музыка оборудованийӗ те пур. Куракансем валли, паллах, — хӑтлӑ зал, меллӗ сӗтел-пукан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пикесем Мускавра раштав уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртнӗ вокал конкурсӗнче палӑрнӑ. «ЛУЧШИЙ ГОЛОС ЗЕМЛИ» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи чи лайӑх сасӑ) пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна 18 ҫула ҫитмен ачасем валли йӗркелеҫҫӗ. Конкурса Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче эстрадӑри музыка ӳнерӗн уйрӑмӗнче вӗренекен Мария Лукинова тата Юлия Каплина та хутшӑннӑ. Юлия Каплина II степеньлӗ лауреат дипломне тивӗҫнӗ, Мария Лукинова – III степеньлӗ лауреат дипломне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ 16 ҫулти Митрофанова Вера Витальевнӑна шыраҫҫӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе килте пулман. Вера 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Ҫав кун сӑрӑ куртка, хура шӑлавар, хура пушмак, сӑрӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле кӗрен кутамкка илнӗ. Вера Митрофанова пирки мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52, 112 е 89276667768. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |