Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Г.Н. Волков академике аса илсе... «Анчах хура кӗвӗҫӳпе Ҫав ҫӑлтӑр пуррине те мар, Ун ҫутине те йышӑнмастпӑр. Ҫӑлтӑр ҫути тарӑхтарать, Хӑйӑ ҫути – ҫырлахтарать...» Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат
Тӗнчене Чӑн Чӑваш Чунӗпе тӗлӗнтернӗ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог, академик – Кашкӑр Хуначи ҫуралнӑранпа 95 ҫул, чӗри тапма чарӑннӑранпа вара кӑҫалхи декабрь уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 12 ҫул ҫитет. Ман хамӑн Геннадий Никандровича вӑтӑр икӗ ҫул хушши пӗлсе-курса тӑнине ӗненессӗм те килмест. Хӑйшӗн те вӑл тӗлӗнмелле пулниех: «Сана, ҫап-ҫамрӑк та ӑслӑ хӗре, паянхи пекех асра тытатӑп тени ҫитмӗ, паян кунчченех куҫ умӗнче тӑратӑн тени, вырӑнлӑрах пулӗ», - тесе ҫырать вӑл мана 50 ҫул ятпа саламласа ҫырнӑ 2010-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче халалланӑ пехилӗнче. Вӑтӑр икӗ ҫул (1978-2010) академикпе ҫыхӑннӑ самантсем куҫ умне халӗ те яр-уҫҫӑн тухса тӑрса мана пӑлхантараҫҫӗ те, савӑнтараҫҫӗ те, ҫав вӑхӑтрах тарӑн шухӑша яраҫҫӗ. |
Апат-ҫимӗҫ
Яндекс.дзен сайтри сӑн Тӳре-шара юпа уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче Шупашкарта апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине тишкернӗ. 11 лавккари хаксене шута илнӗ. Юлашки эрнере ҫак ҫимӗҫсем йӳнелнине палӑртнӑ: сгущенка, консерв, макарон, ҫӑмарта, купӑста, панулми, кишӗр, рис, шӑнтнӑ пулӑ, услам ҫу, шурӑ ҫӑкӑр, сысна ашӗ, тӑвар, пулӑ консервӗ, 5 литрлӑ таса шыв. Сгущенка 42 тенкӗ таранах йӳнелнӗ, какай консервӗ - 37 тенкӗ, услам ҫу - 34 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ok.ru/batyrevska/topic/155405995818476 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗн председательне Алёна Горшковӑна Раҫҫейри хӗрарӑмсен канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. «Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн черетсӗр ХХ съезд ӗҫне хутшӑнма тӳр килнишӗн хӗпӗртерӗм. Ӑна обществӑлла организацие йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Патӑрьел районӗнчен виҫҫӗн хутшӑнтӑмӑр: централизациленӗ библиотека директорӗ Алевтина Овчинникова, район администрацийӗн социаллӑ аталану тата туризм ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ Наталия Никитина тата эпӗ. Съезд ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнса пирӗн ӗҫе тивӗҫлӗ хак пани те кӑмӑллӑ пулчӗ», — хавхаланса пӗлтернӗ съезд хыҫҫӑн Алёна Горшкова. Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗн вара Раҫҫейри хӗрарӑмсен канашӗн дипломӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Транспорт министерстви хула ҫыннисене лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш маршрут ҫине вӑтам класлӑ автобуссем тухнӑ. Хальлӗхе унашкал 10 транспорт ҫӳрет. Ҫитес эрнере тепӗр 5 ҫӗнӗ автобус ҫула тухмалла Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пӗтӗм автобуса ҫӗннисемпе улӑштармалла. Ҫын нумай чухне автобус кашни 10 минутра ҫӳрӗ. Ытти вӑхӑтра - кашни 20 минутра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр водитель 10 ҫулти арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ҫав водителе пӗр хӗрарӑм пулӑшнипе тупнӑ. Евгения Кузина ҫав аварие хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Кун пирки вӑл ҪҪХПИе пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн водителе часах тытса чарнӑ. Евгения Кузинӑна йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑшӑн тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
умвд. 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 20 минутра Шупашкарта пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче рейда тухнӑ йӗрке хуралҫисем пӗр ҫынна асӑрханӑ, ун аллинче пӑшал евӗр япала пулнӑран пакунлисем чарӑннӑ. Анчах вӗсене курсан арҫын тарма хӑтланнӑ та май килмен. Урама тухиччен ҫав арҫын каҫхи клубра пулнӑ. Хӑйне йӗркесӗр тытнӑран ӑна унтан тухса кайма ыйтнӑ. Ҫавна кура револьвертан сывлӑшалла пенӗ. Хӗҫпӑшал пульӑсӑр пулнӑ. Арҫын йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ револьвера Мускавра туяннӑ. Пуҫтахланнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ «Тӗлӗнмелле ЧУНЛӐ мероприяти иртрӗ паян Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑмӑрӑн ҫуралнӑ ялӗнче – Ҫеҫпӗлте. Ун ячӗллӗ шкулта Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑн парттине уҫрӑмӑр – шкул ачисемпе, вӗрентекенсемпе, ял халӑхӗпе, ҫыравҫӑсемпе, «Канашсем» ентешлӗхпе пӗрле», – тесе хыпарланӑ ӗнер тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Лидия Филипповна журналист, публицист тата поэт. «Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн тӑван халӑхӗшӗн шатӑртатса ҫуннӑ чун-чӗрин кӑвайтне «ҫеҫпӗл ҫеҫкисен» чӗрине ҫитерме пултартӑмӑр пулӗ тесе шухӑшлатпӑр. Ачасен ялкӑшса тӑракан куҫӗсене курни, вӗсем поэт сӑввисене хӗрӳленсе вулани – пирӗншӗн чи хаклӑ тав туни пулчӗ. Тав сире пурне те, ентешсем!» – хавхаланса та ҫунатланса пӗлтернӗ Канаш ҫӗрӗн канӑҫсӑр чунлӑ хӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмсть Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Андреевӑн «Ӗмӗт хыҫҫӑн» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑма ҫыравҫӑн 2017–2020 ҫулсенче ҫырнӑ калавӗсемпе повеҫӗсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗтернӗ тӑрӑх, автор Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтах тӗпленнӗ. Унӑн хайлавӗсем «Тӑван Атӑл» журналта, «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пичетленнӗ. «Шӑрӑх кунсем» пӗрремӗш кӗнеки Чӑваш кӗнеке издательствинче 2017 ҫулта тухнӑ. Вӑл ӗҫ Чӑваш наци библиотеки ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче 2019 ҫулта ҫӗнтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Республикӑра санавиаци валли ҫӗнӗ лапамсем тума палӑртнӑ. Унашкалли кӑҫал Патӑрьелте пулмалла. Ҫитес ҫул вара Етӗрнере хута яма палӑртнӑ. Аса илтерер: санавиаци пирӗн регионта 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Вертолета тара илеҫҫӗ. Ӑна анса лармашкӑн Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрлере лапамсем пур. Кашни ҫула йывӑр чирлӗ вун-вун ҫынна санавиаци больницӑна илсе ҫитерет. Патӑрьелте вертолет анса лармалли лапама пӗчӗккӗн туса пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
"Pro Шемурша" страницӑри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ял тӑрӑхӗнче такамсем хӑйӑра куҫ хывнӑ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Pro Шемурша» страницӑра паян пӗлтернӗ, сӑмаха ӗнентерме видео вырнаҫтарнӑ. Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӑра такамсем паянхипе виҫҫӗмӗш кун турттараҫҫӗ. «Мӗн тӗллевпе тата кама валли — паллӑ мар», — пӗлтернӗ хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |