Хулара
1gai.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм самай пухӑннӑ: 830 пин тенкӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 39 ҫулти арҫыннӑн ӗҫ укҫин 1/4 пайне ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл ҫакна пурнӑҫламан. Ака уйӑхӗнче алимент тӳлемешӗн ӑна явап тыттарнӑ, патшалӑхшӑн ӗҫлеттернӗ. Кун хыҫҫӑн та вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн тӗлне унӑн парӑмӗ 830 пин тенке ҫитнӗ. Халӗ суд ӑна 6 уйӑх ӗҫлеттерме, ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха урӑх ҫын пурнӑҫлать. Алексей Ермолаев вырӑнне Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Олег Матвеев йышӑннӑ. Вӑлах – спутник хулан депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. Алексей Ермолаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ку коррупципе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан Алексей Ермолаев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mvdmedia.ru сайтри сӑн Полици майорӗ Владислав Кирпичев тата полици лейтенанчӗ Михаил Леонтьев дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннине асӑрханӑ. Вӗсем подъезда кӗнӗ, унта тӗтӗм шӑрши сарӑлнӑ. Ку Шупашкарта пулнӑ. Хваттер алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хайхискерсем шала кӗнӗ, унта хӗрарӑм пулӑшу ыйтнине илтнӗ. Полицейскисем ватӑ хӗрарӑма тупнӑ, ҫунакан хваттертен урама илсе тухнӑ. Кайран вӗсем ытти ҫынна эвакуацилеме пуҫланӑ. Ватӑ хӗрарӑма вара пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче 24 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе 16-ри каччӑ тунӑ тесе ӑна тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри каччӑ юпан 6-мӗшӗнче 24 ҫулти арҫын пурӑннӑ ҫурт картишне килнӗ. Хайхискерсем унччен хирӗҫнӗ пулнӑ. Ҫав кун пырсан кӗҫӗнни аслине хӗнеме пуҫланӑ. Суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах тухтӑрсем пулӑшсан та вӑл юпан 20-мӗшӗнче сывлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Хыпар" издательство ҫурчӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Хыпар» издательство ҫуртӗнче тӗп редакторӑн заместителӗ пулса ӗҫлекен Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗнӗ кӑларӑма Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче хӑтланӑ. Кӗнекее пахалама литература анинче тӑрӑшакансем, журналистсем пухӑннӑ. Юрий Сементер ҫыравҫӑ, сӑмахран, кӗнеке ячӗ уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулса тухнине палӑртнӑ. Дмитрий Моисеев Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен союзне те кӗме тивӗҫ тесе ырланӑ пухӑннисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем «Современная литература народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен хальхи вӑхӑтри литератури) антологие каллех кӗнӗ. Унта валли хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫыракан сумлӑ авторсен ӗҫӗсене суйласа илеҫҫӗ. Асӑннӑ антологие пуҫласа 2016 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Унччен ҫав ярӑмпа тӑватӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ: «Проза», «Поэзия», «Детская литература», «Драматургия». Вӗсене те чӑваш атворӗсен хайлавӗсем кӗме тивӗҫ пулнӑччӗ. «Художественная публицистика» (чӑв. Илемлӗ публицистика) тома 134 авторӑн вырӑсла куҫарнӑ хатӗрленӗ ӗҫӗсем лекнӗ. Вӗсен оригиналӗсене юлашки чӗрӗк ӗмӗте 45 наци чӗлхипе ҫырнӑ. Чӑвашсенчен Денис Гордеевӑн «Язык – не игра», Алексей Леонтьевӑн «Как уничтожалось чувашское кулачество…», Лидия Филиппован «Сеспель – это душа нации» тата Юрий Исаевӑн «Партизан» тата «Безмолвие бабушки» хайлавӗсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» проекта пурнӑҫласа класс сехечӗсен валли чӑвашла сценарийӗсене малалла хатӗрлет. Хальхинче унта 1-2 классенче ирттермелли «Атом ледоколӗсен флочӗ. Ҫурҫӗр тинӗс флочӗн аталанӑвӗ» темӑпа чӑвашла материал хатӗрленӗ. Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, класс тулашӗнче ирттермелли заняти тӗллевӗ — кӗҫӗн класс ачисене Раҫҫей Арктикин уйрӑмлӑхӗсемпе тата Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе паллаштарасси, ҫӗршывӑмӑрпа тата ун ҫыннисемпе мухтанма хӑнӑхтарасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи поликлиникӑра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, питӗ вӑрах. Юсав ӗҫӗсене ҫуркунне вӗҫӗнче пуҫӑннӑ. Поликлиникӑна раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӗнетсе пӗтермелле. Кун валли 39,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӗҫсене часрах вӗҫлеме, ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнетнӗ поликлиникӑна йышӑнас процедура пуҫланмалла. Хальлӗхе вара тухтӑрсем пациентсене ача ҫуратмалли уйрӑмра йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Патӑрьелти, Вӑрнарти, Сӗнтӗрвӑрринчи, Ҫӗрпӳри тата Етӗрнери аграри техникумӗсене пӗрлештересшӗн. Ҫапла йышӑну тунӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Вӗсем пӗр учреждени пулӗҫ, тӗп офисӗ Шупашкарта вырнаҫӗ. Ӗнер вӗренӳ тата ял хуҫалӑх министрӗсем вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен директорӗсемпе тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫавӑнта Сергей Артамонов вице-премьер аграри техникумӗсене пӗрлештересси пирки пӗлтернӗ. Вӗсен ҫумне «Нива» вӗренӳ центрне те хушӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Малашне Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем укҫа ытларах илсе тӑрӗҫ. Унччен вӗсене уйӑхсерен 3 пин тенкӗ тӳленӗ. Ку виҫене пысӑклатасси пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушу алӑ пуснӑ. Малашне хулан хисеплӗ ҫыннисем уйӑхсерен 5 пин тенкӗ илӗҫ. Аса илтерер: Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн суйлаҫҫӗ. Ку таранччен ҫак ята 41 ҫын тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |