Республикӑра
![]() tomsk.aif.ru сайтри сӑн Коммерци банкӗнче ӗҫлекен, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл брокер сайтӗнче укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа чӳкчен брокер сайтне укҫа хывма шантарнӑ "специалиста" укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗтӗмпе - 150 пин тенке яхӑн. Кӗҫех лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ хӑйне улталанине тинех ӑнланнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл палламан ҫынна 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хай вӑл ниҫта та ӗҫлемест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Ямал-Медиа" тунӑ сӑнӳкерчӗк Ямал-Ненецк автономи округӗнче пӑртан скульптура тӑвакансем тупӑшнӑ. Унта "Ытама кӗреймен Ямал" конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивальте Питӗрти, Курганти, Свердловск облаҫӗнчи, Шупашкарти ӑстасем тупӑшнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш Андрей Молоков ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл пӑртан "Ҫамрӑк пулӑҫ" композици хатӗрленӗ. Сӑмах май, Андрей Молоков кунашкал конкурса пӗрре мар хутшӑннӑ. Икӗ ҫул каялла вӑл Мускав облаҫӗнче иртнӗ пӑр скульптурӑсен "Ҫӗр планета ҫинчи юмахсем" фестивальте призер пулнӑ. Ун чухне Андрей "Щелкунчик" композици хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Мускавра раштавӑн 3-мӗшӗнче 9 сехет те 48 минутра Перовская урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫывӑхри пристрой ҫине те куҫнӑ, пушар 50 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Ҫунса кайнӑ автобус – Чӑваш Енрен, «Попутчик» тесе ҫырнӑскер. Вӑл Шупашкартан Мускава тата каялла тӑтӑшах ҫӳренӗ-мӗн. «Чеб.ру» «Попутчик» компанипе ҫыхӑннӑ. Лешсем ҫунса кайнӑ автобус вӗсен пулманнине каланӑ. Ҫав транспорт ирхине Шупашкартан Мускав килнӗ имӗш. Компани ҫакна та хирӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Яла ӗҫлеме килнӗ вӗрентекенсене преми пама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑл 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ялта пӗрремӗш ҫул ӗҫлекен педагогсене ҫулталӑкне 20-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Иккӗмӗш ҫул вӑй хуракансене - 40-шер пин,виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлекенсене 60-шар пин тенкӗ парӗҫ. 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан хулара тӑрӑшакан вӗрентекенсене малтанхи ҫул ҫулталӑкне - 10 пин, кайран - 20 пин, виҫҫӗмӗш ҫулхине 30 пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Ҫак кунсенче «Авалхи чӑваш ӗнем» ушкӑн валли кунталӑк, пурне те ӑнланмалла каласан — календарь, хатӗрлеме тиврӗ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ хыҫҫӑн, тата чӑвашӑн пурнӑҫне сӑнанӑ хыҫҫӑн, пуҫра тӗвӗленнӗ шухӑшсене пӗлтерес килет. Чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук, тенине эпӗ те, эсир те сахал мар илтнӗ пуль. Пире паянхи саманапа тан аталанса пыма чӑрмантаракан япаласенчен пӗри вӑл, ман шутпа — хамӑра ытла та ӗлӗкхипе тата авалхи япалапа ҫыхӑнтарма тӑрӑшни. Ҫавна пулах, ман шутпа, пирӗн чӑвашӑн чылай япала ҫук та. Ура хуракан япаласем тата та пур-ха вӗсем, анчах кунта ҫак япала пирки сӑмахласа илесшӗн. Чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансен чи юратнӑ сӑмахӗсенчен пӗри вӑл: «ҫӗнӗ йӑла шутласа кӑлармастпӑр, киввине манмастпӑр» текенни. Ваттисен сӑмахӗ те пур: «Авалхи йӑлана ан пӑрахӑр, ҫӗнӗрен йӑла ан кӑларӑр». Ҫакӑ вара, ман шутпа, чӑваша паянхи саманапа тан пыма ытла та чарса пырать. Машинӑри тормоз пекех. Ытла та ӗлӗкхипе пурӑнасшӑн. Ку пурнӑҫӑн кашни кӗтесӗнче тӗл пулать тесен те йӑнӑш мар пуль. Цифрӑсене пирӗн темшӗн ӗлӗкхилле, карт ҫырӑвӗ пек ҫырас килет, миҫе ӗмӗр унтанпа иртмен пулин те халӗ те Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑчӗпе йӑпанса пурӑнатпӑр. |
Статистика
![]() news.myseldon.com/ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 8367 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, 32 процент нумайрах. Чирлекенсем ытларах - Шупашкарта, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар районӗсенче, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кроссовер тӑрринчи пӑр катӑкӗ тепӗр машина кантӑкне ватнӑ. Видеона раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехет иртсен Кайри Шӗнерпуҫ ялӗ тӗлӗнче ӳкерсе илнӗ. Видео тӑрӑх пӑхсан, пӑр катӑкӗ «Suzuki SX-4» маркӑллӑ (машина номерӗ — В943ТВ 21) кроссовер ҫинчен йӑтӑнса аннӑ. Вӑл регистраторлӑ машина ҫине пырса лекнӗ те унӑн кантӑкне ватса пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/antakala сӑнӳкерчӗкӗсем Ҫак канмалли кунсенче Ижевскра хальхи вӑхӑтри этнокультурӑн «Тангыра» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна мода кӑтартнипе уҫнӑ. «Нарспи» трекпа чӑваш платйисене кӑтартнӑ. Тумсене Удмурт Республикинчи Дарали Лели дизайнер пухса пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑвашсен 4 тумне комисси лавккинче туяннӑ, ыттисене ӑста хӑй хатӗрленӗ. Татӑк-кӗсӗкрен ӑсталанӑ тумтир те куракансене килӗшнӗ. Ӑна 20-мӗш ӗмӗр ҫурричченхи тӗрӗсемпе тата эрешсемпе усӑ курса ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() спец-библиотека.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ библиотека «Чувашские загадки о животных» кӗнекене Брайль шрифчӗпе вырӑсла тата чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ӑна кун ҫути кӑтартма «Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки» (кӗнекене Н.Р. Романов, В.П. Станьял тата ыттисем пухса хатӗрленӗ) кӑларӑмпа усӑ курнӑ. Тупмалли кашни юмаха ӳкерчӗкпе пуянлатнӑ. «Куҫ начар куракан ачасемшӗн ҫӗнӗ кӑларӑм паха парне пулма тивӗҫ», — шанаҫҫӗ вулавӑш ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ксения Гришина архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Ен хӗрӗ "Мускаври педагогика патшалӑх университечӗн пики" пулса тӑнӑ. Вӑл - Ксения Гришина. Пике Куславккара ҫуралнӑ, кайран Комсомольскине куҫса кайнӑ. Унта вӑл музыка шкулӗнче вӗреннӗ. 2016 ҫулта Хусанти музыка шкулне вӗренме кӗнӗ. Халӗ 22 ҫулти Ксения Мускавра пурӑнать, ҫӳлерех асӑннӑ университетсӑр пуҫне ГИТИСра та вӗренет. Хӗр университет конкурсӗнче Чӑваш Ен илемне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Юрланӑ чух чӑваш ташши ташланӑ, видеопрезентацире пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсемпе, наци кухнипе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |