Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков муниципалитетсен финанс органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл муниципалитет ӗҫченӗсен шалӑвӗн фончӗ ҫитес ҫул 30 процент ыларах пулассине пӗлтернӗ. 2023 ҫултан вырӑнти администрацисен ӗҫченӗсен окладне ӳстерме палӑртнӑ. Аса илтерер: республикӑра 19 район муниципалитет округӗ пулса тӑнӑ. Кун пек чухне унта аппарат структури те улшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() tvernews.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Муркаш районӗнче арҫынна ҫапса кайнӑ. Лешӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫинче вилнӗ. Хӗрарӑм ӗнер 17 сехет те 20 минутра "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" ҫулпа пынӑ чухне Патаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче 47 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче выртнӑ. Палӑртмалла: хӗрарӑм правана пӗлтӗр кӑна илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн административлӑ майпа 27 хутчен явап тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kaluga.kp.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн варринче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче лавккана арҫын кӗрсе сутуҫӑран укҫа хӑмсарса ыйтнӑ. Ку каҫхине пулса иртнӗ. Сутуҫӑ кассӑна питӗрсе айккинелле пӑрӑннӑ. Арҫын вара унта выртакан ҫӗҫҫе ярса тытнӑ та хӑратма пуҫланӑ. Хӗрарӑм урама чупса тухса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын тарса ҫухалнӑ. Ку ӗҫе 46 ҫулти арҫын, унччен те судпа айӑпланнӑскер, тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна хӑйӗн ялӗнче тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, ҫӗҫҫе ӑҫта ывӑтнине те кӑтартнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vk-gazeta.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене преступнике тытма пулӑшатӑп тесе шутланӑ. Анчах вӑл хӑй преступниксен аллине лекнӗ. Ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралӗнче ӗҫлет-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм ячӗпе доверенноҫ пур, унпа хӑть кам та кредит илме пултарать. Унтан Шупашкар хӗрарӑмӗпе "банк ӗҫченӗ" ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна банкран укҫине илсе урӑх счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ку преступник йӗрӗ ҫине ӳкме кирлӗ-мӗн. Ҫапла пирӗн ентеш 1 миллион та 197 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пурӑнакансем салтака чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ӑсатнӑ. Каччӑсен ушкӑнӗ ӗлӗкхи пек салтак юрри юрласа ял тӑрӑх ҫӳренӗ, тӑванӗ-пӗтенӗ патне кӗрсе тухнӑ. Ирхине вара пурте пӗрле пӑшӑл пӑтти ҫинӗ те чарӑну патне утнӑ. Унта ҫамрӑксем эрех кӗленчипе чӗрккине юпа ҫине персе ҫӗмӗрнӗ. Кун хыҫҫӑн пулас салтака сбор пунктне ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Мускаври театр критикӗсем килнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӗсем пӑхнӑ спектакльсем хушшинче Чӑваш академи драма театрӗн «Шуйттан чури» драми те пулнӑ. Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗн театр эткерлӗхӗн комиссийӗн председателӗ Дмитрий Родионов Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ май «юлашки ҫулсенче курнӑ чи лайӑх этнос постановки» тесе каланӑ. Ӗҫ паянхи кунпа килӗшсе тӑнине те вӑл палӑртса хӑварнӑ. Этнокультура – тӗнче бренчӗ-ҫке. Ҫӗршыври паллӑ театроведсене декораци те, артистсен тумӗ те килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Наталия Сергеева режиссёр массӑллӑ сценӑсемпе ӗҫлеме пултарнине, асра юлмалла сӑнарсем хатӗрленине асӑрханӑ. Спектакльте вылянӑ артистсенчен Елизавета Хрисанфовӑпа (Эрнук) Алексей Герасимова (шуйттан) уйрӑмах ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор нумаях пулмасть вырӑнти «Сӑрнай» ушкӑна «курма-итлеме кайнине» «Контактра» пӗлтернӗ. Вӑл пултарулӑх коллективӗн пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Постра, пӗрремӗшӗнчен, фонограмма янӑратни пирки палӑртса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, артистсен тумӗ аптӑратса янӑ. «Тавах Турра, юлашки вӑхӑтра тухья тӑхӑннӑ кинемейсем сайра курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫула кайнӑ, хайсене тата тӑван халӑхӑн йӑла-йӗркине хисепе хуракансем пуҫа хушпу тӑхӑнса тухма тӑрӑшаҫҫӗ халӑх умне. Анчах та хальхи тумсем авалхи тӗнче тӗлӗнтермӗш тумсене ҫитеймеҫҫӗ темшӗн. Кунта, паллах, «кризис самобытности» текен пулӑмӑн витӗмӗ палӑрать. Паллах, сцена ҫине тухма кӗмӗл шӳлкеме никамах та тумасть пуль… Анчах та хӑш-пӗр тумтирӗ ҫӑм чӑлхапа ялтӑркка калушпа меллӗрех курӑннӑ пек туйӑнать… Ютран килнӗ тӗрӗсем хамӑрӑнлӑха шӗветсе, хакне чакарса, аваллӑха улӑштарса пыраҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Виктор Аванмарт. Кунсӑр пуҫне тата: «Руслан» керменти «Сӑрнай» уявӗнче хыҫалти экран ҫинчи эрешсем «чӑвашсен пек», анчах интернет тетелӗнче кун пек эрешсене вырӑссен тесе палӑртаҫҫӗ. Эпир вара вӗсене уйӑрма те маннӑ пулас…», — пӑшӑрханса палӑртса хӑварнӑ Виктор Аванмарт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ГИБДД сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑннӑ. Инкек 14 сехет иртсен пулса иртнӗ. 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус дистанцие пӑхӑнман пирки малта пыракан 44-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ. Троллейбуса 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ. Инкек вӑхӑтӗнче троллейбус салонӗнче 15 пассажир пулнӑ, маршруткӑра — ҫиччӗн. Маршруткӑра ларса пынӑ 38 ҫулти хӗрарӑма тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Анчах пульницӑра выртмаллах аманман вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ветеранӗ Людмила Теплова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 85 ҫулта пулнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫӗн 44 ҫулне педагогика университетне халалланӑ. Вӑл биологи наукисен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Республикин халӑх вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, республикӑн хисеплӗ экологӗ пулнӑ. Людмила Петровна 1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшенче Шупашкарта ҫуралнӑ.1961 ҫулта Чӑваш пединститучӗн биологипе хими факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1965 ҫулта – СССР Наукӑсен академийӗн Хусанти филиалӗн Биологи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Екатерина Кузьмина. minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Екатерина Кузьминана ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Чувашинформ.рф» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, Екатерина Кузьмина министр заместителӗ пулса 3 ҫул ытларах ӗҫленӗ – ку должноҫре вӑл 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Вӑл малашне те министерствӑрах ӗҫлӗ, анчах приватизаци пайӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |