Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» ятлӑ палӑка Чӑваш наци музейӗн харпӑрлӑхне панӑ. Малашне унта экскурсисем тӑтӑшах иртмелле. Палӑкпа паллашма килсен республика Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле пурӑнни пирки пӗлме пулать.

Наци музейӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче палӑка кунсерен 600 ҫын таранах курма килнӗ. Авӑн уйӑхӗнчи ҫумӑрлӑ кунсенче те унта 200 ҫынран кая мар пырса каять. Ҫынсем 23 сехетре тин, алӑксем хупӑнсан, килме пӑрахаҫҫӗ.

Музей директорӗ Ирина Меньшикова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ саккас панипе «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» анлӑ экскурси хатӗрленине палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнче М-7 федераци ҫулӗн 682-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина пырса ҫапӑннӑ: виҫӗ фура, "ГАЗ", "Газель" тата икӗ ҫӑмӑл автомашина.

Авари каҫхи 6 сехетре пулнӑ. Ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫын аманнӑ. Каҫхине авари вырӑнӗнче йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗрен Сӑнав поселокӗ патӗнче машинӑсене каялла ҫавӑрса тавран янӑ.

 

Республикӑра
region29.ru сӑнӳкерчӗкӗ
region29.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри студентсене оборонӑпа промышленность предприятийӗсенче ӗҫлеттересшӗн. Ку ыйтӑва ӗнер республика Правительствинче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта оборонӑпа промышленность комплексӗн организацийӗсенче кадр ыйтӑвне татса парасси пирки калаҫнӑ.

Чӑваш Енӗн Промышленноҫпа энергетика министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ комплексӑн предприятийӗсенче производство калӑпӑшне ӳстермелле, ҫитес ҫул тӗлне — виҫӗ хут та.

Оборонӑпа промышленность комплексӗн 5 организацийӗнче авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 629 ҫын кирлӗ пулнӑ, 300-е яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Ӗҫе илес ыйтупа канмалли кунсенче те ӗҫлеҫҫӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине студентсене явӑҫтарасси пирки шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Ӗҫпе вӗренӗве йӗркеллӗ шайлаштарсан аван пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗр билетпа спектакль пӑхма тата музея кайса курма сӗнет.

«ТЮЗ+музей» культура программи ҫапларах пулӗ:

— «Чапаев. Вечность за час» моноспектакль тата Василий Чапаев музейӗ;

— «Сеспель» поэзи перфомансӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ;

— «Куккук куҫҫулӗ» драма фантазийӗ тата Ҫар мухтавӗн музейӗ.

Кусем — культура учрежденийӗсем хальлӗхе сӗнекен вариантсенчен пӗрисем.

Билет хакӗ — 500 тенкӗ.

«ТЮЗ+музей» культура программипе усӑ курма 50 ҫын таран ушкӑнсене сӗнеҫҫӗ. Малтан ҫырӑнмалла. Театртан музея автобуспа илсе кайӗҫ.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7-987-127-28-92.

 

Ҫул-йӗр
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Вӑрманкаса (Хыркасси патӗнчине) маршрутка каллех ҫӳреме пуҫланӑ.

Асӑннӑ ялта пурӑнакансем яла общество транспорчӗ ҫӳреме пӑрахни пирки тӗнче тетелӗнче пӗр кунхине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. 123-мӗш маршрутпа ҫынсене унччен микроавтобус турттарнӑ иккен, анчах авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл ҫула тухман.

Ҫак лару-тӑру пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине пӗлтернӗ. Халӗ каллех маршруткӑсем хутлама тытӑннӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти тухтӑрсем аллергипе аптӑранӑ 7 ҫулти арҫын ача пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Хулари ача-пӑча клиника пульницин специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл консервантсене пула шар курнӑ.

Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ ӗнер каҫхине лавккаран туяннӑ кекс ҫинӗ. Унра вара консервант нумай пулнӑ. Паян ирхине те ӑна ӑша янӑ.

Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхине ачан организмӗнче антителӑсем пулнӑ. Паян ирхине вара вӗсем организма хӳтӗлеме пуҫланӑ. Ҫавна май ача шыҫӑннӑ, ӳчӗ кӗҫӗтме пуҫланӑ. Унӑн юн пусӑмӗ тӑрук анса ларнӑ, пуҫӗ ҫаврӑннӑ, вӑйӗ чакнӑ.

Ача халӗ пульницӑра сипленет. Сывлӑхӗ йӗркеленсен ӑна ахаль палатӑна куҫарӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре 43 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вал паянхи кун та килте ҫук.

Светлана Андреева ҫав кун Муркаш районӗнчи усламҫӑ патӗнче ҫӗр ҫырли пуҫтарнӑ. Ун чухне вӑл тӗттӗмрех куртка, сарӑ кофта, тӗттӗм кӑвак тӗслӗ шӑлавар, хура кеда тӑхӑннӑ пулнӑ, хура кутамкка ҫакнӑ.

Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетет.

Светлана Андреева пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 112 номерпе шӑнкӑравламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81922
 

Хулара
foxtime.ru сайтри сӑн
foxtime.ru сайтри сӑн

Кунашкал акцие Шупашкарта кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, парикмахерсем ватӑ ҫынсен ҫӳҫне йӳнӗрех хакпа касӗҫ.

Акцие 60 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кӑҫал ӑна икӗ кун ирттерме палӑртнӑ: авӑнӑн 30-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче. 60-тан аслӑраххисен ҫӳҫ касас тесен маларах ҫырӑнмалла.

Ансат прическӑна 150 тенкӗпе тӑвӗҫ. Акцие Шупашкарти 22 парикмахер хутшӑнӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫынсене хӑйсем туса илнӗ продукцие сутма май туса парас тесе татах пӗчӗк пасарсем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗҫ.

Ҫакнашкал вырӑнсем Шупашкарти Эльгер урамӗнчи суту-илӳ пасарӗ евӗр пулӗҫ. Унта ҫынсем хӑйсен пахчинче ӳстернӗ ҫимӗҫсене сутма пултарӗҫ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, кунашкал мини-пасарсене пысӑк хуласенче кӑна мар, кашни районтах йӗркелемелле. Ку тӗлӗшпе вӑл район пуҫлӑхӗсене ӗҫлеме хушнӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81915
 

Пӑтӑрмахсем
Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби тунӑ сӑн
Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри хулинче шывран арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аван уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Атӑлта путнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем ӑна тепӗр кунхине шыранӑ. Виллине ҫыран хӗррине илсе тухсан ӑна полици ӗҫченӗсене панӑ.

Арҫын миҫере пулнине, ӑҫта пурӑннине ведомство пӗлтермен.

 

Страницӑсем: 1 ... 651, 652, 653, 654, 655, 656, 657, 658, 659, 660, [661], 662, 663, 664, 665, 666, 667, 668, 669, 670, 671, ... 3808
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне финанс операцийӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ. Мӗнле те пулин ӗҫе укҫа хывас тетӗр пулсан шӑпах ҫакна пурнаҫламалли вӑхӑт. Кил-терӗшри ӗҫсемпе аппаланӑр - халӗ вӗсем ывӑнтармӗҫ. Фитотерапи усӑллӑ пулӗ. Эрне вӗҫӗнче кӗтмен хыпарсем илетӗр.

Кӑрлач, 16

1903
122
Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ.
1911
114
Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1924
101
Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1931
94
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ.
1939
86
Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ.
1941
84
Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ.
1941
84
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...